«Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем йӗркеленӗ «Чӑваш Ен кун-ҫулне ӳкеретӗп» ятпа ирттерекен ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвӗ малалла пырать — пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫланнӑскер кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырать. Пурӗ пилӗк тема панӑ: Чӑваш-пӑлхар хайлалӑхӗнчи (мифологийӗнчи) юмахсемпе былинӑсем (сӑвӑллӑ юмахсем); чӑваш кун-ҫулне ҫутатса паракан «Нарспи» тата ытти этнокӗвӗсем; чӑваш-пӑлхар кун-ҫулӗнчи авалхи паттӑрлӑх; чӑваш тумӗпе эрешӗсем; чӑваш халӑх йӑлисем (чӳк, киремет).
Ҫавӑн пекех ҫак фонд «Авалхи пӑлхар цивилизацийӗ сӑнарлӑ ӳнерте» ятпа тепӗр ӳкерчӗксен ӑмартӑвне ирттерет. Унти тематикӑсем: Метте империйӗ, Атӑл паттӑр империйӗ, Купрат хаканӑн Аслӑ Пӑлхарӗ, Аспарух Танай ҫине куҫни тата Танай Пӑлхаристана йӗркелени, Купрат ханӑн Перещепинори вилтӑпри, Хасар хаканлӑхӗнчи Улӑп Илитверӗн сӑвар кнеҫлӗхӗ, Атӑлҫи Пӑлхарстан, Танай Пӑлхастан кун-ҫулӗпе культури, Ылтӑн Уртапа Хусан ханлӑхӗнчи пӑлхарсен кун-ҫулӗпе культури. Ку ӑмӑрту тӗнче шайӗнче иртмелле.
Ӳкерчӗксен конкурсне пур ӳсӗмрисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем те, ҫамрӑксем те, аслисем те.
«Асамлӑ хӗҫ» комиксен ӑмӑртӑвне тӑснӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш ӗҫ килчӗ. Вӑл Патӑрьелти 1-мӗш шкулта вӗренекен Наташа Шапкинӑран ҫитрӗ.
Хӑйӗн ӗҫӗнче Наташа пилӗк юлташ ҫулҫӳреве тухса асамлӑ хӗҫ шыраса тупни ҫинчен каласа парать. Аптраман туссем усала та тӗл пулаҫҫӗ, унӑн пуҫне касса пӑрахаҫҫӗ. Хӑйӗн комикссӗнче Наташа туслӑх, пӗр-пӗрне пулӑшассине, ҫуралнӑ ҫӗршыв тӑванрах пулнине кӑтартма пултарнӑ.
Шкул ачисем! Пирӗн ӑмӑртӑва эсир те хутшӑнма пултаратӑр! Вӑхӑчӗ пур — сирӗн ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен кӗтетпӗр! Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.
Сюжет хӗҫпе тата историпе ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать — кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т.
Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, эпир тинех «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ ачасемпе вӗрентекенсене парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чысларӑмӑр. Мероприяти хальхинче Красноармейски шкулӗнче иртрӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене эпир картинсемпе (пӗрремӗш вырӑна тухнисене — 60х40 калӑпӑшлӑ ӳкерчӗк, ыттисене — 30х20 калӑпӑшлине), кӗнекесемпе (эпир кӑларнӑ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» тата «Янавар юмахӗсем» кӗнекепе), календарьсемпе (кӗсье календарӗ тата А. Розов юбилейӗпе кӑларнӑскер), «Пукане» ятлӑ караоке дискпа наградӑларӑмӑр. Паллах, хисеп хучӗсемпе (мала тухнисене) тата ӗнентерӳ хучӗсемпе (ыттисене) те тивӗҫтертӗмӗр.
Юрӑ тӑхтавӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе «Юрату.ру» ушкӑн (ертӳҫи: Роза Беляева) хӗрӗсем савӑнтарчӗҫ.
Чыслава ҫитейменнисене пӗлме: хисеп хучӗсене сире эпир электронлӑ вариантпа тивӗҫтерӗпӗр (amartu@chuvash.org адреспа ҫыру ҫырӑр), ӗнентерӳ хучӗсене вара Чӑваш республикин вӗренӳ институтӗнче илме май пулӗ.
Кашни ҫулах пирӗн республикӑра Наци библиотеки ҫулталӑк кӗнекисене палӑртма конкурс ирттерет.
Акӑ, кӑҫалхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчен 2011 ҫулта тухнӑ кӗнекесен конкурсӗ пуҫланчӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырать. Унӑн тӗллевӗ — ҫынсене кӗнекепе туслаштарассине ӳстересси, вулани культурӑлӑхӑн чи кирлӗ пайӗ пулса тӑнине палӑртасси тата ытти те.
Конкурса хутшӑннӑ кӗнекесенчен чи нумай вуланаканнине тупса палӑртма ҫынсен сӗнӗвне шута илеҫҫӗ. Ҫапла вара «Чӑваш кӗнеки» — проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Асамлӑ йӗрке» — поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Детская Вселенная» — чи вуланакан ача-пӑча кӗнеки. Кӗнеке вулакансем «Чи лайӑх вулакан» номинацире хаклавӗсемпе палӑрӗҫ. «Литературный эксперт» номинацире вара кӗнеке вуласа тухнӑ хыҫҫӑн чи лайӑх рецензи ҫыракансене ятран палӑртӗҫ.
Комсомольски районӗн вулавӑшӗсенче ӗҫлекенсем ӑмӑртура ҫӗнтернӗ кӗнекесемпе куравсем йӗркелӗҫ, вулав конференцийӗсем, тавлашусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫыракансемпе те тӗл пулӗҫ.
«Литературӑллӑ «Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем хушшинче ҫак тӑрӑх ентешӗн Г.
Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче (шӑматкун) «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗнче малти вырӑнсене йышӑннисене чыслӑпӑр! Мероприятие кӑҫал Красноармейскинче (ӗлӗкхилле — Трак) ирттерме шутларӑмӑр. Пуҫламӑшӗ 12 сехетре!
Мала тухнисене эпир хаклӑ парнесемпе (картинсем, кӗнекесем, календарьсем) тата хисеп хучӗсемпе чыслӑпӑр! Вырӑн йышӑнманнисем валли ӗнентерӳ хучӗ хатӗрленӗ — май пулсан пырса илме пултаратӑр. Тӑхтав вӑхӑтӗнче юрӑ-ташӑпа «Юрату.ру» эстрада ушкӑнӗ савӑнтарма килӗшрӗ! Мероприяти вӗҫӗнче кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвӗн ятне пӗрле суйлӑпӑр!
Килме май тупаймансен хисеп хучӗсемпе ӗнентерӳ хучӗсене кайран Вӗренӳ институтне пырса илме пултарӗҫ. Ҫавах та чыслава пыни самай лайӑхрах пулнӗ пулӗччӗ — парнесемпе хисеп хутсене ахаль йӑтса ҫӳрессинчен пире хӑтарнӑ пулӑттӑр!
Аса илтерме: «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ.
Ку ӑмӑртӑва эпир пӗлтӗрех пуҫласаччӗ, анчах, шел те, шкулсене ҫитерме май пулманран ӗҫсене сахал ярса пачӗҫ — конкурс пирки пирӗн сайтра паллашнисем ҫеҫ хутшӑнчӗҫ ун чухне. Ҫавӑнпа та «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне эпир малалла тӑсас терӗмӗр!
Ярса панӑ ӗҫсене кунта вырнаҫтартӑмӑр. Эсир Ширяева Наташӑпа Сергеева Дашӑн (Канаш), Парфирьев Павел, Григорьева Ксения, Антонова Юлия, Смирнова Светлана, Иванова Дарья (пурте — Шупашкартан) ӑсталанӑ комикссемпе паллашма пултаратӑр. Енчен те эсир ярса панӑ ӗҫ вӗсен хушшинче ҫук пулсан — тепӗр хут ярса парӑр (мӗн пуррине пӗтӗмпех вырнаҫтарса).
Ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.
Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.
Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.
Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче, спорт уявне ирттернӗ май Куславккари «Атӑл» ятлӑ вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртрӗ.
Ҫак кун «Атӑл» комплекса 1 168 ҫын килчӗ. 400 ҫын бассейра шыва кӗчӗ, 308 ҫын — универсаллӑ пӳлӗмпе ҫырлахрӗ. Тренажерсен залӗ 150 ҫынна илӗртрӗ, кардиотренажерсен залӗ — 30 ҫынна. Прокатра та ҫын сахал мар пулчӗ: 250 ҫын тӑркӑч илчӗ, 30 ҫын — йӗлтӗр.
Ӗнерех Ю.А. Зорин парнисемшӗн республика шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвне те ирттерчӗҫ. Пурӗ 13 волейболҫӑ ушкӑнӗ хутшӑнчӗ. Ҫак турнира Шупашкарти «Дент-а-мед» професилле стоматологин тӗп тухтӑрӗ Юрий Александрович Зорин йӗркеленӗ. Кӑҫалхи парне калӑпӑшӗ 40 пинпе танлашнӑ. Малти вырӑнсене Ҫӗнӗ Шупашкартан килнисем йышӑнчӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна «Старко» ушкӑн тухрӗ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем 20 пин илсе кайрӗҫ. Иккӗмӗш вырӑн «Рэмисс» ушкӑна (12 пин) лекрӗ, виҫҫӗмӗш — «Средняя Волга» (чӑв. «Вӑтам Атӑл») ушкӑна.
Спорт уявне вӑй-хал культурипе сывлӑх сиплевӗн комплексӗнче ирттерни пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫитнӗрен шкул ачисем хальхи вӑхӑтра килте канаҫҫӗ. Ҫапах та вӗренме ҫӳремеҫҫӗ пулин те вӗсем тунсӑхласа лармаҫҫӗ. Ав, Сӗнтӗрвӑрри шкулӗн 6–9-мӗш класӗсенче пӗлӳ пухакансем кӑрлачӑн 2–4-мӗшӗсенче чӑрӑш тавра ташланӑ. Ахаль мар тата — ҫитес ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ май ҫӗнӗ урам ташшисене вӗреннӗ иккен.
«Зажигай!» (чӑв. «Ҫунтар!») ушкӑна шкул директорӗн ҫумӗ Яковлева М.В. йӗркеленӗ. Ачасем кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче раойнта ирттерме палӑртнӑ ҫамрӑксем хушшинчи ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленеҫҫӗ — паллашу ташши вӗренеҫҫӗ, видоероликрине та ташлама хӑнӑхаҫҫӗ.
Ку конкурса йӗркелӳҫӗсем чӑвашсен пӗрремӗш букварӗ пичетленсе тухнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта пур ӳсӗмри ҫын та хутшӑнма пултарать: шкул ачисем те, мӑннисем те. Ушкӑнпа ҫырнӑ ӗҫсене те йышӑнаҫҫӗ.
«Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложенире вырӑс алфавичӗн мӗн-пур саспаллийӗ вырнаҫнӑ. Кам та кам чӑваш алфавитӗнчи мӗн-пур саспаллипе (37) усӑ курса чӑвашла предложени ҫырса парать, ҫавна пысӑк ПАРНЕ кӗтет.
1) Предложенире чӑваш алфавичӗн пур саспаллийӗ те пулмалла.
2) Камӑн илемлӗрех предложени пулать тата сас паллисен шучӗ чи сахалли (50-55 сас паллирен ытла мар!) — ҫав ҫӗнтерӳҫӗ пулать.
3) Предложенисене (Word 2007 форматпа ҫырнӑ) ҫирӗплетнӗ файлпа ҫак адреспа ярса памалла: Majkl67@mail.ru
Хӑвӑр ҫинчен пӗлтерме ан манӑр — хушамат, ят, ашшӗ ячӗ, миҫе ҫултине кӑтартӑр, ӑҫтан пулнине те туллин ҫырӑр. Хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли телефона кӑтартма ан манӑр.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ — 2012 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр. Васкӑр!
Ыйтса пӗлмелли телефон — 8-927-860-72-05 Евгений Александрович Майков
Шупашкар районӗ, Кӑшавӑшри вӑтам шкул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |