Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 11 сехет те 50 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче рейс автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Сӗнтӗрвӑрри – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 222-мӗш ПАЗ автобус «Фольксвагенпа» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина транспорт килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Иномарка водителӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл 58 ҫулта пулнӑ. Автобусра 20 яхӑн ҫын пулнӑ. Водитель тата виҫӗ пассажир тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
nsk.bfm.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӗлӗш хӗрарӑма вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 21 сехетре вӑл тепӗр хӗрарӑмпа пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл унта 56 ҫулти хӗрарӑма ухватпа тата чапельникпа ҫапнӑ. Лешӗ вилнӗ. 56-рискере тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, раштавӑн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 10 минутра Шупашкарта «Радужный» микрорайонта 16 хутлӑ ҫурт умӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 40 ҫулти пек курӑннӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, полицейскисем ҫитнӗ. «Хӗрарӑм вилли 2 сехет выртрӗ. Иртен-ҫӳрен умӗнчех. Пӗри машина багажникӗнчен плед кӑларчӗ те хӗрарӑма витме пачӗ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ. 18 сехет тӗлнелле ҫав хӗрарӑмӑн тӑванӗ ҫитнӗ. Ҫав хӗрарӑм ҫак 16 хутлӑ ҫуртра пурӑннӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
media56.ru сайтри сӑн Арҫын хӗрарӑм вилмеллех хӗненӗ, кайран ӑна сӑн ӳкернӗ те ӑна тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. Ку тискер ӗҫ кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Хӗрлӗ Чутайра ӳсӗр арҫын пӗлӗш хӗрарӑма тискеррӗн хӗненӗ, лешӗ вилнӗ. Экспертиза ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пичӗ палламалла мар пулнӑ: ӑна питӗ хытӑ хӗненӗ. Арҫын кунпа кӑна ҫырлахман, вилнӗ хӗрарӑма сӑн ӳкернӗ те халӑх тетелӗнчи страницӑна кӑларса хунӑ. Ку сӑнӳкерчӗке курсан ывӑлӗ амӑшне палласа илнӗ. Етӗрне районӗн сучӗ 39 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Арҫын ҫакӑ ытлашши ҫирӗп приговор тесе аппеляци панӑ. Анчах ЧР Аслӑ сучӗ приговора ҫавӑн пекех хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн Паян ирхи 5-6 сехетре Шупашкарти пӗр картишре нумай хутлӑ ҫурт умӗнче арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку Эгер бульварӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, арҫын 50-60 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу тата полици чӗннӗ. Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
bryansk.bezformata.com сайтри сӑн Паян ирхи 5 сехетре Владимир облаҫӗнче, М-7 автоҫулӑн 323-мӗш ҫухрӑмӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Гороховец районӗнче ВАЗ-2109 машина ҫул хӗррине чарӑннӑ грзовик ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ машинӑра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. Унӑн водителӗ тата салонра пулнӑ 5 пассажир вилнӗ. Вӗсем пирки хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар. Машина корпусӗ питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ. Ӗҫ-пуҫа полици ӗҫченӗсем уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 16 сехет те 13 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: Улатӑрта Сӑр юханшывӗнче ачана пӑр катӑкӗ ҫыран хӗрринчен шалалла илсе кайнӑ. Районти полици, васкавлӑ медпулӑшу, пушар хуралӗ вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ача ҫыран хӗрринчен 12 метр шаларах пулнӑ. 16 сехет те 30 минутра шӑпӑрлана ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ӑна тухтӑрсене панӑ, вӗсем унӑн сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкар ГЭСӗ патӗнче пулла тухнӑ 100 ытла ҫын «капкӑна» лекнӗ. Вӗсем пулӑ тытнӑ вӑхӑтра пӑр катӑлнӑ, ҫапла пулӑҫсем ҫыран хӗррине тухайман. Ҫакна курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри пилӗк таран шыва анса кайнӑ. Арҫынсем ҫыран хӗррине тухайманни пирки пӗрлехи диспетчер службине 15 сехет тӗлне пӗлтернӗ. Тепӗртакран пулӑҫсене резина кимӗпе, икӗ аэробортпа ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Арҫынсене пурне те шыв ҫинче мӗнле пулмалли пирки асӑрхаттарнине ҫырнӑ хут татӑкӗсем валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
юткмир.рф сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкав районӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫурхи шыв-шура тата ҫумӑр шывне юхтарса ямалли ятарлӑ хатӗрсене витнӗ чукун решеткесене вӑрласа ҫӳренӗ ҫынна темиҫе уйӑх шыранӑ. Пӑтӑрмах пирки Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн администрацийӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче евитленӗ. Ҫав хатӗрсем Пӑрачкаври темиҫе урамран ҫухалнӑ. Пурӗ 13 таран. Тӑкак 18 пин тенкӗпе танлашнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫине тӑрса шырани сая каяйман. Унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын вӑрласа ҫӳренӗ иккен. 59 ҫулти арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑрланӑ пурлӑха тимӗр-тӑмӑр йышӑнакансене кайса панӑ. Кукӑр алӑллӑ этем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инстаграмри @umvd.cheboksary вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот Ӗнер Шупашкар хулинче Геннадй Айхи урамӗнче ҫамрӑк водитель ҫуран ҫӳрекене ҫапса кайнӑ. Инкек каҫхи 5 сехет иртсен пулнӑ. 48 ҫулти арҫын ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли паллӑ ӳкерсе хунӑ ҫӗрте ҫулӑн тепӗр енне васканӑ. 23 ҫулти водитель тытса пыракан «Форд Фокус» автомобиль ун ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнӑ арҫынна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машини илсе кайнӑ. Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмаха тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |