Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Атӑлта тепӗр ҫын вилнӗ. Вӑл - сапбордист.
Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче вӑл тӗп пляжра сапбордпа ярӑннӑ. Шӑпах ун чухне ҫак 31 ҫулти арҫын ҫухалнӑ.
Унӑн виллине ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче юханшыв портӗнчен инҫех мар тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, вӑл ҫӑлав жилечӗ пулманнипе путса вилнӗ. Сапбордпа ярӑннӑ чухне вара жилет пулмаллах.
Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.