Мускавран савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ — пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» ятлӑ ача-пӑча экологи канашлӑвӗ ирттерекен конкурсӑн лауреачӗсене пӗлтерчӗҫ. Вӗсенчен пӗри — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Михайлов Алексей (сӑмах май, вӑл «Трак ен» сайтӑн администраторӗ те). Алеша хӑйӗн «Ҫӗр пулӑхлӑхне упрассишӗн кӗрешер» сайчӗпе «Хальхи технологисем — ҫутҫанталӑка хӳтӗлес ӗҫре» (экологи тата ҫутҫанталӑка хӳтӗлес темӑпа хатӗрленӗ сайтсен тата тӗнче тетелӗнчи веб-страницӑсен ӑмартӑвӗ) ятлӑ номинацире лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ. Ку проект ӗҫӗн ертӳҫи — ҫак шкулта чӑваш чӗлхи тата обществознани вӗрентекен Михайлов В.М.
Пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр!
Пӗлме: Пӗтӗм тӗнчери «Симӗс планета» ача-пӑча экологи форумӗ ирттерекен конкурса ҫак ҫӗршывсем хутшӑннӑ: Армени Республики, Болгари Республики, Бразили федеративлӑ Республики, Германи федеративлӑ Республики, Инди Республики, Казахстан Республики, Кипр Республики, Китай Халӑх Республики, Колумби Республики, Молдова Республики, Россия Федерацийӗ, Румыни Республики, Словак Республики, Таиланд Королевстви, Украина Республики.
Красноармейски районӗнче машинӑпа ӗне сӑвакан операторсем тата ӗнесене искусственнӑй майпа пӗтӗлентерекен техник-осеменаторсем ӑмӑртрӗҫ. Конкурс тулли мар яваплӑ «Карай» пӗрлешӳре иртрӗ.
Машинӑпа ӗне сӑвакан операторсен конкурсӗ. Кунта Трак енри тӑватӑ — «Карай», «Хӗрлӗ Сурӑм», "Янмурзино", "Досаево" — хуҫалӑхран килнӗ 7 оператор виҫӗ енӗпе тупӑшрӗ. Вӗсем машинӑпа ӗне сурӗҫ, ӗне сумалли аппаратсене салатса пухрӗҫ, ыйтусене хуравларӗҫ.
Кирек епле ӗҫӗн хӑйӗн йӗрки, майӗ пур, машинӑпа ӗне сӑвассин те ҫаплах. Кунта ӗне сумалли аппарата, ӗнене сума хатӗрлемелле, сумалла тата ытти те. Кашни операци валли вӑхӑт уйӑрнӑ. Ҫавна шута илсе палӑртаҫҫӗ те ӗҫченӗн професси ӑсталӑхне. Васканӑ чух алӑ-ура ҫыхланмасӑр пулмасть паллах. Анчах ӗҫе тӗплӗ пӗлекенсем кунта та ҫухалса каймаҫҫӗ. Акӑ Яманакри сӗт-ҫу ферминчи Светлана Данилова оператор ӗне сумалли технологине аван пӗлнине кӑтартрӗ, ӗне сумалли «Волга» аппарата та хӑвӑрт та тӗрӗс салатса пухрӗ. Унпа пӗрле ӗҫлекен И. В. Даниловапа Г. В. Антонова («Карай») та унран тӑрсах юлмарӗҫ.
Республикӑра «Ҫутҫанталӑка епле упратпӑр» экологи конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри 10 районти 36 вӗренекен хутшӑннӑ. Ачасем тӑван тавралӑх темипе ҫыхӑннӑ харпӑр хӑй ҫырнӑ юптарусене тӑратнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчен те хутшӑнакансем пучӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе Хусанушкӑнь шкулӗн вӗренекенӗ Елена Ярандайкина «Ҫӳҫепе йӑмра» (ертӳҫи — С.Яруткина) ятлӑ ӗҫӗпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Лида Евсеева, Кӳкеҫри «Пӳрнеске» ача сачӗн «Пукане» юрӑпа ташӑ ансамблӗн ҫамрӑк таланчӗ ҫак конкурса хутшӑнса, мала тухнӑ. Республикӑри инҫекурав чӑвашла юрлакан ачасен эстрада конкурсне 4-мӗш хут ирттерет ӗнтӗ. Ачасем те, ашшӗ-амӑшӗсем те, педагогсем те питӗ тӑрӑшса хатӗрленеҫҫӗ ӑна яланах. Ҫак ҫитӗнӳ вӑл — пурте пӗрле вӑй хурса туптанӑ ҫитӗнӳ. Конкурс вӗҫленмен-ха. Малта — гала-концерт.
«Мехел» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем: «Чувашия» патшалӑхинҫерадиокомпани, Чӑваш республикин композиторсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ.
Ӑмӑртурӑва 6-17 ҫулхи ачасем хутшӑнаҫҫӗ (виҫӗ ушкӑн: 6-9, 10-13 тата 14-17 ҫулхисем). Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче конкурса хутшӑнма юрӑхлисене суйланӑ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вара — вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче гала-концерт иртӗ.
Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ҫирӗп вӑй-хал» тата сывлӑх» спартакиада малалла тӑсӑлнӑ май нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче университет ӗҫченӗсем хушшинче йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑрту иртрӗ. Хӗрсемпе хӗрарӑмсем 2 километрлӑ дистанцине чупса тухрӗҫ. А.Н. Лукина ассистент хӑйӗнпе пӗр ҫитӗнӳри ҫынсемпе ӑмӑртса 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗ. Арҫынсем 3-5 километрлӑ дистанцине чупса тухрӗҫ. Пирӗн команда ячӗпе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ В.А. Иванов профессор 3-мӗш вырӑна тухрӗ. Васильева Ф.И. аслӑ преподаватель те 3-мӗш выран йышӑннӑ.
Факультет ӗҫченӗсене малти вырӑнсене тивӗҫ пулнӑ ятпа саламлатпӑр, ҫитес ӑмӑртусенче ӑнӑҫу сунатпӑр!
Темиҫе ҫул хушши ӑсталаннӑ «Тупмалли юмахсем» проектра тинех ӑмӑрту пуҫланчӗ! Ӑна пуҫлама пулӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫине В. Андреева; тупмалли юмахсен пуххине нумайлатма пулӑшнӑшӑн Г.А. Дегтярёва; сайт ӗҫне тӗрӗслеме пулӑшнӑшӑн Chuvash.Org пӗрлӗхре хутшӑнакансене тав сӑмахӗ калатпӑр!
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шырама лекӗ. Шырани харама каймӗ — чи ӑнӑҫлисене парнесемпе тивӗҫтерӗпӗр:
1 вырӑн. Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ чӑваш сӑмахӗсен пуххи.
2 вырӑн. Э.И. Патмар 10 кӗнекере хатӗрлесе кӑларма палӑртнӑ халӑх сӑмахлӑхӗн пуххинчи кӗнекесем.
3 вырӑн. ЧПГӐИ пичетлесе кӑларнӑ «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» кӗнеке.
Ӑмӑртӑва вӑйӑ майлӑ йӗркеленӗ. Вӑйӑҫа 10 ҫӑлтӑр парӗҫ. Тупмалли юмахӑн тупсӑмне пӗлсен нухрат лекӗ, пӗлмесен ҫӑлтӑр шутне катӗҫ.
Трак ен тӑрӑхӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑвашсен паллӑ поэчӗ Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫсем вӗҫленмен-ха. Акӑ, хальхи кунсенче республикӑри районсем хушшинче шкул ачисен Интернет урлӑ ирттерекен инҫет викторина пырать. Ӑна йӗркелекенӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Виталий Михайлович Михайлов. Паянхи куна 59 хурав килнӗ те ӗнтӗ. Викторина Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӗҫленет.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен районти шкулсенче чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен аслӑ класра вӗренекенсем хушшинче "Ҫамрӑк ӑсчах" вӑйӑ-конкурс иртмелле. Вӑл виҫӗ турпа иртет. Пӗрремӗш турӗ шкулсенче иртет, унта шкулти чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен ачана суйласа илеҫҫӗ. Иккӗмӗш турта вара виҫҫӗмӗш тура лекессишӗн тупӑшаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш турӗ ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулать. Вӑл чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекен 5 ача хушшинче иртӗ. Ку конкурса та Виталий Михайлович Михайлов учитель йӗркелесе пырать.
Ыран, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти кашни ача-пӑча вулавӑшӗсенче «Чӗлхесен тӗнчинче» мероприяти иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Ку уява ЮНЕСКО пуҫарӑвӗпе тӗнчере 2000 ҫултан пуҫласа нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем хушшинче вулавҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ, ӑна К.Чуковский ячӗллӗ хулан тӗп ача-пӑча вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва пурте хутшанма пултараҫҫӗ, ун пӗтӗмлетӗвне ҫав кунах пӗлтерӗҫ. Малти вырӑнсене йышӑннисене парнесемпе дипломсем кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарти шахмат клубӗнче Герман Егоров яӗллӗ ӑмӑртусем вӗҫленчӗҫ. Арҫын ачасем хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарти Андрей Козлов ҫӗнтерчӗ, Раҫҫейри ӑмӑртусене хутшӑнмалли сертификата тивӗҫрӗ. Кӗҫӗн ҫулхи ачасем хушшинче ҫакӑн пек сертификата Шупашкарти Александр Бесчасов илчӗ. Хӗрсем хушшинче пӗрремӗш вырӑнта Екатерина Фрикке, хӗрарӑмсем хушшинче Вера Сидорова пуринчен те ӑстарах пулчӗ. Вӑрмар ентешлӗхӗ ҫак турнира йӑлана кӗртсе кашни ҫулах ирттерме шутлать. Унсӑр пуҫне кӑҫал республикӑн ялти шкулӗсем хушшинче интернет — турнир йӗркелесшӗн.
Шупашкарти шахмат клубӗнче Герман Егоров ячӗллӗ турнирӑн пӗрремӗш финалӗ вӗҫленчӗ. Унта республикӑри чи вӑйлӑ ҫирӗм шахматист хутшӑнчӗҫ. Ҫак ӑмӑртӑва йӗркелекен Вӑрмар ентешлӗхӗн ертӳҫисем пысӑк тӗллевсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ентешлӗх ертӳҫи Леонид Григорьев шухӑшӗпе республикӑра шахмат вӑййине аталантармалла. Чӑвашсем вӑйпа кӑна мар,ӑспа та малта пулмалла.
Аслисем хушшинчи финал ҫивӗч кӗрешӳре иртрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Владимир Иванов, иккӗмӗшне Андрей Сафронов,виҫҫӗмӗшне Игорь Арипов ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна куҫса ҫӳрекен кубок тата 7 пин укҫа тивӗҫрӗ. Мӗнпурӗ 7 шахмат ӑсти сумлӑ призсем илчӗҫ.
Ачасемпе хӗрарӑмсен хушшинче финалти вӑйӑсем кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче иртмелле. Кунта пӗрремӗш вырӑна тухакан ачасем Раҫҫейри шахмат турнирӗсене хутшӑнма путевка ҫӗнсе илеҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Шупашкар, шахмат клубӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |