Ҫак кунсенче, авӑн уйӑхӗн 8-15-мӗшӗсенче, Пермь тӑрӑхӗнчи Чайковский хулинче биатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет.
Унта Чӑваш Енри биатлонистсем те хутшӑнаҫҫӗ: Николай Алексеев, Даниил Акимов, Даниил Динисов, Дмитрий Петров, Даниил Бычков тата Антон Яковлев.
Паян арҫынсем йӗлтӗр роллерӗпе 20 километра чупса, тӑватӑ хутчен персе (иккӗ — выртса, иккӗ — тӑрса) ӑмӑртаҫҫӗ.
Старта 30-мӗш номерпе Даниил Акимов, 43-мӗшпе Николай Алексеев тухӗ.