Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӑмӑртусем

2013 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче республикӑн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен черетлӗ ӑмартӑвӗ иртрӗ. Конкурса 10 учитель хутшӑнчӗ. Кашни мӗн енӗпе те пулин палӑрчӗ.

Чи нумай балл пухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне Шупашкар хулин 33-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Ирина Алексеевна Диарова тивӗҫлӗ пулчӗ.

Уйрӑм номинацисенче ҫак учительсем палӑрчӗҫ:

◆ «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» (эссе) — Людмила Алексеевна Семёнова (Шӑмаршӑ вӑтам шкулӗ);

◆ «Новатор учитель» — Валентина Михайловна Иванова (Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗ);

◆ «Ӑста урокӗ» — Надежда Вячеславовна Шандимирова (Муркаш районӗн Юнкӑ вӑтам шкулӗ);

◆ «Паллаштару карточки» — Лариса Васильевна Осипова (Патӑрьел районӗн Турхан вӑтам шкулӗ

◆ «Ертӳҫӗ учитель» — Галина Михайловна Назарова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 14-мӗш шкулӗ);

◆ «Тӗпчевҫӗ учитель» — Галина Витальевна Кузьмина (Шупашкар районӗн Ҫӗньял вӑтам шкулӗ);

◆ «Сӑпайлӑх ҫӑлкуҫӗ» — Раиса Николаевна Ермошкина (Вӑрнар районӗн Уравӑш вӑтам шкулӗ);

◆ «Ташӑ-юрӑ ӑсти» — Вера Федоровна Никонорова (Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 16-мӗш шкулӗ);

◆ «Ӑста вулавҫӑ» — Галина Ивановна Иванова (Элӗк районӗн Мӑн Вылӑ вӑтам шкулӗ).

Малалла...

 

Вӑйӑ конкурс элемӗ
Вӑйӑ конкурс элемӗ

Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем валли «Улӑп — 2013» уҫӑ тата инҫет вӑйӑ конкурс ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш тата Дагестан Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, паллӑ чӑваш композиторӗ Ф.М. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса пуҫараканӗсем — В.М.Михайловпа З.П.Михайлова, Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗн вӗрентекенӗсем.

Вӑйӑ-ӑмартӑва Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тулай Чӑвашри шкул ачисене ирӗклех йышӑнаҫҫӗ.

Вӑйӑ конкурса хутшӑнас текенсен http://www.make-test.ru сайта кӗрсе регистрациленмелле. Ҫак вӑйӑ конкурсӑн шывӗ-йӗркипе килӳшӳллӗн пӗр сехет хушшинче 30 ыйтуран тӑракан теста пурнӑҫламалла. Тест ыйтӑвӗсене пӗр хут ҫеҫ хуравлама юрать.

Вӑйӑ-конкурс инҫет майпа 2013 ҫулхи акан 8-мӗшӗпе 21-мӗшӗччен 5-7, 8-9, 10-11 класс ушкӑнӗсенче иртет. Пӗтӗмлетӳ протоколӗ акан 30-мӗшӗччен http://chuvsite.ucoz.ru сайтра курнӑҫланӗ.

Вӑйӑ-ӑмартӑвӑн тулли йӗрке-шывӗпе кунта паллашма пулать.

Малалла...

 

«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекене кӗнӗ ӳкерчӗк
«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» кӗнекене кӗнӗ ӳкерчӗк

Чӑваш халӑх сайчӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене кӗнекен кӑларасси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Яланхи пекех эпир ӑна ача-пӑча ӳкерчӗкӗсемпе илемлетес шухӑшлӑ.

Ӳнер ӑмӑртӑвне эпир кӗскен «Ҫӑлтӑрпа ҫӑлкуҫ сӑнарӗ» ят парас терӗмӗр — шкулта вӗренекен кашни ача унта хутшӑнма пултарать. Ӳкерчӗке кӑранташпа, гуашьпе тумалла, тӗс нумай пулмалла мар (хура-шурӑ пулсан та ҫитет). Ӑна кӗнекене кӗнӗ хайлав тӑрӑх ӳкермелле (хуть те хӑшне суйлама пулать). Ӗҫе кӑҫалхи ака уйӑхӗ вӗҫлениччен ярса памалла.

Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн электронлӑ ӗнентерӳ хучӗ ҫеҫ ярса пама пултаратпӑр. Вырӑн-тавраш палӑртмастпӑр — тивӗҫлӗ ӗҫ эпир хатӗрлекен кӗнекене кӗрӗ. Паллах, авторне кӗнеке те лекӗ.

Кӗнекене кӗмелли хайлавсен йышӗпе кунта паллашма пултаратӑр: http://docme.ru/fhx (pdf)

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://docme.ru/fhx
 

Канаш районӗнчи Асхва ялӗнчи культура керменӗнче «Канаш ен пики — 2013» конкурс иртнӗ. Ӑна чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе, тумӗпе, юрри-ташшипе, апачӗпе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.

Кӑҫал унта 16 ял тӑрӑхӗнчен 17-25 ҫулсенчи 17 пике хутшӑннӑ. Чиперккесем ал ӗҫӗ тӑвас, апат пӗҫерес, юрлас-ташлас енӗпе ӑмӑртнӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулнипе савӑнтарнӑ. «Канаш ен пики — 2013» ята Ҫӗнӗ Шелттем ял тӑрӑхӗнчи Алиса Чайникова ҫӗнсе илнӗ. Ӑвӑспӳрт Кипечри Наталия Митрофановӑна вара жюри членӗсем «Хӳхӗм пике» тесе палӑртнӑ. Уҫырмари Ольга Николаева «Ҫепӗҫ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Янкӑлчри Анастасия Патшина ӑс-хакӑл енӗпе пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Шӑхасанти Елена Кирилловӑна вара куракансем ытларах килӗштернӗ. Пултаруллӑ хӗр-упраҫа тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.

«Чӑваш пики — 2013» Шупашкарта вара пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ.

Малалла...

 

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче юр кӳлеписен конкурсӗ иртнӗ. Чи кӑсӑкли — Шӗнерпуҫ ял каччисем юртан танк ӑсталани.

Чӑннине аса илтерекен юр кӳлепене калӑплама Шупашкарти ҫыхӑну техникумӗнче вӗренекен Виталий Кириллов шухӑш тытнӑ. Ҫак ӗҫре ӑна унӑн юлташӗсем Сергей Шемаринпа Сергей Журавлев, ашшӗ Владимир Витальевич тата шӑллӗ Алексей пулӑшнӑ.

Юр танка ял ҫыннисем кӑна мар, кӳршӗ ялсенчен те курма килеҫҫӗ.

Сӑнсем (7)

 

2011 ҫулхи литӑмӑрту элемӗ
2011 ҫулхи литӑмӑрту элемӗ

«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса кӗнеке кӑларасси пирки пӗлтӗрхи конкурсра мала тухнисене чысланӑ чухне пӗлтерсеччӗ.

Каланӑ сӑмаха пурнӑҫланӑ май хайлавсене пухма пуҫларӑмӑр. Пурӗ ҫӗре яхӑн хайлав пуҫтарӑнчӗ. Кӗнекен малтанлӑхи ячӗ (каярах, тен, улшӑнӗ) — «Ҫӑлтӑрлӑ ҫӑлкуҫ». Унта эпир унчченхи пекех вырӑн йышӑннӑ хайлавсене ҫеҫ мар, пичете юрӑхлисене пурне те кӗртрӗмӗр. Паллах, хӑшӗ-пӗрне юсама та, тен, тивӗ — ку ӗҫе майӗпен туса пырӑпӑр. Авторсем те хӑйсен ӗҫӗсене якатса парасса шанатпӑр (пире пӗлтерме ан манӑр!)

Яланхи пекех кӗнекене эпир ачасен ӳкерчӗкӗсемпе илемлетесшӗн — ун валли ятарласа ӳнер ӑмӑртӑвне пуҫаратпӑр (уйрӑм хыпарпа пӗлтерӗпӗр). Тивӗҫлӗ ӳкерчӗксем кӗнерере вырнаҫӗҫ.

Паян вара кӗнекене кӗртме палӑртнӑ хайлавсен йышне пӗлтеретпӗр:

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://docme.ru/fhx
 

«Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвӗ пирки эпир нумай пулмасть кӑна пӗлтертӗмӗр — паян вара пӗрремеш хайлавсем килсе ҫитрӗҫ. Енчен те иртнӗ ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗн ачисем маттурлӑха кӑтартса чи малтанхи калава ярса паратчӗҫ пулсан, хальхинче Вӑрнар районӗнчи Туҫи-Мӑрат шкулӗн вӗренекенӗсем палӑрчӗҫ.

Иккӗн вӗсем — Ольга Мироновӑпа Карина Малова. Ольгӑн калавӗ «Йӑмрапа этем» ятлӑ. Вулакан унта килте ӳсекен ӳсентӑрана енле ерчетме пуҫланине пӗлме пултарӗ. Каринӑн юмахӗ вара «Тунката» ятлӑ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ хӑйӗн хайлавӗнче мӑнкӑмӑллӑха сивлет, пурне те хисеплеме вӗрентет.

Асилтеретпӗр, «Чӑваш йӑмри» литӑмӑртӑва Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл ҫиччӗмӗш хут иртет. Хутшӑнакансен (11 ҫултан аслӑрах ачасем, 30 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксем тата шкулта ӗҫлекенсем) хӑйсен хайлавне йӑмрапа ҫыхӑнтарса ҫырмалла.

Малалла...

 

Элӗк районӗн илемӗ
Элӗк районӗн илемӗ

Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑксен политики тата спорт пайӗ тӗнче тетелӗ урлӑ районти «Элӗк районӗн ҫутҫанталӑк тӗлӗнтермӗшӗ» сӑнӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне пуҫланӑ. Ӑна Тавралӑха сыхламалли ҫулталӑка халалланӑ.

Ӑмӑртӑва пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — аслисенчен пуҫласа вӗтӗр-шакӑр ачасем таран. Элӗк районӗнче пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене раштавӑн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, вӗсене администрацин вӗренӳ пайӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ. Сӑмах май, чи лайӑх ӗҫсене малтан сайтҫӑсен сасӑлавӗпе палӑртӗҫ, вӗсен хушшинче вара ҫӗнтерӳҫе ятарлӑ жюри суйлӗ.

Конкурӑн тулли йӗрке-шывӗпе кунта (вырӑсла) паллашма пулать. Ӗҫсене ҫак адреспа ярса памалла: alik_ruo@mail.ru

 

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ҫулсерен иртекен фантастикӑлла хайлавсем ӑмӑртӑвӗ пуҫланни пирки пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл, пӗлтӗрхи конкурсра ҫӗнтернисем суйланипе «Чӑваш йӑмри» ятлӑ пулӗ.

Хутшӑнакансен (11 ҫултан аслӑрах ачасем, 30 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксем тата шкулта ӗҫлекенсем) кӑҫал хӑйсен хайлавне йӑмрапа ҫыхӑнтарса ҫырмалла пулӗ. Яланхи пекех хушма тема та пур — вӑл «авӑлхи паттӑрсем» ятлӑ.

Литература ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ — ку вӑхӑтра хутшӑнакансенчен эпир хайлавсем йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене, яланхи пекех, раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртма шутлатпӑр. Конкурс положенийӗпе туллин кунта паллашма пулать.

«Чӑваш йӑмри» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Малалла...

 

Кашни ачах ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туйма, телейлӗ ҫемьере ӳсме тивӗҫ. Элӗк районӗнче ҫывӑх ҫыннисемшӗн ытлашши пулса тӑнӑ тӗпренчӗксене хӑйсен хӳттине илнисем тата ҫемье ӑшшине парнелес тӗллевлисем сахалах мар.

Иртнӗ кунсенче, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» ятпа усрав ҫемьесен пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ ҫемьесене ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ С.Сыромолотова, Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑй В.Рафинов саламларӗҫ.

Элӗк районӗнчен асӑннӑ конкурса Элӗк салинчи Наталия Вячеславовна Николаева Даниил усрав ывӑлӗпе, Тенинчи Людмила Геннадьевна Васильева Настя тата Гриша ачисемпе, Анаткас Сурӑмри Ираида Анатольевна Павлова Аня, Анюта, Саша тӗпренчӗкӗсемпе хутшӑнчӗҫ. В.Рафинов Павловсен ҫемйине ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн Тав хучӗпе чысларӗ. Николаевсемпе Васильевсен ҫемйисем «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» конкурса активлӑ хутшӑннӑшӑн свидетельствӑсене тивӗҫрӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, [61], 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть