|
Спорт
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 11-13-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче Раҫҫей команда чемпионачӗ тата хӑвӑрт утас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртӗҫ. Ӑмӑрту Мускав ҫыран хӗрринче пулӗ. Унта ҫӗршыври 150 ытла спортсмен хутшӑнӗ: 16 ҫула ҫитмен каччӑсемпе хӗрсенчен пуҫласа спорт мастерӗсем таранах. Малтан трасса ҫине 35 тата 20 ҫухрӑм утакансем тухӗҫ. Каҫ енне юниорсем 10, 5 тата 3 ҫухрӑмсенче вӑй виҫӗҫ. 16 сехетре ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарти хӑвӑрт утакансене хатӗрлекен спорт шкулӗ вун-вун ҫул тӗнчери чи лайӑххи шутланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() «Советская Чувашия» архивӗнчи сӑн Паян Шупашкар хулинче «Олимпийский» стадионта йӑланӑ кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ – массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем, тӳре-шара старта тухнӑ. Ҫапла, унта «Советская Чувашия» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна 88-мӗш хут ирттернӗ. Ӑмӑртӑва Андриян Николаев космонавтӑн ҫуралнӑ кунӗнче, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирттересси йӑлара. Кӑҫал пӗрремӗш вырӑна Наци телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта «Чӑваш Ен» ПТРК пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗсем тухнӑ. Ҫавӑн пекех спорт шкулӗсен ертӳҫисем тата вӗсен ҫумӗсем, общество организацийӗсен представителӗсем старта тухнӑ. Кунсӑр пуҫне VIP-чупу пулнӑ: тӳре-шара чупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Вероника Тимофеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак кунсенче Кӑркӑстанра Куҫса ҫӳрекен халӑхсен пӗтӗм тӗнчери вӑййи иртет. Унта Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем те тухса кайнӑ. Иркутск облаҫӗнчи делегаци «Иркутск - Ҫӗнҫӗпӗр - Тамчи» маршрута хыҫа хӑварса Кӑркӑстана ҫитнӗ. Йышра — Иркутск тӑрӑхӗнчи кӑркӑссем тата вырӑнти чӑваш автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, Надежда Фидикова пайташ; Бурят культурин центрӗн хастарӗ Оксана Афиногенова. Куҫса ҫӳрекен халӑхсен пӗтӗм тӗнчери вӑййине кӑҫал улттӑмӗш хутчен ирттереҫҫӗ. Ӑна мӗн тери хӑватлӑн уҫнине телевизор та кӑтартрӗ. «Бишкек-Арена» залра 51 пин ҫын вырнаҫать. Ӑна вӑййа уҫнӑ кун, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑйа авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен пырӗ. Кӑҫалхи вӑййа хутшӑнма 112 ҫӗршыври 3 пине яхӑн спорстмен пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Австралирен, Аргентинӑран, Испанирен, Индинчен, Казахстанран, Монголирен тата ытти нуай ҫӗршывран. Раҫҫей делегацине 33 регионти 236 спортсмен кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() «Контактри» сӑн Спортра – тепӗр ҫитӗнӳ! Пирӗн спортсменсем Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ. Хальхинче – армрестлерсем. Нумаях пулмасть Пенза хулинче «Атӑлҫи кубокӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта 30 команда тупӑшнӑ. Чӑваш Енӗн армрестлинг енӗпе пӗрлештернӗ команди вӗсен хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн ентешсем пӗтӗмпе 12 медаль ҫӗнсе илнӗ. Харпӑр зачетсенче ултӑ спортсмен ҫӗнтернӗ. Тепӗр улттӑшӗ кӗмӗл тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. 16 ҫулти Егор Розоренова уйрӑммӑн палӑртмалла. Вӑл – Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк спортсмен команда пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ кӑна мар, Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне те пурнӑҫланӑ. Кун пек ӳсӗмри спортсменшӑн ку – вӑйлӑ ҫитӗнӳ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди спорт туризмӗ енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче Петрозаводск хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва ҫӗршыври 26 регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта 11 ҫӑмал атлет кайнӑ. Сергей Кузнецов тата Андрей Львов виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ: вӑрӑм дистанцире – ылтӑн, икӗ дистанцире – кӗмӗл, кӗске дистанцире – пӑхӑр. Кунсӑр пуҫне вӗсем Илья Ивановпа тата Константин Семеновпа пӗрле дистанцие парӑнтарса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле зачетра Чӑваш Енен пӗрлештернӗ команди 