Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр.
Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире!
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке.
Вӑрмар хӗрачи Google ирттерекен «Дудл для Google» ӑмӑртӑван ҫурмафиналне тухнӑ. Аннета Прохорова ӳкернӗ ӗҫ конкурсӑн икӗ тапхӑрӗ урлӑ тухнӑ — халӗ халӑх сасӑлавне хутшӑнать. Эсир пулӑшсан — чӑн та ҫӗнтерӳҫе тухма пултарӗ — сасӑлӑр!
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ачасен Google шыравҫӑ тӗп страницин уяв кунӗсен логотипне ӳкермелле пулнӑ. Ҫичӗ ҫулхи Аннета хӑйӗн ӗҫӗнче чӑвашлӑха сӑнласа панӑ — пурнӑҫ йывӑҫҫи, хӑмла ҫырли, виҫӗ хӗвел. Ҫавӑнпах пулӗ унӑн ӗҫӗ ятарлӑ хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайнӑ — малтан ӑна чи лайӑх 100 ӗҫ шутне кӗртнӗ, кайрантарах, вунӑ ӗҫе суйланӑ чухне те ҫак ӗҫ малтисен шутне лекнӗ. Ҫурмафинала тухнисене пурне те Мускав чӗнсе илӗҫ — унта вӗсене парнесемпе тивӗҫтерӗҫ.
Финала пӗр ӗҫ кӑна тухма пултарать — ҫавӑнпа та эсир сасӑласа пулӑшсан аван пулӗччӗ. Сасӑлав чӳкӗн 22-мӗшӗччен тӑсӑлать.
Паян «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» интернет конкурсӑн 1-мӗш тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Малалла 2-мӗш тапхӑр пуҫланать — хайлавсен хаклавӗ. Эсир те, вулакансем, унта хутшӑнма пултаратӑр — вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлава сирӗнсӗр палӑртма май ҫук. Литература ӑмӑртӑвне йӗркелекенсем вара ярса панӑ ӗҫсене раштавӑн 1-мӗшӗччен тӗрӗслесе хак парӗҫ.
Кӑҫалхи ӑмартӑва пурӗ 51 хайлав килчӗ, вӗсемпе эсир электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр. Паллах, хутшанакансен йышӗ сахал, эпир ытларах кӗтнӗччӗ. Кӑмӑлӑрсем пур пулсан — чӳкӗн 15-мӗшӗччен хӑвсамӑр хайлава ярса пама пултаратӑр — эпир ӑна йышӑнӑпӑр, анчах та вӑл «вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлав» пая кӗреймӗ. Чӳкӗн 15-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗ хушшинче те йышӑнма пултаратпӑр — анчах та ӑна кӗнекене ҫеҫ кӗртме май пулӗ (ӑмӑртӑва хутшӑннине ӗнентерекен хут парӑпӑрах ӗнтӗ). Эсир тӗрӗс ӑнлантӑр — тепӗр ҫул икӗ ӑмӑртӑвӑн хайлавӗсене эпир кӗнекен пичетлесе кӑларас шухӑшлӑ. Анчах васкӑр — раштавӑн 1-мӗшӗччен ҫеҫ йышӑнатпӑр.
«Аталану-2012» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса пурӗ 561 ача хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Республикисӗр пуҫне ӑмӑртура ытти 13 тӑрӑхри ачасене те курма пулнӑ — Тутарстанпа Пушкӑртстан ачисем уйрӑмах йышлӑ пулни курӑнать. Ҫавӑн пекех чӑвашла конкуссене хутшӑнсах кайман тӑрӑхсенчи ачасене — Мурманск, Ӑренпур, Пенза облаҫӗсенчисене — курни хавхалантарать.
8-9 классем хушшинче мала тухнӑ ачасем: Плотникова Татьяна (Чӑваш Ен, Тӑвай районӗ); Иванов Алексей (Чӑваш Ен, Ҫӗнӗ Шупашкар); Сергеев Владимир (Чӑваш Ен, Шӑмӑршӑ районӗ); Куракова Валентина, Чӑваш Ен, Сӗнтӗрвӑрри районӗ); Глухов Андрей (Пушкӑртстан, Авӑркас районӗ); Яковлева Дарья (Чӑваш Ен, Шупашкар); Фарафонова Анастасия (Чӑваш Ен, Шупашкар); Ярушева Ангелина (Тутарстан, Аксу районӗ); Мельникова Татьяна (Чӑваш Ен, Вӑрмар районӗ); Илларионов Стас (Чӑваш Ен, Красноармейски районӗ); Ульянов Кирилл (Чӑваш Ен, Шупашкар); Борисова Динара (Чӑваш Ен, Комсомольски районӗ); Серебряков Сергей (Чӑваш Ен, Етӗрне районӗ); Яковлева Анастасия (Чӑваш Ен, Муркаш районӗ); Сайкин Ростислав (Тутарстан, Пӑва районӗ).
АВН | 14 |
«Язык для успеха» (Шупашкар) шкулпа Раҫҫей чӑвашӗсен культурӑпа наци автономийӗ (Мускав) чӑваш ҫамрӑкӗсем валли «Аталану-2012» пӗлӳ ӑмӑртӑвне пуҫарнӑ.
Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2012 авӑнӑн 30-мӗшӗччен пырӗ, вӑл инҫет ҫыхӑну майпа иртӗ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 8-11 класс ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫак ӑмӑрту ачасенче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланас туртӑма вӑйлатасса йӗркелӳҫӗсем чӑннипех те шанаҫҫӗ!
Ӑмӑрту ҫинчен тӗплӗн официаллӑ сайтра пӗлме пулать: www.atalanu.com.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ шкул ачисемпе студентсене «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗ пирки асаилтерет. Хайлавсене чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Вӑхӑт — икӗ уйӑх, ҫак хушара чаплӑ калав-сӑвӑ хайлама пулатех ӗнтӗ!
Кӑҫалхи тема — ҫӑлтӑр, хушма тема — Аслӑ Пӳлер. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене эпир 5 ушкӑна пайласа: 6-7, 8-9, 10-11 классенче вӗренекенсем, студентсемпе 30 ҫула ҫитмен яшсем, шкулта ачасене вӗрентекенсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене ытти ҫулсенчи пекех чаплӑ парнесем кӗтеҫҫӗ!
Паллах, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пуҫланнӑ литература конкурсне хайлавсем ярса паракансем те пур (вӗсемшӗн тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ). Чылайӑшне вырнаҫтарнӑ (кунта паллашма пулать) ӗнтӗ, ыттисене (шел те ҫу хушшинче вӑхӑт пулмарӗ) ҫитес вӑхӑтра кӗртӗпӗр.
Ҫырӑр, пултарулӑха аталантарӑр. Эпир, ӑмӑрту йӗркелекенӗсем, сирӗн хайлавӑрсене кӗтӗпӗр.
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисене комикссен ҫӗнӗ ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлать. Хальхинчине «Асамлӑ хӗҫ» ят патӑмар.
Ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.
Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.
Сюжет ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать —кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.
Ӗҫсене 2012 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 25-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ тӗлне палӑртӑпӑр. Ӑмӑртун тулли положенийӗпе кунта паллашма май пур.
Нарӑсӑн-1-мӗшӗпе акан 30-мӗшӗ хушшинче пирӗн пӗрлӗх «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен ӑмӑртӑвне ирттерчӗ. Ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче эпир ӑна пӗтӗмлетрӗмӗр, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр.
Чи малтанах, шутласа хунӑ тӑрӑх, мала тухнисене хисеп хучӗсемпе ҫулталӑк вӗҫӗнче парнесем парса чыслас тесеччӗ. Анчах чылайӑшӗ ыйтнипе хисеп хучӗсене маларах пама килӗшрӗмӗр.
Ҫапла май хисеп хучӗсемпе ӗнентерӳ хучӗсене эсир Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхи кафедрине пырса илме пултаратӑр.
Май пулсан, 2012-2013 вӗренӳ ҫулӗн 1-мӗш ҫурҫулӗнче комикссен ӑмӑртӑвне тепӗр хут ирттерме тӑрӑшӑпӑрах!
2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн пӗрлӗх тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен конкурсне ирттерчӗ. Ӗҫсене эпир акан 30-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма вӑхӑт ҫитрӗ.
Хаклавҫӑсем шутӗнче пулчӗҫ: Плотников Н.А, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ; Сосаева А.А., Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн библиотекарӗ; Иванова Н.Г., Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ; Мордвинова А.И., гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӳнер ӑслӑлӑхӗсен пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.
Пур хаклавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫак ачасем мала тухрӗҫ:
• 1-мӗш вырӑн: Ольга Вазина (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Питӗркасси шкулӗ, 10 кл., ертӳҫи — Жукова Людмила Валентиновна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.75;
• 2-мӗш вырӑн: Ширяева Наташа, Сергеева Даша (Канаш хули, 10-мӗш шкул, 7 кл., ертӳҫи — Яклашкина Светлана Николаевна, чӑваш чӗлхине вӗрентекен), вӑтам балл — 4.
Сӗнтӗрвӑрринче нумай пулмасть шкул ачисем хушшинче район шайӗнче вутпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта Октябрьски шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ.
Ачасен хӑйсене тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тиврӗ — чӑнкӑ пусмапа хӑвӑрт хӑпарма, йывӑрлӑхсен сукмакӗпе тухма, эстефатӑра вӑй кӑтартма. Теори енчен те тӗрӗслерӗҫ.
Октябрьски ачисем хӑйсене хастаррӑн кӑтартрӗҫ:
• Тимофей Фонариков кӗҫӗн ушкӑнра йывӑрлӑхсен сукмакӗпе ыттисенчен хӑвӑртрах тухса 1-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ;
• теори шайӗнче те Октябрьски ачисем малта пулчӗҫ;
• эстафетӑра 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ.
Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Октябрьски шкулӗн ачисем 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |