
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Драматургия и театральное искусство» (чӑв. Драматурги тата театр ӳнерӗ) ятпа ҫавра ҫӗтел иртӗ. Ӑна Арсений Тарасов ҫыравҫӑ-драматург, журналист 70 ҫул тултарнӑ май йӗркелӗҫ.
Арсений Тарасов — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Унӑн хайлавӗсемпе Чӑваш академи драма театрӗнче спектакльсем лартаҫҫӗ.
«Ҫырма пурнӑҫ хӑех хавхалантарать», — тет иккен калем ӑсти. Чӑваш академи драма театрӗнче кӑтартакан «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакльти сюжет та, сӑмахран, пурнӑҫран тата тӗрӗсрех каласан, ҫыравҫӑн ашшӗ-амӑшӗн пурнӑҫӗнчен, илнӗскерех-мӗн.
Арсений Тарасовӑн юбилейне халалланӑ ҫавра сӗтел вулавӑшри концеренц-залра 14 сехетре пуҫланӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллӑ драматург, журналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Арсений Тарасов 70 ҫул тултарать. Ҫавна май ӑна «Хыпар» хаҫат тӗпелне йыхравланӑ.
«Унӑн пултарулӑхӗ наци искусствинче пысӑк вырӑн йышӑнать. Арсений Алексеевичӑн чӑваш драматургине аталантарассишӗн тӳпе хывнӑ ӗҫӗн хакӗ виҫесӗр. Чуна уҫса калаҫнӑ статьяпа хаҫатӑн ҫитес номерӗнче паллаштарӑпӑр», — пӗлтернӗ МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта.
Патӑрьел чӑвашӗ 1978 ҫултанпа Чӑваш радиора тата телевиденире ӗҫленӗ. 1987–1989 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ. 2010-2015 ҫулсенче «Тӑван Атӑл» литература журналӗн шеф-редакторӗнче тӑрӑшнӑ.

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Никифор Мранькка чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫуралнӑ. Чиркӳпе прихут шкулӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ, ҫав шутра матрос та, вӑрман тиекен те пулнӑ.
1925 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна вырӑнти ял совечӗн председательне лартнӑ, тепӗр ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш АССР халӑх комиссариачӗн коллеги пайташӗ пулма шаннӑ.
1931 ҫулта вӑл Мускаври кинематографистсен институтӗнчи киносценаристсен ҫулталӑклӑх курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулччен «Чӑвашкинора» сценарист пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл 1933–1938 ҫулсенче «Союзкинохроникӑн» чӑваш студийӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. 1938–1942 ҫулсенче «Ленин ялавӗпе» хаҫат редакторӗнче тимленӗ. 1942 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫарта политика ӗҫченӗ пулнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Куславкка районӗнче партин райкомӗнче агитаципе пропаганда пайӗн заведующийӗнче, райӗҫтӑвкомра культура учрежденийӗсен пайӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Никифор Мранькка 1973 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Куславккара пытарнӑ.
Унӑн уйрӑмах паллӑ хайлавӗ — нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ. Асӑннӑ роман тӑрӑх Чӑваш академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑ.

Паллӑ чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, публицист, поэт, писатель Лидия Филиппова ҫак
кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Хальхи, «Предки – наши корни, мы – их плоды…», ятли авторӑн йӑх-несӗлӗпе паллаштарать.
Ку кӑларӑм валли материалсем хатӗрлес тесе вӑл нумай ӗҫленӗ. Тӑватӑ ҫул. Кӑҫӑкланса шыранӑ, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, ҫине тӑрса тӗпченӗ. Тӗплӗн тунӑ ӗҫре Трофимовсен, Филипповсен, Давыдовсен, Сельцовсен, Михайловсен, Захаровсен йӑхӗпе паллаштарнӑ.
«Патшалӑхӑн тата обществӑн мӗнпур ӗҫне туса пӗтереймен, мӗнпур кӗнеке ҫырса кӑлараймӑн. мӗнпур укҫана ӗҫлесе илеймӗн, вӑхӑт шав сиккипе чупать», — ҫакӑн пек шухӑшласа пуҫӑннӑ та Лидия Ивановна ӗҫе вӗҫне те ҫитернӗ.

Пысӑк пахалӑхлӑ хайлавсемшӗн тата ӑслӑлӑх, литература тата ӳнер енӗпе никӗс шайӗнчи тӗпчев ирттернӗшӗн республикӑри темиҫе ҫынна кӑҫал уйӑхсерен патшалӑх стипендине парса тӑрӗҫ. Кашнине — 7200-шер тенкӗ.
Сумлӑ йышра ҫаксем: Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко тата коллективӑн дирижёрӗ Александр Возяков, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Александр Демидов тата Надежда Зубкова, Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗн артисчӗ Евгений Евграфов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори кафедрин профессорӗ Лев Ефимов, Василий Кошкин ҫыравҫӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артист-вокалисчӗ Сергей Кузнецов, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алексей Леонтьев, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн анатоми кафедрин профессорӗ Лариса Меркулова, Валентина Милославская художник, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культурин кафедрин профессорӗ Виталий Родионов, Лолита Чекушкина композитор, Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Диана Яковлева, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫин ҫумӗ Зоя Яковлева.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «Тӑван Атӑл» литература журналӗн малашлӑхне сӳтсе явнӑ. Кун пирки эпир Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ, Ольга Фёдорова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
«Хыпар» издательство ҫуртне ҫавра сӗтеле пухӑннисем тем пирки те калаҫнӑ: мӗнлерех материалсем пулмаллинчен пуҫласа гонорар ыйтӑвӗ таранах.
Калаҫӑва издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев ертсе пынӑ. «Тӑван Атӑл» редакторӗ Людмила Сачкова журнал ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Юрий Артемьев критик, литература тӗпчевҫи, профессор публицистикӑна аталантармаллине пусӑм туса каланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «массӑллӑ литература ҫеҫ мар, ҫӳллӗ шайри литература та пулмалла».
Юхма Мишши чӑваш халӑх ҫыравҫи ытти халӑх хайлавӗсене ытларах куҫарса пичетлеме сӗннӗ.
Николай Максимов прозаик «Тӑван Атӑла» мордва халӑхӗн литература журналӗсемпе танлаштарнӑ, кӳршӗ халӑхӗсенчен вӗренмелли нумай тенӗ.
Анатолий Кибеч чӑваш халӑх писателӗ кашни авторӑн ӑна тӑван яла, шкула, района ҫырӑнса памалла, ентешлӗхсен ертӳҫисемпе ҫыхӑну тытмалла тесе шухӑшлать иккен.

Гордеевсем ҫемье докуменчӗсене Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивне панӑ. Ку пулӑма Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ятарлӑ мероприяти йӗркелесех туса ирттернӗ. Унта Архив директорӗ Светлана Казеева тата учреждени ӗҫченӗсем, Светлана Гордеева поэт, художник, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хутшӑннӑ.
Светлана Денисовна архива хайӗн тата ашшӗн, чӑваш халӑх писателӗн, Денис Гордеевӑн докуменчӗсене панӑ.
Денис Викторович — СССР Писательсен союӗн членӗ, 20 ытла кӗнеке авторӗ, ҫав шутра вӑл 5 роман, 30 повесть, 150 ытла калав ҫырнӑ. Вӑл чылай ҫул республикӑри паллӑ публицистсенчен пӗри пулнӑ. Унӑн хӗрӗ Светлана Денисовна ачасемпе аслисем валли вырӑсла ҫырать.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Варкӑш» клубӗнче «Нарпике ӑраскалӗ» романа сӳтсе явнӑ.
Кӗнеке авторӗ — Валентина Кириллова (литературӑри псевдонимӗ – Тимӗр Алюш Вали). Роман пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.
Романта автор 1900-2023 ҫулсенчи пурнӑҫа ҫутатса панӑ. Кӗнекери тӗп сӑнар – Нарпике. Хӗр туслӑ та нумай ачаллӑ, ҫирӗп ҫӗмьере ҫуралса ӳснӗ. Тӑван яла юратаканскер агронома вӗренсе тухать. Анчах ӑна телей курма пӳрет-и-ха?
Сӑмах май каласан, автор пурнӑҫра мӗн пулса иртнине кунсерен дневника ҫырса пырать иккен. Кайран ун тӑрӑх ӑна ҫырма ҫӑмӑл.
Кӗнекене хаклама писательсем, журналистсем, учительсем тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем пурте тенӗ пекех романа ырласа та мухтаса каланӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шуашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ) Юхма Мишши ҫыравҫӑн 90 ҫулхине халалласа «Чӑвашлӑх ҫыравҫи» курав уҫӑлнӑ.
Ҫавна музейра экскурси иртнӗ. Курава уҫма Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Алевтина Семенова тата Николай Тарасов хутшӑннӑ. Вӗсем «Шурҫамка» спектакль сыпӑкне кӑтартнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Елена Хорькова тата Алина Каликова «Непослушный цыплёнок Шип» спектакльти сыпӑка кӑтартнӑ. Асӑннӑ ӗҫе театрта 20 ҫула яхӑн лартнӑ. Пукане театрӗпе Юхма Мишши 50 ҫула яхӑн туслӑ ҫыхӑну тытать. Унӑн пӗрремӗш пьесине театрта 1976 ҫулта лартнӑ. Унтанпа сцена ҫине унӑн 13 спектакльне кӑтартнӑ.

Иртнӗ эрнере Чӑваш кӗнеке издательствин икӗ ӗҫченӗ сумлӑ ята тивӗҫнӗ. Ольга Иванова тата Ольга Фёдорова Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пулса тӑнӑ.
Ольга Фёдорова Ольга Васильева хушма ятпа ҫырать. Чӑваш кӗнеке издательствинче хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл 2010 ҫултанпа ача-пӑчан «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурс ирттерет, 2022 ҫултанпа вара «Чӑваш романӗ» конкурс йӗркелет.
Ольга Иванова та хӑйӗн пултарулӑхӗпе палӑрса тӑрать. Кӗнеке издательствинче вӑл 2013 ҫултанпа тӑрӑшать. Паянхи куна ҫитиччен унӑн темиҫе кӗнеке ун ҫути курнӑ та ӗнтӗ.
Иккӗшӗ те вӗсем час-часах вулавӑшсене тухса ҫӳреҫҫӗ, унта тӗрлӗ ӳсӗмри вулакансемпе тӗл пулса калаҫаҫҫӗ, илемлӗ литературӑна юратакансене калем ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
