Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче тракторист сарӑмсӑр вилнӗ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн тракторӗ айне пулнӑ.
Ҫав кун «Труд» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче 15 сехетре 34 ҫулти арҫын удобрени пушатнӑ чухне хӑйӗн тракторӗн кустӑрми айне пулнӑ. Вӑл ҫавӑн чухнех сывлама пӑрахнӑ.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ. Ку ӗҫе Ӗҫ инспекцийӗн ӗҫченӗсене те явӑҫтарӗҫ.