Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш Ен кун-ҫулне ӳкерер-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.02.2013 19:21 | 1828 хут пӑхнӑ

«Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем йӗркеленӗ «Чӑваш Ен кун-ҫулне ӳкеретӗп» ятпа ирттерекен ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвӗ малалла пырать — пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫланнӑскер кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырать. Пурӗ пилӗк тема панӑ: Чӑваш-пӑлхар хайлалӑхӗнчи (мифологийӗнчи) юмахсемпе былинӑсем (сӑвӑллӑ юмахсем); чӑваш кун-ҫулне ҫутатса паракан «Нарспи» тата ытти этнокӗвӗсем; чӑваш-пӑлхар кун-ҫулӗнчи авалхи паттӑрлӑх; чӑваш тумӗпе эрешӗсем; чӑваш халӑх йӑлисем (чӳк, киремет).

Ҫавӑн пекех ҫак фонд «Авалхи пӑлхар цивилизацийӗ сӑнарлӑ ӳнерте» ятпа тепӗр ӳкерчӗксен ӑмартӑвне ирттерет. Унти тематикӑсем: Метте империйӗ, Атӑл паттӑр империйӗ, Купрат хаканӑн Аслӑ Пӑлхарӗ, Аспарух Танай ҫине куҫни тата Танай Пӑлхаристана йӗркелени, Купрат ханӑн Перещепинори вилтӑпри, Хасар хаканлӑхӗнчи Улӑп Илитверӗн сӑвар кнеҫлӗхӗ, Атӑлҫи Пӑлхарстан, Танай Пӑлхастан кун-ҫулӗпе культури, Ылтӑн Уртапа Хусан ханлӑхӗнчи пӑлхарсен кун-ҫулӗпе культури. Ку ӑмӑрту тӗнче шайӗнче иртмелле.

Ӳкерчӗксен конкурсне пур ӳсӗмрисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем те, ҫамрӑксем те, аслисем те. Геннадий Ильич каласа панӑ тӑрӑх ҫак ӑмӑртӑва йӗркелесе фонд халӑха чӑваш кун-ҫулӗпе интереслентерес тӗллев лартать. Паянхи кун тӗлне пурӗ 15 ӗҫ ярса панӑ иккен — ытларах пайӗпе студентсен ӗҫӗсем. Шкул ачисем 5-6 класран пуҫласа хутшӑнайраҫҫӗ. Ҫитӗннисен ӗҫӗнче ӑмӑртӑва йӗркелекенсем чаплӑ ӗҫсем курасшӑн — пирӗн ӳнерҫӗсем хушшинче чӑвашлӑхпа ҫыхӑнтарса ӳкерекенсем нумаях мар ҫав — Владимир Агеев, Георгий Фомиряков тата темиҫе ҫын кӑна.

Ҫӗнтерӳҫӗсене фонд Атӑлҫи Пӑлхарстанӑн тӗп хули пулнӑ Пӑлхара илсе кайма палӑртать. Ҫавӑн пекех вӑл ӗҫсем кӗнекесене кӗрӗҫ.

Ӗҫсене эсир ҫак адреспа ярса пама пултаратӑр: 428000, Шупашкар, К. Маркс урамӗ, 38 ҫурт, 5 корп, 402 пӳлӗм. Тафаев Геннадий Ильич.

Инҫесас номерӗсем: 8-917-673-21-85 (карас), 8-8352-62-61-49 (ӗҫри), 54-67-10 (кил).

#Атӑлҫи Пӑлхар, #истори, #ӑмӑртусем, #конкурссем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvbolgari.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем