Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Елчӗк тӑрӑхӗнчи пуянсем ентешлӗхе пулӑшма шантарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 20.04.2015 14:23 | 1596 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Иртнӗ шӑматкун виҫӗ район ентешлӗхӗ уява пухӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫав шутра елчӗксем те савӑчӗҫ.

Уяв 10 сехетре, спорт ӑмӑртӑвӗсенчен, пуҫланнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн спорт залӗнче «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» республика шайӗнчи турнир иртнӗ. Унта тӗрлӗ районтан килсе ҫитнӗ 120 ытла шкул ачи кире пукан йӑтассипе Елчӗк ен ентешлӗхӗн кубокӗшӗн ӑмӑртнӑ. Турнира уҫнӑ ҫӗрте Тӑван Ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине тата Афган Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем пулнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Борис Миронов та пухӑннисене уявпа саламланӑ. «Ку ӑмӑртӑва йӗркелеме кире пуканӗ йӑтассипе Гиннес кӗнекинех лекме пултарнӑ Елчӗк ен мухтавлӑ ывӑлӗ Юрий Карпов чылай тӑрӑшрӗ», — тесе пӗлтерет спорт мероприятийӗ пирки Елчӗк хастарӗ Зоя Яковлева.

Спортсменсене Раҫҫейӗн пултаруллӑ купӑсҫи Арсений Яйцов хитре кӗвӗсемпе хавхалантарнӑ иккен. Пуҫтарӑннисем ӑмӑртнисӗр пуҫне ташланӑ та, юрланӑ та.

Унтах «Вилӗмсӗр полк» акци иртнӗ. Ачасем Тӑван ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ аслашшӗ-асламӑшӗн аллӑ ытла сӑнӳкерчӗкне илсе килнӗ.

Пӗтӗмӗшле командӑсем хушшинче кире пуканӗ йӑтса Елчӗк, Йӗпреҫ, Шупашкар районӗсен командисем мала тухнӑ, «Елчӗк ен» ентешлӗхӗн парнисене тивӗҫнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта вара, Олимп резервӗсен шкулӗнче, Елчӗк районӗн ҫичӗ команди футболла выляссипе ӑмӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑншӑн Елчӗкпе Аслӑ Елчӗк команди, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн Эльпӳҫ-Кармал ялӗпе Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗсем вылянӑ.

Кӑнтӑрла иртсе виҫӗ сехетре вара Чӑваш наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ усламҫӑсем, ӗҫлӗ ҫынсем бизнес-клуб йӗркелерӗҫ. Пурӗ ҫupӗм ытла ҫын ентешӗсене хӑйсен бизнесӗпе паллаштарнӑ. Пӗр-пӗрне пулӑшас, бизнеса аталантарас тӗллевпе ентешсем ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. «Елчӗк ен» ентешлӗхне май килнӗ таран кашни предприниматель пулӑшма шантарнӑ.

Kaҫ пуласпа вара Елчӗк тӑрӑхӗнчен тухнисем Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменне пуҫтарӑннӑ. Унта тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ куравсем, хӑтлавсем йӗркеленӗ.

Уяв концерчӗ Елчӗк районӗн гимнӗпе уҫӑлнӑ. Ентешлӗхе 21 ҫул ертсе пынӑ Олег Викторова чунтан тав тав тунӑ. Вӑл хӑй ӗҫленӗ вӑхӑтра ентешлӗх еплерех ҫитӗнӳ тунине аса илнӗ. Обществӑлла ҫак организацин элемне (ӑна Елчӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ Петр Пупин скульптор ӑсталанӑ) ҫӗнӗ пуҫлӑха, Алексей Лапшина, шанса панӑ. Лапишна ентешлӗхе ертсе пыма кӑҫалхи нарӑсра шаннӑ.

Уявра Чӑваш Патшалӑх Канашӗн, Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

Елчӗксен кунне СССР халӑх артиски Вера Кузьмина та пыма кӑмӑл тунӑ. Куракансем «Янра, юрӑ», «Сувар» тата ытти ушкӑн юрри-ташшипе, Иван Христофоров, Сергей Павлов, Мария Горшкова, Валентина Двойнова, Алексей Петров, Тамара Ишмуратова, Андрей тата Алексей Шадриковсен тата ытти артистӑн ипулатрулӑхӗпе киленнӗ.

#культура, #уявсем, #Яков Ухсай ячӗллӗ КК, #ӑмӑртусем, #Елчӗк районӗ, #ентешлӗхсем, #ЧНК, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/353.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем