Пӑтӑрмахсем
![]() ria.ru сайтри сӑн Улатӑрта 30 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл арӑмне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫак арҫын арӑмӗпе пӗрле хунямӑшӗ патӗнче пулнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ вӑрҫӑнма пуҫланӑ. Арҫын хӗрарӑма кӗвӗҫнӗ-мӗн. Упӑшки пуртӑ ярса тытнӑ та 30 ҫулти арӑмне ҫапнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын преступлени йӗрне пӗтерес тесе унӑн пуҫне касса вакка пенӗ. Вӗсен икӗ ача пур. Ҫав самантра иккӗшӗ те шкулта пулнӑ. Халӗ ачасем кукамӑшӗпе. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрлере ангар ҫуннӑ. Шалта автомобильсем пулнӑ. Юрать-ха, вӗсене ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Ку пушар раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 30 минутра Ҫӗмӗрлери Кривов урамӗнче вырнаҫнӑ ангар ҫунма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫулӑм 288 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Пушарнӑйсем тӑватӑ техникӑпа ҫитнӗ. Ҫулӑмпа 5 сехет кӗрешнӗ. Шалта ларнӑ 3 ҫӑмӑл машинӑа тат аавтопогрузчике кӑларнӑ, вӗсем сиенленмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май выселкинче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министрствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм тухнине каҫхи 11 сехетре асӑрханӑ Ҫуртра 20 ҫулти каччӑ пурӑнать. Пушарта унӑн 87 ҫулти аслашшӗ (е кукашшӗ) шар курнӑ. Ӑна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере, урама илсе тухнӑ, Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑра пӗр кунра, раштавӑн 16-мӗшӗнче, 2 ҫын пушарта вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, «Чулхула – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус М-7 автоҫулӑн 492-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнче 46 ҫулти водитель пулнӑ. Вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑнас мар тесе руле пӑрнӑ та кювета чӑмнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ. Авари вӑхӑтӗнче салонра 7 ҫын пулнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнӑ ҫынсем ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() luchshie-akcii.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма хайхискер такамсем ун ячӗпе кредит илсе тултарнӑ тесе пӗлтернӗ. Кӗҫех «йӗрке хуралҫи» те шӑнкӑравланӑ. Япӑх хыпара вӑл та ҫирӗплетсе панӑ. Право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын тесе хӑйӗн пирки калани хӗрарӑма парӑма хӑвӑрт тӳлесе татма сӗннӗ, ултавҫа вара тытса чарма шантарнӑ. Пӑтӑрмах пирки никама та пӗлтерме хушман. Хӗрарӑм хӑй унччен пухса пынӑ укҫана тата банкран 360 пин тенкӗ кредит илсе ют ҫынсем каланӑ счет ҫине укҫа куҫарса янӑ. Банка кредит илме пырсан унта ӗҫлекен: «Сирӗн пата кредит илме ыйтса никам та шӑнкӑравламан-и?» — тесен те ватӑ хӗрарӑм сисчевленмен, партизан пек шӑпӑрт ларнӑ, «Ҫук», — тесе туннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ялӗнче пурӑнакан 35 ҫулти каччӑна ашшӗне вӗлернӗ тесе тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Икӗ арҫын, аслипе ҫамрӑкки, тепӗр майлӑ каласан, ашшӗпе ывӑлӗ, малтан пӗрле ларса эрех ӗҫнӗ. Киккирикӗсем самай хӗрсен харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки ҫӗҫӗ ярса илнӗ, 52-ри ашшӗне кӑкӑр тӗлнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вырӑна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ-ха, анчах шар курни машинӑра вилсе кайнӑ. 25 ҫулти ҫамрӑк ҫывӑх вӑхӑтра суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта хӗр автобус айне пулнӑ. Вӑл светофор ҫук вырӑнта, «зебрӑпа», ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус пырса кӗнӗ. Ку видеокамера ҫине лекнӗ. Анчах ҫав вырӑнта самай тӗттӗм пулнӑран автобус водителӗн чарӑнса ӗлкӗрме шанчӑк пулнипе пулманни курӑнмасть. Ҫав вырӑнта елка ҫути ҫеҫ ӳкет. Руль умӗнче 63 ҫулти арҫын ларнӑ. Ӗнер ҫав хӗр пульницӑра вилнӗ. Вӑл 22 ҫулта пулнӑ. Общество хастарӗсем авари хыҫҫӑн ҫав вырӑна ҫутӑ лартма ыйтнӑ. Халӗ унта ҫул урлӑ каҫакансем лайӑхрах курӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарта «Акварель» микрорайонта виҫӗ рабочи тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗ. Юрать-ха, вилмелле аманман. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн техникине пӑхӑнманран субподрядчике 35 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ку инкек чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арматура ҫыхнӑ чухне настил йӑтӑнса аннӑ. Виҫӗ арматурщик пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине ӳкнӗ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынсем шӑммине хуҫнӑ, суранланнӑ. Прокуратура субподрядчик ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑснине тупса палӑртнӑ. Усламҫа штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инстаграмри @umvd.cheboksary сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫул урлӑ каҫакан икӗ ачаллӑ хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнӑ. Инкек 11 сехет те 30 минут тӗлӗнче Ленин проспектӗнчи 22-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ятарлӑ вырӑнта пулнӑ. Унта светофор ҫук. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Kia Rio» ҫул урлӑ каҫакансене курман имӗш. Икӗ хӗрачапа хӗрарӑма ҫул урлӑ каҫса кайма автобус чарӑнса ларнӑ, ҫӑмӑл машина вара чарӑнман. Суранланнӑ хӗрарӑмпа икӗ хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() nsk.bfm.ru сайтри сӑн Шупашкарти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 9,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Следовательсем тата суд пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 19-мӗшӗнче арҫын хулара пӗлӗшне тӗл пулнӑ. Вӗсем эрех илнӗ те арҫыннӑн хваттерне кайнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Арҫын хӑнана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та чикнӗ. Хӑна ҫавӑнтах вилнӗ. Тытса чарсан ҫак арҫын следовательсене акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: вӑл вӗлермен-мӗн, ҫывӑрнӑ чухне вилене ун патне такам килсе пӑрахнӑ. Анчах следстви вӑхӑтӗнче йӑлтах уҫӑмланнӑ, арҫын мӗнле пулнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |