
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче чӑвашсен паллӑ прозаикӗ, сӑвӑҫӗ, куҫаруҫи Юрий Григорьев (Айдаш) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа пуҫтарӑннӑ. Юрий Григорьевич шӑпах ҫав ялта ҫуралнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Айдашпа
«пӗр парта хушшинче ларнӑ Юлия Николаева, унӑн тӑван шӑллӗ Валерий Семенов, истори учителӗ Петр Золов, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекен Ольга Тимофеева, Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, литература тӗпчевҫи, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем тата ыттисем тухса» калаҫнӑ.
Юрий Айдаш Хусанти патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Тутарстанри Пӑва районӗнче учительте, унтан Чӑваш Енӗ телевиденипе радиовещани комитетӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ.
Юрий Айдаш литературӑна «Йӗплӗ роза» (1969), «Кӑнтӑр ҫутипе» (1974) повеҫсемпе кӗнӗ, каярахпа поэзире ытларах тимлеме тытӑннӑ. Ю. Айдаш А. Пушкинӑн, Ю. Лермонтовӑн, С. Есенинӑн, А. Твардовскин, тӗрлӗ халӑх поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ, литературӑра пуян еткерлӗх хӑварнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Мальвина Петрован иккӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Витӗр Ҫил» ят панӑ. Унччен Мальвина Петрова «Пӗччен Хӗвел» кӗнекене кун ҫути кӑтартнӑччӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Витӗр ҫил» кӗнеке редакторӗ – Алина Майорова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Кӑларӑма тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Мальвина Петрова Ҫӗрпӳ районӗнче кун ҫути курнӑ, Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хунӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паллӑ прозаик, журналист, драматург, куҫаруҫӑ Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна пултаруллӑ хӗрарӑмӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Ҫавӑн чухнех вулавӑшра авторӑн «Паянхи кун» кӗнекине хӑтланӑ.
Ольга Туркая саламлама тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Пурнӑҫ йӗрки мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ольга Николаевна, эсир каялла ҫаврӑнса пӑхсан сирӗн ҫул илемлӗ те такӑр пулнине курма пулать, малашне те вӑл анлӑ та хитре, сарлака та чаплӑ пултӑр», – тесе саламланӑ, сӑмахран, Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политикин управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Людмила Шурекова. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн секретариачӗн ертӳҫи Александр Магарин юбиляра Хисеп хучӗпе чысланӑ.

Республика влаҫӗ ҫитес ҫул хӑш паллӑ ҫыннӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвассине палӑртнӑ. 2024 ҫулта чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет.
Михаил Кузьмич Кузьмин Канаш районӗнчи Касаккасси (халӗ - Ҫеҫпӗл) ялӗнче 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. "Ҫеспӗл" псевдонима вӑл 1918 ҫулта илнӗ. 1922 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Унӑн вилтӑпри - Украинӑри Остёр хулинче.
Сӑмах май, республикӑра кӑҫал Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.

Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкул Николай Шупуҫҫынни ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланӑ. Ку хыпара асӑннӑ шкулта вӗреннӗ Марина Якимова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Асӑннӑ информаци тӑрӑх хакласан, ҫав пулӑм ячӗпе шкула сумлӑ хӑнасем, шкулта тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем пуҫтарӑннӑ.
Николай Васильевич Шупуҫҫынни (Васильев) 1889 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи Иккасинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗренме ӗмӗтленнӗскере революци юхӑмне хутшӑннӑшӑн пӗлӳ заведенийӗнчен кӑларса яраҫҫӗ. Талпӑнуллӑскер кӑштахран Чӗмпӗре таврӑннӑ, куҫару комиссийӗнче К.В. Ивановпа пӗрле ӗҫлеме тытӑннӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗрти гимназире учитель ятне илме экстерн йӗркипе экзамен тытнӑ. Литература ӗҫне вӑл 1906 ҫулта пуҫӑннӑ.

Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» романӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ.
Хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине юратакансем ҫыравҫӑн «Сӗлкӗш», «Авӑр», «Тан таппи», «Тӗтре», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Сулӑнчӑк» романӗсене аван пӗлеҫҫӗ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автор ватӑ амӑшӗ каласа панисене тӗплӗн ҫырса пынӑ, каярахпа ҫак асаилӳсене тӗпе хурса илемлӗ произведени шӑрҫаланӑ. Малтанах ӑна «Анне калавӗ» ят пама палӑртнӑ, анчах писателе пӗр ҫемье виҫи кӑна ҫырлахтарайман.
Ҫӗнӗ кӗнеке 1000 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Валентина Кириллова ҫыравҫӑн «Сас пачӗ ывӑлӑм» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ.
Кӗнекене аслӑ класра вӗренекенсем валли хатӗрленӗ, унта повеҫсемпе калавсем кӗнӗ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «хайлавсенче тӗпре – паянхи ял ҫыннин пурнӑҫӗ».
Валентина Кириллова («Елчӗк Ен» хаҫат тусӗсем ӑна Тимӗр Алюш Вали ятпа та пӗлеҫҫӗ иккен) 1963 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енри Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1982 ҫулта вӑл Комсомольски районӗнчи «Октябрь ялавӗ» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ, 1988 ҫулта Елчӗке куҫсан унти «Елчӗк Ен» район хаҫатӗнче мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен тӑрӑшнӑ. Валентина Кириллова – Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн (2001), «Чӑваш Республикинчи Профессинал писательсен союзӗ» общество организацийӗн членӗ (2019).

Иртнӗ эрнере Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явнӑ. Унта ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
«И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ. Писателӗн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ», — хыпарланӑ вулавӑшра. «Ольга Васильева пурнӑҫ чӑнлӑхне ҫутатса панисем чылай вӑхӑт иртнӗҫӗмӗн Игнатий Иванов, Иван Юркин хайлавӗсем пек нихӑҫан та кивелмӗҫ, вӑл вӑхӑта пӗлме, туйма пулӑшӗҫ», – тенӗ тӗпчевҫӗ.

Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург Азири ҫыравҫӑсене хаклӗ. Вӑл — «Литературная Азия» (чӑв. Литература Азийӗ) конкурса тӑратнӑ ӗҫсене хаклакан жюри членӗ.
Унта Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ иртесси пирки Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Хисеплӗ ҫыравҫӑсем, сире конкурса хутшӑнма йыхравлатӑп!
Асӑннӑ темӑпа чӑвашла сӑвӑ е калав хайласа кӑтартнӑ адреспа майӑн 1-мӗшӗччен ярса памалла. Эпӗ жюрире, тӳрех мана кӑтартма та пултаратӑр», — хыпарланӑ постра.

Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Николай Евдокимовӑн «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ.
Николай Евдокимов 1893 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнчи Ҫӗнӗ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Теччӗри педагогика курсӗнче, Хусан университечӗн медицина факультетӗнче вӗреннӗ, Хусантах акушерство клиникинче ординатурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ. 1930 ҫулта вӑл Чӑваш Ене куҫса килнӗ, медицина енӗпе ӗҫлесе пурӑннӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ята тивӗҫнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Евдокимовичӑн малтанхи юптарӑвӗсем 1929 ҫулта «Хӗрлӗ сӑнӑ» кӗнекере пичетленнӗ. 1936 ҫулта унӑн «Юптарусем» кӗнеки, 1962 ҫулта «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ, 1964 ҫулта «Крепков» повеҫӗ тухнӑ. Вӑл совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен хайлавӗсене, медицина кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ. Н.Е. Евдокимов 1964 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