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() «Контактри» сӑн Шупашкар хулинче пурӑнакан Светлана Тетмукова – чан-чӑн хӑюллӑ паттӑр! Вӑл «За горизонт» марафона хутшӑннӑ, Иртыш юханшывӗнче 48 сехет ишнӗ. Унпа пӗрле марафона Мускаври Роман Бажок, Екатеринбургри Анастасия Колпакова тата Санкт-Петербургри Дмитрий Егоров хутшӑннӑ. Вӗсем кашни сехетре пӗр-пӗрне улӑштарнӑ: кимме перӗнмен, ҫӗр ҫине тухса канман. Ҫавӑн пек эстафета вӑл: пӗр ҫеккунтлӑха та чарӑнмалла мар. Шыв температури кӑнтӑрла аванах пулнӑ: 20 градус ӑшӑ. Анчах ҫӗрле сивӗннӗ: 12 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Юхан шыв ҫийӗн вара ҫӑра тӗтра карса илнӗ. Ҫавна май GPS-па кӑна навигаци пулнӑ. Анчах спортсменсем ҫулран аташса кайман – малалла ишнӗ. Пӗр канмасӑр, ҫывӑрмасӑр... Ҫапла спортсменсем 260 ҫухрӑм ишнӗ. Пирӗн ентеш тата унӑн команди пурнӑҫра йӑлтах тума пултарнине тепӗр хутчен ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Чӑваш Енӗн Спорт министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче ҫуллахи биатлон енӗпе ӑмӑрту иртет. Унта яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнать. Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче пирӗн тӑрӑхри виҫӗ спортсмен медаль ҫӗнсе илнӗ: икӗ ылтӑн тата пӗр кӗмӗл. 10 километра ӑмӑртса Чӑваш Енри Дмитрий Димашов 15-16 ҫулсенчи яшсем хушшинче ылтӑн медальлӗ пулса тӑна. 12,5 километра ӑмӑртса 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем хушшинче Антон Петров ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Артём Вершинин — кӗмӗле. Ӑмӑрту паян та иртнӗ. Сӑмах май каласан, ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ. Лапсарти ҫав комплекса уҫассине чылай вӑхӑт кӗтнӗ. Спортсменсем те, биатлонпа кӑсӑкланакансем те. Авӑн уйӑхӗнче унта Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Ҫӗрпӳ район администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳри Валерия Кириллова Абу-Дабинчен ылтӑнпа таврӑннӑ. Вӑл — ММА енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑни Чӑваш Енри пӗрремӗш спортсмен. Пике ӑмӑртӑва 14–15 ҫулсенчисем хушшинче хутшӑннӑ. Вӑл Раҫҫейри, Израильти тата Анголӑри спортсменсене ӑмӑрту вӗҫленичченех ҫӗнтерме пултарнӑ. Маттур чӑваш хӗрӗн тренерӗсем — Антон Григорьева тата Андрей Жилкин. Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура ҫӗнтерсе Раҫҫей ялавӗпе мӑнаҫлӑн тухнӑ вӑл. Пикене халӑх тетелӗ урлӑ Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев ӑшшӑн саламланӑ. Ҫӗрпӳсем те пикепе мӑнаҫланаҫҫӗ. Кун пек маттур пикепе, чӑн та, тивӗҫлипех мӑнаҫланмалла. Ӑна эпир те хамӑр енчен малашне те ҫавӑн пек пысӑк ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тума, Чӑваш ҫӗрӗн ятне ҫӳллӗ шайра тытма ырӑ сунар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() «Контактри» сӑн Спорт тӗнчинче – тепӗр лайӑх хыпар! Ҫӗрпӳ хулинчи ҫамрӑк спортсменка, 14 ҫулти Валерия Кириллова, ММА енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ. Хутӑш кӗрешӳ енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ Пӗрлештернӗ Арап Эмирачӗсенчи Абу-Даби хулинче иртнӗ. Пирӗн ентеш виҫӗ ҫапӑҫура вӑй виҫнӗ, вӗсенчен кашнинчех мала тухнӑ. Валерия Кириллова Раҫҫейри, Израильти тата Анголӑри спортсменсемпе тупӑшнӑ. Паллах, ку ҫитӗнӳ пӗр самантра пулман. Спортсменка чылай вӑхӑт тренировкӑсем тунӑ. Вӑл Антон Григорьев тата Андрей Жилкин тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать. Саламлатпӑр ентеше! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Пирӗн ентеш, йывӑр атлетка, Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиадинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Алана Скрипко 77 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе – 94 килограмм, тӗксе 125 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмӗшле 219 килограмм пухнӑ та ҫӗршыври чи вӑйлӑ йывӑр атлетсемпе пӗрле пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ку медаль Чӑваш Республикишӗн ҫӗршывра иртнӗ ӑмӑртусенчи черетлӗ ҫитӗнӳ пулса тӑнӑ. Палӑртса хӑварар: Алана Скрипко Шупашкар хулинчи В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиади Свердловск облаҫӗнчи Тури Пышма хулинче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
