Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Андреев Иван Андреевич

Андреев Иван Андреевич, — чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. 1928 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районне кӗрекен Хутяк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2011 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Ӗҫӗсем

Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Василий Георгиевич Егоров (чӑваш этимологи словарӗн авторӗ) патӗнче аспирантурӑра вӗреннӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) чӗлхе пай (халӗ чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ) пуҫлӑхӗ пулнӑ, 30 ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ, декан пулса ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра Республикӑри вӗрентӳ институтӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш чӗлхин синтаксисне, морфологине, сӑмах пулӑвне, орфографипе пунктуацине тӗпчесе 200 ытла ӗҫ, учебниксем ҫырса пичетленӗ.

Вырӑсла-чӑвашла (1971), Чӑвашла-вырӑсла (1982) словарьсене кӑларассинче те унӑн тӳпи пысӑк.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-01-02 18:56:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7369 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем