Спорт
![]() "Контактри" сӑн Пирӗн ентеш Мускаври футбол командинче выляса паларнӑ. Сӑмах - Ксения Корнилова пирки. Вӑл Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Команда 15 ҫул тултарман хӗрсен хушшинче тупӑшнӑ. Ксенийӑн команди Мускав облаҫӗн командине 3:1 шутпа ҫӗнтерса мала тухнӑ. Палӑртмалла: Ксения футболпа тахҫанах кӑсӑкланать. Вӑл Дмитрий Терентьев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Халӑх тетелӗнчи "Чӑваш Республики" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Валентин Харитонов — Чӑваш Енӗн спорт мухтавӗ. Кун пирки «Чӑваш Республики» паблик халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Арҫын ҫулне кура мар йӑрӑ. Вӑл Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинче чи маттур спорт ветеранӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Амазони» этнокомплексра «Рекорд патне ҫул — 2024» ҫӑмӑл атлетика кросӗн регионсем хушшинчи ҫуллахи кубокӗ иртнӗ. Унта Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсенчи 300 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Валентин Ефимович 75-79 ҫулсенчи арҫынсем хушшинче 1000 метра чупса ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Брянск хулинче юниорсен хушшинче ҫӑмӑл атлетка енӗпе Раҫҫей ӑмӑрӑвӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Анрей Никитин унта кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Андрей темиҫе енлӗ ӑмӑртура 7005 очко пухса пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Вӑл 100 метр чупнӑ, тӑршшӗне сикнӗ, йӗтре тӗкнӗ, диск ывӑтнӑ, шӑчӑпа сикнӗ, сӑнӑ ывӑтнӑ. Палӑртмала: спортсмен Елена Никитина тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Елчӗк муницпаллӑ округӗн пики Полина Андреева йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче виҫӗ кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Полина икӗ енлӗ кӗрешӳре пӗтӗмпе 165 очко пухнӑ. Штангӑна сулласа 75 килограмм йӑтнӑ, тӗртсе вара - 90 килограмм. Палӑртмалла: Полина Андреева 49 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Пирӗн ентеш Роман Минеев Краснодарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче чаплӑ кӑтартупа палӑрнӑ, вӑл ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Роман юниорсен хушшинче 5 ҫухрӑма чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ, ҫак дистанцие вӑл 14 минут та 31.15 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Палӑртмалла: Роман А.И.Тихонов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл - Раҫҫей спорт мастерӗ. Унӑн тренерӗ - Александр Васильев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "На связи" форумри сӑн Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртет. Мускавран килнӗ Артем Чермошанский ӗнер унта вӑйлах суранланнӑ. Спортсмен 8,03 метр тӑршшӗне сиксе чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Улттӑмӗш хутӗнче вӑл лини ҫине пуснӑ та сикнӗ чухне группировка туман, пӗр ури ҫине сикнӗ. Унтан такӑннӑ, хӑйӑр тӑрӑх чӑкӑл-мкакӑл туса сылтӑм ура чӗркуҫҫине сиктернӗ. Артема васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Елизавета пӗлтернӗ тӑрах, спортсмен урине хуҫман, ӑна операци тунӑ та шӑмма вырӑна лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен спортсменӗ, Патӑрьел округӗнчи Шамиль Вахитов, пиҫҫиххипе кӗрешмелли корэш ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу тӗнче шайӗнче иртнӗ, унта тӗрлӗ ҫӗршыври 100 ытла спортмсен хутшӑннӑ. Шамиль 80 килограмм таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл Эльдар Вахитов тата Эльфис Мтиев тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ, спорт мастерӗн кандидачӗ Анна Калинина триатлон-кросс енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Киров облаҫӗнче пулнӑ. Анна Сергей Сусметов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл 15-17 ҫулсенчи хӗрсен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ: 200 метра ишнӗ, 5 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 1,5 ҫухрӑм чупнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче куҫ курманнисен хушшинче самбо енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Тӗп хуламӑрта кунашкал ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртет. Унта Мускаври, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри, Дагестанри, Чӗмпӗр тата Волгоград облаҫӗсенчи, Хабаровск, Красноярск, Пермь крайӗсенчи спортсменсем хутшӑнӗҫ. ЧР спорт министрӗ Василий Павлов РФ Спорт министерствине ҫакӑн пек ӑмӑртӑва пирӗн патра ирттерме май туса панӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче (Чапаев урамӗ, 17) ӑмӑртӗҫ. Турнира ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем килсе ҫитӗҫ. Кӑҫалхи программӑна многоборье енӗпе тата хӑвӑрт утассипе те ӑмӑртусане кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |