Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» ҫӗнтерӳҫисене чыслатпӑр!!!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.01.2013 18:53 | 1939 хут пӑхнӑ

Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче (шӑматкун) «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗнче малти вырӑнсене йышӑннисене чыслӑпӑр! Мероприятие кӑҫал Красноармейскинче (ӗлӗкхилле — Трак) ирттерме шутларӑмӑр. Пуҫламӑшӗ 12 сехетре!

Мала тухнисене эпир хаклӑ парнесемпе (картинсем, кӗнекесем, календарьсем) тата хисеп хучӗсемпе чыслӑпӑр! Вырӑн йышӑнманнисем валли ӗнентерӳ хучӗ хатӗрленӗ — май пулсан пырса илме пултаратӑр. Тӑхтав вӑхӑтӗнче юрӑ-ташӑпа «Юрату.ру» эстрада ушкӑнӗ савӑнтарма килӗшрӗ! Мероприяти вӗҫӗнче кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвӗн ятне пӗрле суйлӑпӑр!

Килме май тупаймансен хисеп хучӗсемпе ӗнентерӳ хучӗсене кайран Вӗренӳ институтне пырса илме пултарӗҫ. Ҫавах та чыслава пыни самай лайӑхрах пулнӗ пулӗччӗ — парнесемпе хисеп хутсене ахаль йӑтса ҫӳрессинчен пире хӑтарнӑ пулӑттӑр!

Аса илтерме: «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

#конкурссем, #ӑмӑртусем, #Красноармейски, #Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ

 

Комментари:

Fkbcf Aktutynjdf // 3257.60.0601
2013.01.27 15:55
Тавтапуç хыпаршăн.Трак салине хăш тĕле çитмелле?
Любовь Шашкина // 2155.79.7882
2013.01.30 21:17
Ăçта пымаллине (вокзала, клуба, шкула, администраци çуртне е...?) тĕплĕнрех çырнă пулсан питĕ аванччĕ.
2013.01.30 23:46
Аçтахар Плотников
Чыслав шкулта иртмелле. Виталий Михайловпа Зинаида Михайлова вĕрентекен шкулта.
Адресĕ (йăнăшмастăп пулсан): Ленин урамĕ, 74а.
Любовь Шашкина // 1932.03.4363
2013.01.31 22:50
Тавтапуç!
Fkbcf Aktutynjdf // 8443.4.0781
2013.02.01 23:25
Тавтапуç!Апла пулсан Тракри иккĕмеш вăтам шкулта.Тавтапуç!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем