Спорт
![]() "Контактри" сӑн Пирӗн ентеш Роман Минеев Краснодарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче чаплӑ кӑтартупа палӑрнӑ, вӑл ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Роман юниорсен хушшинче 5 ҫухрӑма чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ, ҫак дистанцие вӑл 14 минут та 31.15 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Палӑртмалла: Роман А.И.Тихонов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл - Раҫҫей спорт мастерӗ. Унӑн тренерӗ - Александр Васильев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "На связи" форумри сӑн Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртет. Мускавран килнӗ Артем Чермошанский ӗнер унта вӑйлах суранланнӑ. Спортсмен 8,03 метр тӑршшӗне сиксе чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Улттӑмӗш хутӗнче вӑл лини ҫине пуснӑ та сикнӗ чухне группировка туман, пӗр ури ҫине сикнӗ. Унтан такӑннӑ, хӑйӑр тӑрӑх чӑкӑл-мкакӑл туса сылтӑм ура чӗркуҫҫине сиктернӗ. Артема васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Елизавета пӗлтернӗ тӑрах, спортсмен урине хуҫман, ӑна операци тунӑ та шӑмма вырӑна лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен спортсменӗ, Патӑрьел округӗнчи Шамиль Вахитов, пиҫҫиххипе кӗрешмелли корэш ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу тӗнче шайӗнче иртнӗ, унта тӗрлӗ ҫӗршыври 100 ытла спортмсен хутшӑннӑ. Шамиль 80 килограмм таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл Эльдар Вахитов тата Эльфис Мтиев тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ, спорт мастерӗн кандидачӗ Анна Калинина триатлон-кросс енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Киров облаҫӗнче пулнӑ. Анна Сергей Сусметов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл 15-17 ҫулсенчи хӗрсен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ: 200 метра ишнӗ, 5 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 1,5 ҫухрӑм чупнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче куҫ курманнисен хушшинче самбо енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Тӗп хуламӑрта кунашкал ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртет. Унта Мускаври, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри, Дагестанри, Чӗмпӗр тата Волгоград облаҫӗсенчи, Хабаровск, Красноярск, Пермь крайӗсенчи спортсменсем хутшӑнӗҫ. ЧР спорт министрӗ Василий Павлов РФ Спорт министерствине ҫакӑн пек ӑмӑртӑва пирӗн патра ирттерме май туса панӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче (Чапаев урамӗ, 17) ӑмӑртӗҫ. Турнира ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем килсе ҫитӗҫ. Кӑҫалхи программӑна многоборье енӗпе тата хӑвӑрт утассипе те ӑмӑртусане кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Калмӑк Республикинче 2008-2017 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта тӗлӗ регионти 200-е яхӑн вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ. Ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне Елчӗкри Михаил Миллин тата Канашри Кирилл Бородкин хӳтӗленӗ. Вӗсем маттурсем! Михаилпа Кирилл икӗ ылтӑн медаль тата икӗ чемпион пиҫҫиххине ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Нумаях пулмасть куҫ курманнисен хушшинче Раҫҫей кубокӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Мария Мамаева унта 5 медаль ҫӗнсе илнӗ. Мария ӑмӑртура тӗрлӗ дистанцие тӗрлӗ мелпе ишсе 2 ылтӑн, 2 кӗмӗл, 1 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва 17 регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Паралимп вӑййисен, тӗнче, Европа шайӗнчи ӑмӑртусен чемпионӗсемпе призерӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() БРИКС ҫӗршывӗсен вӑййисем малалла пыраҫҫӗ. Чӑваш Енри спортсменсемшӗн вара вӑл вӗҫленнӗ. Пирӗн ентешсем унтан пушӑ алӑпа таврӑнмаҫҫӗ. Полина Андреева йывӑр атлетка пӗрремӗш кунхинех кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. София Емелюкова тата Павел Иванов самбистсем вара пьедесталӑн ҫӳлти картлашка ҫине хӑпарнӑ – ылтӑн медаль илнӗ. Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче спорт гимнасчӗ Владислав Поляшов ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Тепӗр кунхине вӑл кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Виктория Максимова ҫӑмӑл атлетка 200 метра чупса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри ММА кӗрешӳҫисем Раҫҫей чемпионатӗнче тата Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Фарход Рахмоналиев Раҫҫей чемпионӗн ятне тӑваттӑмӗш хут илнӗ. Александр Шмелев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 52,2 килограмм таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вера Лоткова 56,7 килогамм таяканнисен хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ева Митрякова вара 61,2 килограмм таяканнисемпе кӗрешсе кӗмӗл медаль илнӗ. Спортсменкӑсем иккӗшӗ те Андрей Жилкин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле зачетра хӗрарӑмсен команди иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |