Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫыравҫӑсем

Персона

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗ Валентин Урташ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, чӑваш писателӗсем, поэчӗсем, журналисчӗсем унӑн вил тӑприйӗ ҫине ҫитсе ӑна асӑннӑ. Калем ӑстисемпе пӗрле Анатолий Князев та пулнӑ. Анатолий Пантелеймонович – Елчӗк чӑвашӗ, вӑл Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнать.

Анатолий Князев поэтпа хурӑнташлӑ иккен. Кун пирки Лидия Филиппова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

 

Чӑвашлӑх
Дмитрий Моисеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Дмитрий Моисеев страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Республикинчи ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхине халалланӑ мероприяти иртӗ. Кун пирки Дмитрий Моисеев ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Ӗнер питӗ ӑшӑ, кӑмӑллӑ мероприяти иртрӗ. Вулавӑш ӗҫченӗceм студентсене чӑваш чӗлхи пирки каласа кӑтартрӗҫ, пире те сӑмах пачӗҫ.

Cтудентсем хастар пулчӗҫ, паллӑ поэтӑмӑрсен чӑваш чӗлхи ҫинчен хайланӑ cӑввисене вуларӗҫ, ыйтӑвӗсене те чӑвашлах пачӗҫ. Ҫамрӑксем тӑван чӗлхепе хитре калаҫма пӗлеҫҫӗ-xa», – хыпарланӑ вӑл.

 

Культура
Татьяна Вашуркина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Татьяна Вашуркина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш ҫыравҫисем Екатеринбурга тухса кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн директорӗ Татьяна Вашуркина пӗлтернӗ.

«Чӑваш Енӗн Культура министерстви — майсемпе аталану министерстви тесе эпӗ пӗрре ҫеҫ мар ҫырнӑ. Хальхинче хисеплӗ чӑваш ҫыравҫисем пирӗн министерство пулӑшнипе регионсем хушшинчи ача-пӑча литературин кунне хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче: чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Светлана Гордеева, Ольга Федорова, Дмитрий Суслин ҫыравҫӑсем», — хыпарланӑ вулавӑш директорӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/vashurkina55/326?single
 

Культура
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче «Асамлӑ ачалӑх» кӗнеке пуххине хакланӑ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче пичетленсе тухнӑ. Кун пирки издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ.

«Кӑларӑмра XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литературинче ырми-канми тӑрӑшакан ҫыравҫӑсем – пурӗ вӑтӑр ҫичӗ автор – ачалӑхне, асра юлнӑ вӗрентекенӗсене, пӗрремӗш хайлав ҫырнине, вӑл хӑҫан кун ҫути курнине аса илеҫҫӗ», — хыпарланӑ вӑл.

 

Персона
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Казахстанри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ ЧР Писательсен союзӗн правленийӗн председательне, Чӑваш халӑх ҫыравҫине Юхма Мишшине 89 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ.

Саламлӑ ҫырура Михаил Николаевичӑн хайлавӗсем чӑваш тата вырӑс литературине аталантарас ҫӗрте пысӑк тӳпе хывнине, кашни йӗркере, сӑмахра унӑн шухӑшӗсем, кулянӑвӗсем пулнине палӑртнӑ.

Ҫыру айне Казахстанри Ҫыравҫӑсен правленийӗн председателӗ Мереке Кулькенов алӑ пуснӑ.

Юхма Мишши ҫинчен тӗплӗнрех РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче паллашма пулать.

 

Культура
Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Алексей Афанасьевӑн «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» романӗ кун ҫути курнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова «Контактри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн пӗрремӗш кӗнеки 2023 ҫулта кун ҫути курнӑ, пӗлтӗр – иккӗмӗшӗ, нумаях пулмасть, ав, виҫҫӗмӗшӗ пичетленсе тухнӑ.

Алексей Афанасьев Тутарстанри Потап-Тӑмпӑрлӑ чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — прозаик, поэт тата куҫаруҫӑ. Пултаруллӑ ҫав ҫын вырӑсла та, удмуртла та лайӑх пӗлнӗ, ҫамрӑк чух шкулта ачасене удмурт чӗлхине вӗрентнӗ.

 

Культура
Светлана Гордеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Светлана Гордеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Чӑваш Енри поэтсем пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх поэтсем пухӑннӑ.

Вӗсем хӑйсен лирикӑлла сӑввисемпе ҫуркуннене тата Светлана Гордеевӑна «Цветочная палитра» (чӑв. Чечек палитри) курав уҫӑлнипе саламланӑ.

Литература музейӗнче пуҫтарӑннисен йышӗнче Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Раиса Воробьёва, Светлана Гордеева, Любовь Фёдорова, Зоя Сывлӑмпи, Людмила Исаева, Любовь Петрова, Нина Пӑрчӑкан пулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк поэтсем те пырса ҫитнӗ: Лариса Петрова, Мальвина Петрова, Татьяна Устинова (Тая Ёж).

 

Чӑваш чӗлхи
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑвашла роман ҫыракансем кӑҫал та конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. «Чӑваш романӗ» пултарулӑх ӑмӑртӑвне

Чӑваш кӗнеке издательстви виҫҫӗмӗш хут ирттерет. Конкурса халиччен кӗнекен пичетленмен чӑвашла алҫырусене йышӑнӗҫ. Ӗҫӗн А4 форматпа 700 страницӑран ытла пулмалла мар.

Конкурс ӗҫӗсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа ҫак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса».

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш ҫыравҫисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кӑларӑмӑн 1-мӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова тата Алексей Кузьмин пухса хатӗрленӗ, ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин.

Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ чӑваш писателӗсемпе Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ вырӑсла ҫыракан калем ӑстисене кӗртнӗ. «Кӑларӑм вӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарать, унта вӑрҫӑ темипе хайланӑ произведенисене кӗртме тӑрӑшнӑ. Пӗрремӗш кӗнекене поэзи тата проза жанрӗпе ҫырнӑ хайлавсем кӗнӗ», — хыпарланӑ кӗнеке издательствинче. Авторсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ.

2-мӗш кӗнекене проза тата драматурги жанрӗсемпе ҫырнӑ хайлавсем кӗрӗҫ.

 

Культура

Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» курав уҫӑлӗ.

Ӑна Николай Ытарай ҫыравҫӑ, халӑх фольклорне пухнӑ, Раҫҫейри писательсен союзӗ членӗ Николай Ытарай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Курав 14 сехетре уҫӑлӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 41
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн писсемистла кӑмӑл. Халӗ таврари ҫынсем сире хирӗҫ, ҫавӑнпа чӑкӑлтӑш ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Агрессирен пӑрӑнӑр, хальлӗхе телевизорпа хыпарсем ан пӑхӑр, интерантра ан вулӑр.

Ҫурла, 19

1937
89
Кузьмин Владимир Прокопьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
80
Тарават Валентина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
2005
21
Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын