Спорт
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнар поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ Андрей Львов спорт туризмӗ енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗнче ылтӑн тата кӗмӗл медальсем ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Узбекистанра пулнӑ. Пирӗн ентеш Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче тупӑшнӑ. Андрей Львов Никита Ющикпа ӑмӑртса ылтӑн медаль илнӗ. Хутӑш ӑмӑртура вара вӑл Дарья Елисеевӑпа тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Анна Штурман тунӑ сӑн Чӑваш Енри маттур ача Архип Морозов шахмат енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 9 ҫул тултарман ачасемпе вӑй виҫнӗ. Ӑмӑрту Кострома хулинче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 50 ытла ҫамрӑк шахматист хутшӑннӑ. Пирӗн Архип Морозов 11 турта 9,5 очко пухса Приморье крайӗнчи Богдан Калининран иртсе кайнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ӗренпур облаҫӗнчи Федор Бондарев йышӑннӑ. Архип Морозов ҫитес ҫул Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче 11 ҫул тултарман ачасемпе вӑй виҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн экономика факультечӗн 3-мӗш курс студенчӗ Александр Константинов кире пуканӗн спорчӗпе иртнӗ Ази ӑмӑртӑвӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Тайваньре иртнӗ. Конкуренци пысӑк пулсан та пирӗн ентеш ыттисене парӑнтарса пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Александр 95 килограмран ытларах таяканнисен ушкӑнӗнче кӗрешсе кире пуканне 64 хут йӑтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, ЧР Элтеперӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн лашапа чупса ӑмӑртӗҫ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тупӑшу иккӗмӗш хут пулӗ. Ӑмӑрту Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн ача-пӑча спорт шкулӗ ҫумӗнче иртӗ. Лапама 10 пин ытла куракан вырнаҫма пуларать. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти лашапа чупакан спортсменсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() vk.com сайтри сӑн Чӑваш Енри спорт гимнасчӗсем Раҫҫейри ҫуллахи спартакиадӑра лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ. Вӑл ҫамрӑксен хушшинче иртет. Ӑмӑрту Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче пулнӑ. Хӗрсен хушшинче иртнӗ нумай енлӗ кӗрешӳре пирӗн ентеш Татьяна Терентьева кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Командӑпа тупӑшса пирӗн Чӑваш Ен виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑннӑ. Уйрӑмах Ника Ильина, Варвара Коптева, Татьяна Терентьева, Елизавета Тонкогова палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи ватӑ ҫын Хусанти марафона хутшӑннӑ. Кӳкеҫри Роза Алексеева ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Спорт марафонне Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 13 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗнӗ маршрут йӗркеленӗ май трасса ҫӳлленсе пынине 96 метр таран чакарма май килнӗ. Кӳкеҫри Роза Алексеева ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе 21 хутчен Раҫҫей чемпионки ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи ҫамрӑк спортсмен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарнӑ. Михаил Миллин ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри турнирта икӗ медаль тата чемпион пиҫиххине ҫӗнсе илнӗ. Михаил икӗ виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. 26 килограмм тайманнисен категорийӗнче вӑл финала тухнӑ, кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. 29 килограмм таякансен хушшинче те Михаил финала тухнӑ, унта пурне те ҫӗнсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑна чемпион пиҫиххипе те чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкар каччи, Илья Фёдоров, воллейбол енӗпе Раҫҫей чемпиоантӗнче ҫӗнтернӗ. Каччӑ Хусанти «Зенит» командӑра вылять. Хусанти команда Мускаври «Динамӑна» ҫӗнтернӗ. Илья — 21 ҫулта. Хусанти «Зенит» йышӗнче вӑл 2017 ҫултанпа вылять. Унччен маларах каччӑ командӑпа пӗрлРаҫсей кубокӗнче ҫӗнтернӗ кӑна мар, Ҫамрӑксен хушшинче Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() t.me/tsur21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Куславкка округӗнчи шкул патӗнчи хоккей курупки ванса пӗтни, ӑна юсамалли пирки ҫынсем халӑх тетелӗнче хыпарланӑ. Хӗллехи вӑхӑтра ӑна пӑр хупланӑ та конькипе ярӑнма май килнӗ. Ванса та ҫуркаланса пӗтнӗ асфальт ҫулла куҫа питех те лайӑх тӑрӑнать. Хоккей курупкине Кунер ялӗнчи шкул 100 ҫул тултарнӑ тӗле уҫнӑ. Унта ачасем те, аслисем те хаваслансах ҫӳреҫҫӗ. Чӑваш Республикин Регион управленийӗн центрӗн специалисчӗсем кӑлтӑк пирки вырӑнти тӳре-шарана пӗлтернӗ. Яваплисем халӗ асфальта ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ Дина Александрова Швейцарири Цюрих хулинче иртнӗ марафонта ҫӗнтернӗ. Вӑл 42 километра 195 метра 2 сехет те 29 минутра чупса тухнӑ. Чӑваш Ен хӗрӗ финиша Эфиопири Серкалем Менистерен 5 минут та 9 ҫеккунт, Кенири Наоми Джепкогей Майоран 6 минут та 44 ҫеккунт маларах ҫитнӗ. Дина Шупашкарта 1992 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӗвне Николай Захаровпа Галина Архиповна чӑваш тренерӗсем патӗнче туптанӑ. 2015 ҫулта вӑл Курскри Валерия Руденко тренер патӗнче ӑсталӑха туптать. Кӑҫал вӑл кросс енӗпе Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ. 2023 ҫулта спортсменка марафонсенче хутшӑнма пуҫланӑ. Унӑн тренерӗ – Раҫҫейӗн икӗ хут чемпионӗ Степан Киселёв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |