ПУШ | 13 |
«Ҫӑлтар ҫути» комикссен ӑмӑртӑвне тепӗр ӗҫ килсе ҫитрӗ. Хальхинче те Хӗрлӗ Чутай районӗнченех, Питӗркасси вӑтам шкулӗнченех. Ӗҫе пурнӑҫлаканӗ — Вазина Ольга Александровна. Ертӳҫи — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Жукова Людмила Валентиновна.
Ку комикспа паллашсан эсир Ӑрӑс ҫалтӑр пирӗн несӗлсене епле пулӑшма пултарни пирки пӗлейретӗр.
Аса илтеретпӗр, «Ҫӑлтар ҫути» ӑмӑртӑва 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.
Сюжет ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать — кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.
Ӗҫсене эпир ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнатпӑр.
ПУШ | 13 |
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи «Ҫулҫӳревҫӗ» ушкӑн ҫамрӑксен черетлӗ «Йӗлтӗрпе Ҫурҫӗр полюсне ҫити» тӗлпулувӗнчен таврӑннӑ. Ку ӑмӑртӑва Чӑваш Ен ачисем 5-мӗш хут хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Хальхинче ачасем Карелири ача-пӑча сипленмелли санаторире пулчӗҫ. Вӗсен хушшинче Ҫӗрпӳри аслӑ классенче вӗренекен Андреева Ларисӑпа Щоглев Николай пулнӑ. Коля каласа панӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулҫӳревре 19 Раҫҫей ачи хутшӑннӑ, Чӑваш Енрен — 5 ача. Хӑнӑхман ачашӑн ку ӑмӑрту пит йывӑр иккен. Ҫурӑм хыҫӑнче пӗр пӑт йывӑрӑш кутамккана йӑтса, ятарлӑ ҫунашкана туртса йӗлтӗрпе 100 ҫухрӑм таран утса тухма тивнӗ ҫамрӑксен. Самай йывӑрри, ачасем аса илнӗ тӑрӑх, пӑр ҫинчи сарлака ҫурӑксем. Кашни ҫурӑкӗ вуна метртан кая мар, тарӑнӑшӗ вара 3-4 ҫухрӑм (!) тет. «Ҫак чӑрмавсене эпир хамӑрпа пӗрле илнӗ вӗрсе хӑпартмалли кимӗпе усӑ курса ирте-ирте кайрӑмӑр», — теҫҫӗ хастар ачасем. Карелине ҫул тытиччен ачасем Мускавра пуҫтарӑннӑ, вӗсене Кремлӗн паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштарнӑ.
Юлашкинчен ачасем хӑйсен юратнӑ вӗрентекенӗ Владислав Алексеевич Исаев ҫинчен те нумай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ.
Трак енри Красноармейски шкулӗнче «Чӑваш пики — 2012» конкурс иртрӗ. Унта 10 класра вӗренекен маттур чӑваш пикисем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫаксем пулчӗҫ: Кириллова Нина (10-а класс), Миронова Анжелика (10-а класс), Никифорова Анастасия (10-б класс тата Степанова Екатерина (10-б класс). Конкурсантҫӑсене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Михайлова З.П. хатӗрленӗ. Вӑйӑ-ӑмӑртӑва шкул вулавӑшӗн заведующийӗ Чаховская Э.В. ертсе пычӗ.
Хӗрӳ тупӑшура 10-б класра вӗренкен Никифорова Анастасия ҫӗнтерчӗ. Вӑл район шайӗнче иртекен «Чӑваш пики — 2012» конкурса хутшӑнма ирӗк ҫӗнсе илчӗ.
Саламлатпӑр!
Сӑнсем (33)
Комсомольскинчи пӗрремӗш вӑтам шкулта тӗрлӗ предмет эрнисене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Вӗсене вӗрентекенсем кашни ҫулах шкул планӗпе килӗшӳллӗ йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Анчахрах химипе биологи предмечӗсемпе хатӗрленӗ икэрнелӗх пулса иртнӗччӗ. Нарӑс уйӑхӗнче вара истори, обществознани, право тата экономика урокӗсене ертсе пыракан вӗрентекенсем ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе пикенчӗҫ. Асӑнса хӑвармалла: 2012 ҫул — Раҫҫей исторйӗ ҫулӗ. Ҫавна май вӗрентекенсем кашни класрах Тӑван ҫӗршыв историне халалланӑ уроксем ирттерчӗҫ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем валли тӗрлӗрен тупӑшусемпе вӑйӑсем йӗркелерӗҫ. Сӑмахран, пиллӗкӗмӗшсем хушшинче «Асамлӑ уй» («Поле чудес») вӑйӑра ачасен авалхи историпе ҫыхӑннӑ сӑмахсене пӗлмелле пулчӗ. Кунта 5а класра вӗренекен Диана Тимаева тата 5б класра вӗренекен Николай Миронов ҫӗнтерме пултарчӗҫ. Чӑн та, кӑҫал ҫеҫ истори предметне вӗренме тытӑннӑ пулсан та, аван пӗлӳ пуҫтарма пултарнӑ шӑпӑрлансем. Улттӑмӗшсем вара «Эрудит» вӑйӑра вӑй виҫрӗҫ. Вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Надия Абинова (6а) тата Юлиана Сыраева (6б) тивӗҫрӗҫ. Вӗсем мала тухнинчен те тӗлӗнмелли ҫук: уроксенче те хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ, класри тата шкулти ытти ӗҫсене та хутшӑнма ӳркенсе тӑмаҫҫӗ.
Комсомольски районӗнчи вӗрентӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен профсоюз членӗсем хушшинче темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ спартакиада иртет. Ӑна вӗрентӳ пайӗ тата профсоюз райканашӗ пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ. Шӑпах иртнӗ вырсарникун спартакиадӑри черетлӗ ӑмӑрту — тӗл перес енӗпе — иртрӗ. Ирхине вунӑ сехет тӗлне вӗрентекенсем Комсомольскинчи иккӗмӗш вӑтам шкула пуҫтарӑнчӗҫ, урамри ахӑр самана та чарма пултараймарӗ ӑмӑртакансене.
Малтанах районти вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Максимов, райком профсоюзӗн ертӳҫи А.А.Яковлев, тӗп тӳре В.Н.Гаврилов сӑмах илчӗҫ, ӑмӑрту еплерех майпа иртессине аса илтерчӗҫ, пурне те ӑнӑҫусем тума сунчӗҫ.
Яланхиллех кашни шкул ушкӑнӗ тӑватӑ ҫынран тӑрать, вӗсенчен иккӗшӗ арҫын, иккӗшӗ хӗрарӑм. Арҫынсем шкулсенче сахалрах пулнине шута илсе, вӗсен вырӑнне хӗрарӑмсене те тӑратма юрать. Кашниех сакӑр хутчен пеме пултарать, ҫав шутра сулахай мишене виҫӗ хутчен — хӑнӑхмалла, унтан пилӗк хутчен — сылтӑмрине — шута илмелле. Ҫапла вара, пӗр спортсмен пиллӗк персе аллӑ очко таран пуҫтарма пултарать, тӑватӑ ҫынран тӑракан ушкӑн вара — чи нумаййи икҫӗр очко ҫӗнсе илме пултарать.
Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта пневматикӑллӑ пӑшалтан тӗл перекенсен районти IX уҫӑ турнирӗ иртрӗ. Кӑҫал ӑна Совет салтакӗсене Афганистан ҫӗрӗнчен илсе тухнӑранпа 23 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак ӑмӑртӑва пуҫласа йӗркелесе яраканӗ — 1987–89 ҫулсенче салтак-интернационалист тивӗҫне Афганистанра чыслӑн пурнӑҫланӑ Пучинкере ҫуралса ӳснӗ Валерий Михайлович Иванов.
Ку ӑмартӑва кӑҫалхипе 9-мӗш хут ирттерчӗҫ. Уяв пӗлтерӗшӗ ӳссех пырать¸ ӑмӑртӑва хушӑнакансем те кашни ҫулах ытларах та ытларах килеҫҫӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва 12 шкултан 15 ушкӑн хутшӑнчӗ¸ вӗсем хушшинче — Канаш районӗнчи Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов ячӗллӗ Янкӑлч шкулӗнчен килнӗ команда.
Ҫак кун уява отставкӑри генерал-лейтенант, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов¸ унӑн шӑллӗ Александр Гаврилов подполковник¸ «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗ» регионти общество организацийӗн¸ Афганистан ветеранӗсен Союзӗн республикӑри тата районти уйрӑмӗсен представителӗсем килнӗ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи Тӑванкас ялӗнче «Ҫӗмӗрлӗ йӗлтӗрӗ — 2012» ӑмӑртӑвӑн 30-мӗш чупавӗсем пулса иртрӗҫ. Иртнӗ эрнере ку тӑрӑхра шартлама сивӗсем тӑнӑ пирки ӑмӑртусене тӑватӑ кун сиктерсе ирттерме тиврӗ сӗмӗрлесен. Ку кун ҫанталӑкӗ лӑпкӑ та хӗвеллӗ пулнӑран халӑхӗ те пайтах пуҫтарӑнчӗ Тӑванкасра. Ӑмӑртусене Раҫҫейӗн полиатлон чемпионӗ, пирӗн ентеш Дмитрий Шипеев уҫрӗ.
400 ытла йӗлтӗрҫӗ виҫӗ ушкӑна пайланнӑ: пӗрремӗш ушкӑнра, сӑмахран, тӑрӑхри пуҫлӑхсем тапӑҫнӑ. Ҫаксен йышӑнче район тата ял администрацийӗсен, шкулсен ертӳҫисем пулнӑ. Малти вырӑна Рафинов Л.Г, Александров В.Л, Осипов А.М, Васильева А.С, Пакулаева Е.В. тухнӑ.
Унтан «старта» Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чи хӑвӑрт чупакан йӗлтӗрҫӗсем тухрӗҫ. Ку ушкӑнра Тарлыков Александр, Петров Владимир, Ануфриев Лев, Кулькова Елена тата Концова Надежда ҫӗнтерчӗҫ. Юлашки самай йышлӑ ушкӑнра 200 ҫынран кая мар чупрӗҫ. Самай ҫамракки, Улисов Алексей — 4 ҫулта, чи ваттисем Тимофеев Иванпа (73-ре) Петрова Фрида (70-ре).
«Ҫӗмӗрле йӗлтӗрӗ — 2012» тата икӗ ӑмӑртупа вӗҫленчӗ: йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ял тата шкул ушкӑнӗсем тӑчӗҫ.
Пысӑках мар лаптӑкра 21 ушкӑн тапӑҫнӑ. Паллах ӗнтӗ кунта шкул ачисем йышлӑрах пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнсенчен икшер-виҫшер ушкӑн хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Ҫанталӑк паха пулнишӗн халӑх пит йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Тапӑҫакансен ятарласа илсе килнӗ юр катӑкӗсенчен юмах сӑнарӗсем касса кӑлармалла пулнӑ. Халӑх ахаль ан тӑтӑр тесе хӑш-пӗрисем футбол вӑйине йӗркеленӗ, теприсем йӗлтӗр ҫине тӑнӑ. Кӑнтӑрла иртнӗ ик сехет тӗлне юмах сӑнарӗсем тӑвас ӑмӑрту вӗҫленнӗ.
Сӑнарсене хак пама Шупашкартан ятарласа ӑста ӳнерҫӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем шутӗнче Кузьмин В.А, Головинский А.Н. Вӑрнар тӑрӑхӗнчен тухнӑ пулас ӳнерҫӗсем Обручков С. тата Захаров Е.А. чылай канашланнӑ хыҫҫӑн виҫӗмӗш вырӑна Хисамутдинов Эдуарда пама йышӑннӑ. «Август» фирма ӑстин «Лӗпӗш» композицийӗ пурне те килешнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Вӑрнарти ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗсене, Кудряшов В.П.-па Храмова О.А-на панӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Замок» ятлӑ пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Хураҫури ялӗнчи Андреевсен ҫемьине пама килӗшнӗ.
«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвне пӗрремӗш хайлав ҫитрӗ — Арина Сидорова ҫырнӑ «Ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ» юмах. Автор Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗнче пӗлӳ пухать, 6-мӗш класс вӗренекенӗ. Чи малтанхи хайлав ҫак тӑрӑхран килнинче тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук — Штанаш шкулӗн ачисем эпир ирттерекен ӑмӑртусене ялан хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене те тухаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвнеа эпир вӑраха тӑсмасӑр кӑрлач уйӑхӗнчех пуҫларӑмӑр — хайлавсене кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Яланхи пекех 5 ӑрӑртӑва ярса панӑ ӗҫсене ушкӑнпа хаклӑпӑр: 6-7, 8-9, 10-11 классенче вӗренекенсем, студентсемпе 30 ҫула ҫитмен яшсем, шкулта ачасене вӗрентекенсем. Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе туллин кунта паллашма май пур.
Ҫырӑр, эпир сирӗн хайлавӑрсене кӗтетпӗр!
Вӑтӑр ҫул ӗнтӗ Ҫӗмерле хулинче ҫамрӑксен шахмӑтла вылякансен ушкӑнӗ ӗҫлет. Ушкӑн В. Федоров ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ҫак маҫтӑр пуҫарса аталантарнӑ та ӗнтӗ Ҫӗмӗрлере шахмӑт вӑййине иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче. 1994 ҫулта В. Федоров ҫӗре кӗрсессӗн ушкӑн саланса кайнӑ пулнӑ, анчах та виҫӗ ҫул иртсессӗн ун ӗҫне тепӗр хастар шахмӑт маҫтӑрӗ Владимир Мясников малала тӑсас тесе ҫӗнӗ ушкӑн пуҫарнӑ, «Дебют» ят панӑ.
Халӗ «Дебютра» пилӗк 1-мӗш разрядлӑ маҫтӑр. Роман Петров 2002 ҫулта, Татьяна Жданович 2005-мӗшӗнче хӑвӑрт вылляс енӗпе Чӑваш Ен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Михаил Чирков 2003 ҫулта Раҫҫейри шахмӑт чемпионатӗнче Ҫӗмӗрле хулинчен хутшӑнаканӗсенчен пӗрремӗш пулса тӑнӑ. Тӑхӑр ҫулти М. Егоров Чӑваш Ен ӑмӑртӑвӗсенче пысӑк кӑтартусем тума пултарчӗ.
Каласа хӑварас пулать, кашни ҫул шахмӑт ушкӑнне 100 ача яхӑн хутшӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |