Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Ку вӑл профессиллӗ ҫыравҫӑсен союзӗн черетсӗр ларӑвӗ пулнӑ.
Малашне ҫав пӗрлешӳ Раҫҫейри писательсен союзен регионти уйрӑмӗ шутланӗ. Ҫавна май Устава та улшӑну кӗртнӗ. Союза халӑх писателӗ Сергей Павлов ертсе пырӗ. Ҫӗнетнӗ правление Улькка Эльмен, Елен Нарпи, Ольга Федорова, Дмитрий Суслин прозаиксем, Светлана Гордеева поэт, Виталий Родионов литературовед кӗнӗ.
Ревизи комиссийӗнче - халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Зоя Сывлӑмпи тата Галина Кӗмӗл сӑвӑҫсем.
Хастар ӗҫленӗшӗн Союзӑн Хисеп грамотипе Валерий Голева, Ольга Сивея, Зоя Сывлӑмпие чысланӑ.