Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» ҫӗнтерӳҫисене парнесемпе чысларӑмӑр!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.02.2013 14:49 | 2194 хут пӑхнӑ
О. Цыпленков сӑнӳкерчӗкӗ
О. Цыпленков сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, эпир тинех «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвӗнче мала тухнӑ ачасемпе вӗрентекенсене парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чысларӑмӑр. Мероприяти хальхинче Красноармейски шкулӗнче иртрӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене эпир картинсемпе (пӗрремӗш вырӑна тухнисене — 60х40 калӑпӑшлӑ ӳкерчӗк, ыттисене — 30х20 калӑпӑшлине), кӗнекесемпе (эпир кӑларнӑ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» тата «Янавар юмахӗсем» кӗнекепе), календарьсемпе (кӗсье календарӗ тата А. Розов юбилейӗпе кӑларнӑскер), «Пукане» ятлӑ караоке дискпа наградӑларӑмӑр. Паллах, хисеп хучӗсемпе (мала тухнисене) тата ӗнентерӳ хучӗсемпе (ыттисене) те тивӗҫтертӗмӗр.

Юрӑ тӑхтавӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе «Юрату.ру» ушкӑн (ертӳҫи: Роза Беляева) хӗрӗсем савӑнтарчӗҫ.

Чыслава ҫитейменнисене пӗлме: хисеп хучӗсене сире эпир электронлӑ вариантпа тивӗҫтерӗпӗр (amartu@chuvash.org адреспа ҫыру ҫырӑр), ӗнентерӳ хучӗсене вара Чӑваш республикин вӗренӳ институтӗнче илме май пулӗ. Парнесене илес тесен те ҫӳлерех асӑннӑ адреспа ҫырса ыйтмалла.

«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвне эпир Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗпе пӗрле 2012 ҫулта ирттернӗччӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелесеччӗ.

Сӑнӳкерчӗксем: Олег Цыпленков тунисем (1-мӗш пай, «Одноклассники» халӑх тетелӗнче, малтан кӗме тивӗ), Н. Плотников тунисем (19), Олег Цыпленков тунӑ сӑнсен тулли йышӗ (80)

 

Видеона ҫывӑх вӑхӑтра «Сувар TV» каналта курма май пулӗ. Ытти сӑнсене кӑшт каярах вырнаҫтарӑпӑр.

#Красноармейски, #ӑмӑртусем, #конкурссем, #Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ

 

Комментари:

2013.02.10 19:43
Аçтахар Плотников
Владимир Андреев тунă видеона «Чăваш шкул TV» каналпа курма пулать: http://www.youtube.com/watch?v=_j-29y6eO04
2013.02.11 19:35
Аçтахар Плотников
Наци телевиденийĕпе ыран сюжет лартатпăр терĕç... Кам пăхма пултарать — пăхăр...
2013.02.21 19:44
Аçтахар Плотников
Сăнӳкерчĕксене вырнаçтартăм: Олег Цыпленковăн 80 сăн, хаман 19 сăн пулчĕ.
Ĕнентерӳ хучĕсене халĕ те çитерсе паман-ха :(

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем