4 мунча ҫуннӑПӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ мунча ҫуннӑ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче йӑлтах ҫунса кайнӑ. Шӑматкун Шупашкарти Богданкӑра Серафимович урамӗнчи мунча кӑнтӑрла ҫуннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мӑрье тӗрӗс мар ӗҫленӗрен тухнӑ. Ҫав кунах Куславккара та мунча ҫуннӑ. Унта ҫулӑм ҫапӑнмалли пӳлӗме ҫеҫ сиенлетнӗ. Мунчана хуҫисем тӗрӗс мар хутнӑран пушар тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вырсарникун Красноармейски районӗнич Туҫи Чуракасси ялӗнче тата Улатӑрта мунча ҫуннӑ. Ку тӗслӗхсенче пӗтӗмпех ҫунса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() oren.mk.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи Кармӑш ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫын ватӑ амӑшне хӗнесе вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхине ывӑлӗ 85 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ватӑ хӗрарӑма хытах хӗненӗ. Амӑшӗ йывӑр сурансене чӑтаймасӑр вилнӗ. Ывӑлне тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасси пирки ыйтӑва татса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() tamlife.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет ҫурӑра пулса иртнӗ. Радужнӑй урамӗнчи 11-мӗш ҫурт патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 13-мӗш хутран ӳкни паллӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗскер пулнӑ. Вӑл савнӑ хӗрӗпе пурӑннӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑрти комбикорм савутӗнче пушар тухнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ савутӑн иккӗмӗш хутӗнчи цехра ҫулӑм тухнӑ. Пушара ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Вӑл 30 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑм гранулятора тата ун патне пыракан электричество пралукӗсене сиенлетнӗ. Палӑртмалла: предприяти «Юрма» агрохолдингӑн подразделенийӗ шутланать. Унта чӑх-чӗп валли комбикорм хатӗрлеҫҫӗ. Ҫулталӑкра 80 тонна комбикорм туса кӑларма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() autosoren.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шарана РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ тивӗҫне ӳстерсе усӑ курни) тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни) явап тытарнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав ҫын халӗ текех пуҫлӑх мар ӗнтӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче халӑхпа пуху ирттермесӗрех пуху пулнӑҫи туса протокол ҫырнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне те вӑл суйса шӑрҫаланӑ. Ҫав хут тӑрӑх «Сычуань-Чӑваш Ен Агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» предприятие ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче силос курганӗсем тума ирӗк панӑ. Ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 1,5 ҫул хушши пуҫлӑх тилхепине тытаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, паян, ирхи 3 сехет ҫурӑра Владимир облаҫӗнче «Мерседес» микроавтобус ҫул хӗрринче ларакан «Скания» ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫывӑрса кайнӑ. Автобус номерӗ – Чӑваш Енри. Вӑл Чулхула еннелле кайнӑ. «Лайф» пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 4 ҫын вилнӗ. Пурте – Чӑваш Ен ҫыннисем. Вӗсем Мускавра вахта мелӗпе ӗҫленӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче «Фольксваген» ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта ҫуран утакан ҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех. Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫулӑн 3-мӗш ҫухрӑмӗнче, Тавӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнче, водитель ҫул урлӑ каҫакан ҫынна асӑрхаман, ун ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав ялтах пурӑннӑ 27 ҫулти арҫын васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилсе кайнӑ. Водитель урӑ пулни паллӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер 10 сехет ҫурӑра Канашра Тӑвай ҫулӗнчи 1-мӗш ҫуртра пушар алхаснӑ. Вӑл – общежити. Ҫулӑм виҫҫӗмӗш хутри кухньӑра тухнӑ. Пушарта сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, маччапа стенасем хӑрӑмланса ларнӑ. Общежитире пурӑнакан тӑватӑ ҫынна ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Пӗри сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче уй ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Элӗк районӗнче уйри ҫулӑм ял патне ҫывхарать», - тенӗ вӑл. Сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, уй каҫхине ҫуннӑ. Унта Уйкас ҫывӑхӗнчи уй-хирте "хӗрлӗ автан" ташланӑ. Ҫынсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ чухне уя ҫулӑм ярса илнӗренпе 3-4 сехет иртнӗ. Ҫулам Етӗрне ҫулӗ енчен ҫывхарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 17 сехет те 59 минутра Шупашкарта Пирогов тата Крылов урамӗсем хӗресленекен вырӑнта 3 ачана машина ҫапса кайнӑ. Ачасем «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ. «Опель Омега» машинӑн 23 ҫулти водителӗ «зебра» умӗнче хӑвӑртлӑха чакарман, ҫул каҫакан шӑпӑрлансем ҫине пырса кӗнӗ. Ачасем 14-17 ҫулсенче. Вӗсем, телее, суранланнӑ ҫеҫ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ. 23 ҫулти водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачасене асӑрхаса ӗлкӗреймен. Вӑл ӳсӗр пулманни пуллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |