Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче ферма ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку хыпар 17 сехет те 45 минутра ҫитнӗ. Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ фермӑран тӗтӗм тухнӑ, ҫулӑм курӑннӑ. Халӑх корреспонденчӗ машинӑпа иртсе пынӑ чухне ҫакна видео ӳкерсе хаҫата ярса панӑ. Хальлӗхе ку пӑтӑрмах пирки тулли информаци ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӑлӑмри вӑрманта виҫӗ арҫын ҫӗтсе кайнӑ. Унта вӗсем утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Гранта» машинӑпа кӗрсе кайнӑ. Ҫавӑнта пылчӑкра лакса ларнӑ. Хӑйсем ӑҫтине пӗлменрен вӗсем 22 сехет те 10 минутра Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вӑрмана тухса кайнӑ. Арҫынсене навигаторпа шыраса тупнӑ. Пылчӑка лакса ларнӑ автомобиле лебедкӑпа туртса кӑларнӑ, арҫынсене Йӑлӑм посёлокне ҫити ӑсатса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра павильон хыпса илнӗ. Инкек каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ. Сӑрӑсем сутакан павильонра пушар ҫутӑ пӑралукӗсем пӗрлешсе илнӗрен тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт сӳнтернӗ. Вӗсем пилӗк пушар чаҫӗнчен пырса ҫитнӗ. Тӑршшӗ 20 метр, сарлакӑшӗ 8 метр йышӑнакан суту-илӳ павильонӗнчен пушар юнашар лавккасем ҫине куҫса ӗлкӗреймен. Хӑй павильон вара сиенленнӗ, унӑн ҫивиттине те ылмаштарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cap.ru порталтан илнӗ скриншотсемпе усӑ курнӑ Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара хӑйӗн пурлӑхне пытарнӑ. Коррупципе кӗрешессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑхӑнса ӗҫлесен хайхисен хӑйсен тупӑшӗ пирки тӗнче тетелӗнче вырнаҫтармалла. Районти прокуратура вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем епле ӗҫленине тӗрӗсленӗ май Ҫырмапуҫ тата Апаш ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен 2021 ҫулхи тупӑшӗ пирки ҫынсене пӗлтерес теменнине асӑрханӑ. Саккуна пӑснӑшӑн ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарса 3-шер пин тенкӗл штраф хурса пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Акварель» микрорайонта рабочисем тӑваттӑмӗш хутран ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: инкек 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арматура ҫыхнӑ чухне настил йӑтӑнса аннӑ. Арматурщиксем пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине персе аннӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынсем суранланса пӗтнӗ, вӗсен шӑмми хуҫӑлнӑ. Субподрядчик ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман тесен прокуратура ӑна 35 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Халӗ усламҫа суд тунӑ. Вӑл йывӑрах мар преступлени тунине, унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ӑна 40 пин тенкӗ суд штрафӗ хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнере ют ҫын машинипе хула тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ ҫамрӑксене суд тунӑ. Ушкӑнпа пухӑнса автомобиль вӑрланӑ тесе вӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн айӑпласа 7-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд тенкелӗ ҫине 17, 16 тата 14 ҫулсенчи виҫӗ ҫамрӑк ларнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи ҫӗрле вӗсем Етӗрнери суту-илӳ цеентрӗсенчен пӗрин умӗнче «ВАЗ-2107-4» машина ларнине асӑрханӑ. Автомобиле питӗрменнипе, машинӑна хускатмалли уҫӑ вырӑнтах пулнипе усӑ курса ют ҫыннӑн транспорчӗпе ҫула тухнӑ. Машинӑпа пӗрре кӗрт ҫине пырса кӗнӗ-ха, унтан ӑна ҫул ҫине тӗксе кӑларнӑ та каллех ярӑнма кайнӑ. Кӗҫех кӗрт ҫине тепре кӗрсе ланӑ. Унтан машинӑна тек кӑларайман, автомобиле пӑрахса хӑварнӑ. Машина ҫухални ҫинчен тепӗр кунне хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() art-clr.ru сайтри сӑн Элӗк районӗнчи Пиҫенер ялӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫын ывӑлӗн питне лезвипе касса пӗтернӗ. Куншӑн вӑл суд сакки ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Следстви шухӑшӗпе, кӑҫал пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ килте пулнӑ, пӗрле эрех ӗҫнӗ. Кӑнтӑрла ашшӗ ывӑлне телевизора сӳнтерме ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Ҫакна пула вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ашшӗ хырӑнмалли лезви илнӗ те ывӑлӗн сулахай енчи пит ҫӑмартине каснӑ. Следстви вӑхӑтӗнче арҫын айӑпне йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе кӗҫех район сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() photocentra.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче арҫын пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ. Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Анаткас Тӑрӑн ялӗнчи пӗверен путса вилнӗ арҫынна туртса кӑларнӑ. Вилене ҫалавҫӑсем вырӑна пырса ҫитнӗ полици ӗҫченӗсене панӑ. Арҫын мӗн сӑлтавпа путнине, вӑл миҫере пулнине тата ыттине кӗске хыпарта ӑнлантарса-уҫӑмлатса тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() turbina.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын балкон ҫинчен сикес тенӗ. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службине пӗлтерекенсем тупӑннӑ. Усал шухӑш тытнӑ арҫын патне ҫӑлавҫӑсем тухса кайнӑ. Эльмен урамӗнче пурӑнаканскерпе вӗсем чуна уҫса калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫав этем лӑпланса илнӗ, усал шухӑшне сирсе янӑ. Арҫын Турӑ панӑ пурнӑҫ нимрен пахи-хаклине ӑнланса илнӗ. Амӑшӗ килне таврӑннӑ ҫӗре вӑл пӳлӗмре ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӳрнери ҫӗрре хывайман. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӑвӑр ҫӗрре вӑл те хитрине кура ытарайманнипе тӑхӑннӑ ӗнтӗ — кӑштахран унӑн пӳрни шыҫса ларнӑ. Ҫӗрре хывас тенӗ — май килмен. Аптӑраса ҫитнӗ хӗрарӑм Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ, хӑйӗн инкекӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ аппарат пулӑшнипе ҫӗрре хывнӑ. Хӗрарӑм вӗсене тем пекех тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |