Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Нина Артемьева кӗнекине тишкерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 08.12.2025 07:38 | 126 хут пӑхнӑ
Персона
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клубӑн ҫак уйӑхри ларӑвӗнче Нина Артемьеван «Ӗмӗрхи кӗвӗ» кӗнекине тишкерӗҫ. Мероприяти раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.

«Ӗмӗрхи кӗвӗ» кӗнеке 1 пин тиражпа Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм авторӗ, Нина Артемьева (Нина Мокина), Тутарстанри Аксу районӗнчи Ҫӗмӗртлӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Емелькинӑри тулли мар вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Шупашкара куҫса килнӗ, пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ, каҫхи вӑтам шкулта вӗреннӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 1977 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1977–2003 ҫулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Ҫилҫунат», «Самант») журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Нина Артемьева сӑввисем «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче, «Хусан», «Поэзия» альманахсенче, «Ҫӗнӗ кӗвӗ» коллективлӑ сборникра, «Чӑваш литературин антологийӗнче» (Поэзи) тата ытти кӑларӑмра пичетленнӗ.

Нина Артемьева – Раҫҫейӗн Журналистсен союзӗн, Раҫҫей Писателӗсен союзӗн пайташӗ, Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ.

#кӗнекесем, #вулавӑшсем, #Тутарстан, #Аксу районӗ, #Ҫӗмӗртлӗ, #Шупашкар, #ҫыравҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2538.70.5488
2025.12.08 09:40
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.6-мӗш пункт)
Галина Зотова // 4070.48.4428
2025.12.08 18:33
Нина Николаевна! Сире кӗнеке тухнӑ ятпа чунтан саламлатӑп! Малашне вулакана татах та ҫӗнӗ сӑвӑсемпе савӑнтарма ырлӑх -сывлӑх сунатӑп!
"Хатӗр пул" журналпа эпӗ те нумай ҫул хушши туслӑ пулнӑ. Журналта ман материалсене час-часах пичетлетчӗҫ. Журнал редакцийӗ, Эсир те, мана яланах ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илеттӗрччӗ, материалсене вуласа тухса ырӑ канашсем параттӑрччӗ. 1996 ҫулта мана та, паллӑ писательсемпе тан, Марфа Трубина ячӗллӗ преми парса чысларӗҫ.
Кам пӗлет, тен, эпӗ те сирӗн кӗнеке тишкерӗвне пырса курма пултарӑп?
Ыр сунса Галина Зотова
Валери ТУРКАЙ // 2970.65.6262
2025.12.09 12:40
Нина, хаклӑ ҫыннӑм, хисеплӗ ӗҫтешӗм, саламлатӑп!!!
Эпир, Ольӑпа иксӗмӗр, сана мӗн тери юратнине, чунтан хисепленине эсӗ пуринчен те лайӑхрах пӗлетӗн.
Турӑ упратӑр сана!
Валери ТУРКАЙ. 08.12.25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем