Спорт
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти гимнастка Александра Ильичева Пӗтӗм Раҫҫейри «Динамо» ӑмӑртуран пилӗк медальпе таврӑннӑ. Хӗрача нумай енлӗ кӗрешӳре, пӗрене, бруссем ҫине хусканусем туса тата ирӗклӗ хӑнӑхтарусенче тупӑшса кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Сикессинче ӑмӑртса вара вӑл пӑхӑр медаль илнӗ. Александра Ильичева Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче Наталья Ильичева тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Телеграмри chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкӗрчӗк Чӑваш Енри маттур пике Анастасия Лоренц Бишкекра пауэрлифтинг енпе иртнӗ Ази чемпионатӗнче чи маттурри пулнӑ. Вӑл 57 килограмчченхи виҫере ӑмӑртакансем хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Выртса Анастасия 150 кг виҫене ҫӗкленӗ. Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров Анастасийана тата унан тренерне Вячеслав Кострюкова ҫӗнтерӳпе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Пирӗн ентеш Марат Шарипов тӗнчери теннисистсен рейтингӗнче самай ҫӳле хӑварнӑ. Пӗр эрне хушшинче вӑл 43 йӗрке парӑнтарнӑ. Халӗ вӑл – 282-мӗш йӗркере. Палӑртмалла: кӑҫал Марат Шарипов темиҫе пӗлтерӗшлӗ ят ҫӗнсе илнӗ. Ку вӑл пултаруллӑ тата тӗллев патне таплӑнакан спортсмен пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетет. Марат – маттур теннисист, Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Кун пеккки историре - пӗрремӗш хут. Чемпионата республикӑри мӗнпур муниципалитетри спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе - 360 ытла. Вӗсен хушшинче - хӗрсемпе каччӑсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем. Спортсменсем 16 виҫе категорийӗнче вӑй виҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Шӑматкун республикӑра йӑлана кӗнӗ «Нацисен кросӗ» иртӗ. Ҫавӑн чухнех Сывлӑхпа спорт кунӗ пулӗ. Ҫавна май спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех кӗме май пур. Анчах малтан спорт шкулӗсен, ФОКсен сайчӗсенче ҫырӑнмалла. «Нацисен кросӗн» тӗп старчӗ 12 сехетре Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче пулӗ. Унта хутшӑнакансем 1, 4, 6, 8 тата 12 ҫухрӑмсене парӑнтарӗҫ. Регистраци паян вӗҫленет. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче те регистрациленме пулать. Чупакансен тухтӑртан илнӗ справка пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енӗн парабадминтон енӗпе пӗрлештернӗ команди Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче палӑрнӑ. Вӑл Пермь хулинче хусканупа тӗрев енчен сусӑр спорсменсен хушшинче иртнӗ. Татьяна Гуреева уйрӑмах палӑрнӑ. Вӑл тӳрех виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Павел Попов кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ. Антон Иванов – кӗмӗл медаль, Илья Прагеев ылтӑн медаль илнӗ. Вита Вимба та икӗ медальлӗ пулнӑ: ылтӑн тата пӑхӑр ҫӗнсе илнӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() t.me/chuv_kray/3755 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш спорчӗн ҫӑлтӑрӗ Анна Кулинич-СорокинаПарижра иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Вӑл сӑнна 38,1 метра ывӑтма пултарнӑ. Анна Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Элӗк районӗнчи Тури Таташ ялӗнчен. Хӗрача 12 ҫула ҫитсен ӑна ашшӗ-амӑшӗ япӑх куракансен тата начар илтекенсен Шупашкарти спорт шкулне вӗренме янӑ. Унта вӑл спорта юратса пӑрахнӑ. Халӗ Анна 32 ҫулта. Вӑл — Лондонри Паралимпиадӑри кӗмӗл призерӗ тата тӗнче чемпионки, Токиора 200 метра чупассипе бронза медале тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе вӗсемывӑлпа хӗр ӳстереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Владимир хулинче йывӑр атлетика енӗпе «Ылтӑн куполсем» Пӗтӗм Раҫҫейри турнир иртнӗ. Ӑна СССР тава тивӗҫлӗ тренерне Виктор Кузнецова халалласа йӗркеленӗ. Пирӗн ентеш Алексей Кириллов ҫӑмӑл мар тупӑшура ылтӑн медаль ҫӗнче илнӗ. Вӑл «Август Вурнары» савутра машинистра ӗҫлет. Ҫак савутрах ӗҫленӗ Андрей Алексеев та лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӑл 55-59 ҫулсенчи спортсменчен йышӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енри теннисист Марат Шарипов Францире иртнӗ турнирта ҫӗнтернӗ. Вӑл юлашки матчра Францири Клеман Шидеиха парӑнтарнӑ. Марат - Шупашкартан, вӑл унта ҫуралнӑ. Вӑл 1-мӗш шкулта вӗреннӗ, теннис академийӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. 2020 ҫулта Марат тӗнчере 19 ҫул тултарман чи лайӑх спортсменсен топ-50 списокне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Матч ТВ архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри спортсмен Денис Гаврилов Паралимпиадӑна хутшӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл ӑмӑртусенче Чӑваш Ен тата Мускав ҫывӑхне хӳтӗлет. Паралимпиадӑна вӑл нейтраллӑ статуспа хутшӑннӑ. Дениса пӑхӑр медаль илмешкӗн 47 ҫеккунт ҫитеймен. Вӑл куҫ курманнисен тата япӑх куракансен йышӗнче марафон чупнӑ. Ӑна 2 сехет те 25 минут та 22 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Денис дистанци тӑршшӗпех испан спортсменӗ хыҫҫӑн пынӑ. Анчах лешӗ финиша ҫитиччен мала кайнӑ. Денисӑн ӑна хӑваласа ҫитме вӑй ҫитмен. Ҫапла вӑл финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |