Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре шывра путса вилекенсен шучӗ тӑруках йышланнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗш тӗлне илсен, вилнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 2,3 хут ӳснӗ. Кӑҫал юханшывсемпе пӗве-кӳлӗсенче 14 ҫын путса вилнӗ, ҫав шутра — 2 ача. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑра илсен, 6 ҫын путса вилнӗ, ҫав шутра — 2 ача. Кӑҫал 2 ҫынна путасран ҫӑлма май килнӗ-ха...

Паян республика Правительствинче Олег Николаев ирттернӗ канашлура шыв-шурти тӑрӑм тӗлӗшпе яваплисене тимлӗ пулма чӗнсе каланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи «Волжский» микрорайонта пӗр водитель пассажирсене капот ҫине лартса ярӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах самантне видео ҫине ӳкерсе ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.

«Лада Приора» автомобиль водителӗ машина тӑррине тата капот ҫине лартса ҫамрӑксене турттарнӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫи — 20 ҫулти водитель иккен.

Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шанар ялӗнче пӗрисен карти ҫине пырса кӗнӗ.

Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӑтӑрмаха ҫакланнӑ каччӑна суд водитель прависӗр хӑварнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкарта ӗнер, вырсарникун, 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра пассажир вилсе кайнӑ. Паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра кун пирки калаҫнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Инкек 14 сехет те 35 минутра Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Ача-пӑча медицина центрӗ» чарӑнура, пулнӑ. Пассажир 64 ҫулта пулнӑ.

Аса илтерер: тепӗр инкек Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче пулнӑччӗ. Унта 16-ри каччӑ 4-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫырса кӑтартнӑччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
lifehacker.com сӑнӳкерчӗкӗ
lifehacker.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ.

52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланни ҫинчен йӗрке хуралҫисене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Шар курни пакунлисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, инвестици сферине ӗҫе вырнаҫма сӗннӗ. Ҫавна май вӑл хайхине банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кайран хӗрарӑмӑн картти ҫинчен 11 пин те 775 тенкӗ укҫа ҫухалнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра чутах пӗртӑван 12-ри тата 17 ҫулти хӗрачасем путса вилмен. Вӗсене шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ачасем шыв хӗрринче ашшӗ-амӑшӗсӗр пулнӑ.

Аса илтерер: ҫак кунсенче икӗ ача путса вилнӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 17-ри каччӑ путса вилнӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗнче - 9-ти ача

 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Янӑшкасси ҫывӑхӗнчи пӗвере 17 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри 12 ҫулти шӑллӗне ялти арҫын ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Пӑтӑрмах каҫхи 8 сехет те 45 минутра пулнӑ.

Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере те инкек пулнӑ. Унта 9 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ.

Ку пӑтӑрмахсем тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

 

Пӑтӑрмахсем
vk.com/chebvesti пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/chebvesti пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Сатиркасси ялӗ патӗнче водитель прунӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкек ирхи 7 сехет те 30 минутра пулнӑ. Сатиркасси ялӗ Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ хулапа посёлока ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче, Сатиркасси ялӗ тӗлӗнче, ҫын вилмелле инкек пулса иртнӗ.

«Vesta» автомобильпе «Mersedes» ҫапӑннӑ. ВАЗ водителӗ вилнӗ.

Пӑтӑрмах сӑлтавне (кам айӑплине) тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Владимир Михайлов тунӑ сӑн
Владимир Михайлов тунӑ сӑн

Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи общежитире пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсен унта пурӑнакансене эвакуацилеме тивнӗ.

Пушар тухни пирки ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 15 сехет те 29 минутра пӗлтернӗ. Ашмарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче иккӗмӗш хутри кӑритурта шкап ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен 21 ҫынна урама кӑларнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, общежитири шкапа такам ятарласа чӗртсе янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхи 6 сехет те 55 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, 23-мӗш ҫухрӑмра, авари пулнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кивӗ «Фольксваген Гольф» водителӗ «КамАЗран» иртсе каяс тесе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Шкодӑпа» ҫапӑннӑ. «Фольксваген» кювета чӑмнӑ, «Шкода» КамАЗпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш водитель вилнӗ, тепри аманнӑ.

«Фольксваген» водителӗ Элӗк районӗнчи 29 ҫулти каччӑ пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян 11 сехет те 30 минутра Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче чӳречерен 16 ҫулти каччӑ ӳкнӗ. Шел те, вӑл вырӑнтах вилнӗ.

Ку инкек Совхоз урамӗнчи 15-мӗш ҫуртра пулнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вилмеллех суранланнӑ. Вырӑна оперативлӑ службӑсем, следовательсем ҫитнӗ.

Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79732
 

Страницӑсем: 1 ... 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, [141], 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, ...422
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи