
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑн истори палӑкӗсен реестрне тата тепӗр икӗ ҫурта кӗртме сӗнет. Вӗсем Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ.
Культура министерстви хатӗрленӗ приказ проектне Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 14/5 адреспа тата Шупашкар районӗнчи Иккассинче вырнаҫнӑ ҫуртсем кӗнӗ.
Шупашкартине 1840 ҫулта хӑпартса лартнӑ. XIX-XX ӗмӗрсенче унта уесри тӗн училищи вырнаҫнӑ. Вӑл объект хула строительствипе архитектура палӑкӗ шутланать.
Шупашкар районӗнчи Иккассинчи йывӑҫ ҫуртра (ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ) Иван Яковлев 1902 ҫулта уҫнӑ шкул вырнаҫнӑ.
Асӑннӑ ҫуртсене регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутне кӗртесшӗн.

Шупашкарти Миначев урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пурӑнакансем алӑк хӑлӑпӗ пӗрмай ваннишӗн пӑшӑрханнипе «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала ҫыру ӑсатнӑ.
Унта тӳрех евитлемен-ха вӗсем. 1-мӗш тата 2-мӗш подъездсенче пурӑнакансем малтан управляющи компание ҫырнӑ, домофон тытса тӑракан организацирен те пулӑшу ыйтнӑ. Унтисем итлемеҫҫӗ мар, итлеҫҫӗ. Кашнинчех хӑлӑпа ылмаштараҫҫӗ. Ҫуртра пурӑнакансем вара алӑк тимӗр карта ҫумне ҫапӑнать, ҫавӑнпа хӑлӑп ванать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе тимӗр карта ҫумне перӗнмелле мар хатӗр вырнаҫтармалла.

Ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 23 сехет те 30 минутра, Етӗрнери нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Ҫулӑм Карл Маркс урамӗнчи 97-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте алхасма тытӑннӑ. Ҫуртра тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑран 30 ҫынна, ҫав шутра 7 ачана, урама кӑларса тӑратма тивнӗ.
Пушарпа кӗрешекенсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек 46 ҫулти кил хуҫи арҫынни ӳсӗр пуҫпа пирус туртнинчен тухнӑ.
Пирус туртакансене пула кӑҫал пирӗн республикӑра пушар 12 хутчен тухнӑ. Вӗсенче 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Шупашкарти тӳре-шара хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем епле ӗҫленине тӗрӗслеме тухнӑ. Пуҫлӑхсем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулан тӗп пайӗнчи урамсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара Ленин проспекчӗпе, Ильбек, Маршак, Энгельс тата Чапаев урамӗсене тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсен унти 40 ытли картише кӗрсе тухнӑ.
Тӳре-шара куҫӗ тӗлне юр тасатман тротуарсем, вӗренӳ заведенийӗсен умӗсем килнӗ.
Кӑлтӑксемшӗн «Дорэкс» акционерсен обществине сӑмах тивнӗ.
«Теплый дом», « Кван», «Старко», «Волна» управляющи компанисем картишсене йӗркеллӗ тасатса тӑман, нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр ҫивитти ҫинчи пӑр тумламне тасатман. «Жилкомсервис-1» тулли мар яваплӑ общество урама тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗпе сапман.
Йӗркеллӗ ӗҫлемен управляющи компанисене йӗркеллӗ ӗҫлеме хушнӑ.

Иртсе кайнӑ пӗр талӑкра пирӗн республикӑри тӗрлӗ районти виҫӗ килте пушар тухнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вут-кӑвара пула вун ултӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, иккӗн пиҫсе кайнӑ, ултӑ ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Канашри Ильич урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра «хӗрлӗ автан» алхасма тытӑннӑ. Инкек сӑлтавӗ — ҫутӑ пӑралукӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вут-ҫулӑма сӳнтернӗ вӑхӑтра кӳршӗри хваттерсенче пурӑнакансене, пурӗ 12 ҫынна, эвакуацилеме тивнӗ. Пушара 10 минутра сӳнтернӗ.
Ӗнерех Куславкка районӗнчи Аманик ялӗнче йывӑҫ ҫурт тата хуралтӑсем ҫунса кайнӑ. Пушар 16 сехетре тухнӑ.
17 сехет те 40 минутра Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкассинче сарай тата унта упранакан утӑ, пӗр тоннӑна яхӑн ҫунса кайнӑ.

Паян ирпе Етӗрнери пӗр ҫурт стени ишӗлме тытӑннине асӑрханӑ. Сӑмах хулари Октябре 50 ул урамри 98-мӗш ҫурт пирки пырать. Кирпӗчрен хӑпартнӑ ҫак ҫуртӑн пӗр стени ишӗлме тытӑннӑ. Пӑтӑрмаха ирхи 8 сехетре асӑрханӑ. Телее, никам та шар курман.
Ишӗлекен ҫурта тата лару-тӑрӑва хаклама Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин, ҫавӑн пекех Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсен министерствин патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем тухса кайнӑ. «Чувашинформ.рф» порталта лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ тӗрӗслесе тӑрать тесе ӗнентернӗ.
Сӑмах май, ҫурта 2017 ҫулхи раштав уйӑхенче ишӗлекеннисен шутне кӗртнӗ.

Улатӑрти хула училищи пулнӑ икӗ хутлӑ ҫурт пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче шеллевлӗн курӑнса ларнӑ. 1911 ҫулта хӑпартса лартнӑскере 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫурта юсаса ҫӗнетмелле пулин те укҫа-тенкӗ уйӑрман.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, 2020-2021 ҫулсенчи хӗле ҫурт ӑшӑсӑр кӗтсе илме пултарнӑ. «Вырӑнти таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Татьяна Алексеевна Борисова мана укҫа уйӑрма май тупма ӳкӗте кӗртрӗ, унтан подряд организацийӗ ӗҫе тытӑнчӗ», — аса илнӗ Элтепер. Халӗ историпе культура палӑкне юсаса ҫӗнетнӗ, унта ӑшӑ та ҫутӑ.
Каярах ҫав ҫурт тавралли лаптӑка хӑтлӑлатасшӑн, унта Вырӑс провинцийӗн музейне уҫасшӑн. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, территорие илемлетиччен проект хатӗрлемелле, ун валли каллех укҫа тупмалла. «Тупӑпӑр», — шантарнӑ Элтепер.

Шупашкар хулинче пӗр ҫамрӑк лифтра 5 сехет ларнӑ. Хӑй ирӗкӗпе мар, паллах. Каччӑ лифтра чухне ҫав хатӗр ванса кайнӑ. Лифтера чӗнес — ӑна систермелли кнопка ӗҫлемен.
Пӑтӑрмаха каччӑ кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗн каҫхине ҫакланнӑ, лифтра вӑл кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ларнӑ. Лифт ваннӑ, ҫитменнине лифтера чӗнмелли кнопка ӗҫлемен ҫурт хулари Мускав проспектенчи 19-мӗш ҫуртӑн 8-мӗш корпусӗ пулать.
Пӑтӑрмах пирки пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, специалистсене каччӑн ҫурҫӗртен пуҫласа ирхи 5-ччен кӗтме тивнӗ. Пӗр хутпа теприн хушшинче ирӗксӗртен чарӑнса ларнӑ каччӑна ҫав ҫуртри ҫынсем шыв тата ҫимелли илсе пырса панӑ. Каччӑ апат ҫиме килӗшмен. Сигарет та сӗннӗ ӑна.

Паян Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫулӑм паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Инкек пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хыпара РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пресс-службинче те ҫирӗплетнӗ.
«Хваттер ҫунма пуҫлани пирки 11 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Пушара сӳнтерме икӗ автоцистернӑпа тата пусмапа усӑ курнӑ. 12 сехет те 4 минутра сӳнтернӗ», — тесе хыпарланӑ унта.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулари икӗ ҫурт шӑпине татса парӗҫ.
Унти прикладной биотехнологи техникумӗн тата «Атӑл» кинотеатрӑн ҫурчӗсем пушӑ ларнине Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пресс-конференци вӑхӑтӗнче пӗлтерчӗҫ. Республика ертӳҫи ҫуртсен шӑпине халӑхпа татса пама май пуррине пӗлтерчӗ. Тӗслӗх евӗр Шупашкарти Правительствӑн кивӗ ҫуртне илсе пачӗ. Аса илтерер: вӑл культура эткерлӗхӗ шутланать, анчах темиҫе ҫул ӗнтӗ пушӑ ларать. Правительствӑн унчченхи ҫуртне юсамалла. Унӑн шӑпине халӑх шухӑшне шута илсе татса парӗҫ.
Ҫавӑн пек меслете ҫӗнӗ шупашкарсем те суйласа илнӗ. Сасӑлава ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов пӗлтернӗ.
