Спорт
![]() "Контактри" сӑн Сочи хулинче хӑвӑрт шахмат енӗпе Раҫҫей первенстви иртнӗ. Унта 11 ҫул тултарман хӗрачасем хутшӑннӑ. Ҫав йышра пирӗн ентеш те Марьяна Осипова пулнӑ. Марьяна хӑйӗн ӳсӗмӗнчи хӗрачасемпе тупӑшса 9 балран 8-шне пухнӑ. Ҫапла вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Рязань облаҫӗнчи Ангелина Амбарцумян, виҫҫӗмӗш вырӑна Ханты-Манси автономи округӗнчи Дарина Шакирова тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш «моржӗсем» Выкса хула округӗнче иртнӗ уҫӑ чемпионатра палӑрнӑ. Вӗсем ишсе 11 медаль 7 кубок ҫӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне команда эстафетӑра 2 кубока тивӗҫнӗ. Андрей Гориянов тата Андрей Чекменев ирӗклӗ ишсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Александра Мудрая ылтӑн тата икӗ кӗмӗл медаль илнӗ. Татьяна Александрова вара икӗ ылтӑн тата 1 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Михаил Андронов пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнисӗр пуҫне «Ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑшӑн» наградӑна тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди эстафетӑра кӗмӗл медаль тата команда кубокне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Олег Яковлев Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑмӑртура виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Биатлон ӑмӑртӑвӗ Ӗпхӳре иртнӗ. Вӑл 12.5 километра ӑмӑртса 17-18 ҫулсенчи яшсен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Вероника Чумикова Красноярскра ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ «Иван Ярыгин кубокӗ» пӗтӗм тӗнчери турнирта ҫӗнтернӗ. Вӑл финалта 57 килограмм таякан виҫе категорийӗнче Узбекистанри спортсменкӑна Лайлохон Сабировӑна парӑнтарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Севастопольти Кристина Михнева, виҫҫӗмӗш вырӑна Бурятири Эржема Жамсаранова йышӑннӑ. Палӑртмалла: Вероника Чумикова Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Улатӑрти 11-мӗш шкулта вӗреннӗ, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче ӑс пухнӑ Татьяна Устимова нумаях пулмасть Арктика шывӗнче ҫӗрле ишнӗ. Унта ӑмӑрту иртнӗ. Эстафета Баренцево тинӗсӗнче экстремаллӑ лару-тӑрура пулнӑ. Унти шыв 3,2 градус кӑна ӑшӑ. Сывлӑш температури 18 градус сивӗ. Кашни спортсмен 1 ҫухрӑм ишнӗ. Татьяна лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Мускаври фитнес-клубра ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Мария Мамаева мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Анчах вӑл пуҫ усмасть, спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Нумаях пулмасть хӗрача Хусанта иртнӗ ӑмӑртура «Акватлон: ишни тата чупни» дисциплинӑра тупӑшнӑ. Марийӑпа юнашар спортӑн ку тӗсӗнче палӑрнӑ Светлана Соколова ӑмӑртнӑ. Вӗсем иккӗшӗ пӗрле пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Хусанта самбо енӗпе гран-при финалӗ иртнӗ. Чӑваш Ен спортсменӗсем унта 3 медаль ҫӗнсе илнӗ. Татьяна Федорова 50 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫсе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, София Емелюкова вара виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Илья Алексеев 88 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти спортсменсем хӗллехи ишев енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 27 медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Ен чысне Елена Деведерова, Николай Артемьев, Андрей Гориянов, Руслан Шайхаттаров, Анна, Аветисян хӳтӗленӗ. Ӑмӑрту Нарьян-Марта иртнӗ. Старт умӗн шыв температри 0,5 градус ӑшӑ пулнӑ, сывлӑш температури – 7 градус сивӗ. Икӗ кунра пирӗн спортсменчем 14 ылтӑн, 9 кӗмӗл, 4 пӑхӑр медаль ҫӗнче илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Патӑрьелте ҫуралса ӳснӗ спортсменка Ирина Привалова Таиландра иртнӗ ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 55-59 ҫулсенчи спортсменсемпе тупӑшнӑ. Триатлонра – ишсе, велосипедпа ярӑнса тата чупса - ыттисен хушшинче палӑрнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Анна Хмелева Атӑлҫи федераци округӗнче шахматла выляссипе иртнӗ ӑмӑртура 19 ҫул тултарман хӗрсен хушшинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хӑвӑрт шахматла выляса та вӑл палӑрнӑ: пӑхӑр медаль илнӗ. Денис Кириллов та маттур: хӑйӗн ӳсӗмӗн категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Палӑртмалла: ӑмӑрту Самар облаҫӗнче иртнӗ. Уҫта 14 регионтан 400 ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф вилнӗ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |