
Вӑрмарта тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хыпар авторӗ пушар ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухнӑ тесе хыпарланӑччӗ те, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: инкекре тӑватӑ ҫемье килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫурта 37 ҫулти арҫын чӗртсе яма пултарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл арҫынна административлӑ майпа темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ иккен, анчах ҫав этем унччен судпа явап тытса курман. Хальхинче ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.

Паянтанпа, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе, Шупашкарта вӗри шыв сӳнтерме тытӑнӗҫ.
Паян вӗри шывсӑр хулан тӗп пайӗнче, Богдан Хмельницкий урамӗнче, Йӑлӑмри Ҫурҫӗр поселокӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын тӑрса юлӗ. Ырантанпа вӗри шыв хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче, Лапсарта, Кӑнтӑр посёлокӗнче пулмӗ.
Вӗри шыва пуҫласа сӳнтернӗ чухне ҫынсем ҫак ырлӑхсӑр виҫшер кунтан ытла тӑрса юлмӗҫ, хӑш-пӗр ҫӗрте вара — пӗр талӑкран ытла та мар.
Вӗри шыва вӑхӑтлӑха 1789 ҫуртра сӳнтерӗҫ. Профилактика мероприятийӗ авӑн уйӑхччен тӑсӑлӗ.

Улатӑр хулинче прокуратурӑн ҫӗнӗ ҫуртне тума тытӑннӑ. Эрнекун ҫуртӑн никӗсне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хывнӑ. Унта республика прокуратуринчен те Андрей Фомин прокурорпа унӑн ҫумӗ Александр Кондратьев пырса ҫитнӗ. Улатӑр хулин администрацийӗн ӗҫченӗсем, Улатӑр тата Пӑрачкав епископ Феодор та унта пулнӑ.
Андрей Фомин пӗлтернӗ тӑрӑх, СССРӑн пӗрремӗш генпрокурорӗ Константин Горшенин Улатӑртан пулнӑ. Республика прокурорӗ Улатӑрти прокуратурӑра хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен коллектива ырласа каланӑ.
Строительство ӗҫӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗ валли вӗҫлемелле.

Шӑмӑшӑ районӗнчи тӳе-шара тӑлӑха хӑтсӑр ҫурт панӑ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн прокуратура Шӑмӑршӑ районӗн администрацине асӑрхаттарса хут ҫырса янӑ.
Прокуатура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ: тӑлӑх валли тесе уйӑрнӑ ҫуртра санузел пулман, сивӗ тата ӑшӑ шыв та ҫук. Чи кӑсӑкли — килӗшӳре ҫав япаласем пур тесе кӑтартнӑ.
Надзор органӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе хут ҫырнӑ, унта вӑл кӑлтӑксене пӗтерме хушнӑ.
Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксем пирки материалсене следстви органӗсене ярса парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.

Шупашкар хулинче уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ҫуннӑ. Инкек кӗҫӗр пулнӑ. Усал хыпара тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗрне халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Шар курнӑ пӳртсем Амӑшӗн палӑкӗ хыҫӗнчи тӑвайккинче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем – Герцен урамӗнче . Вут-ҫулӑм паян ирхи пӗр сехет тӗлӗсенче алхасма тытӑннӑ.
«Малтан пӗр ҫурт хыпса илчӗ. Ӑна сӳнтернӗ вӑхӑтра иккӗмӗш ҫунма тытӑнчӗ, вӑл пачах тепӗр вырӑнта лараканскерччӗ. Ҫавна май такам чӗртсе яман-ши тесе шухӑшлама май пур», – тенӗ МИХа халӑх корреспонденчӗ.
Асӑннӑ ҫуртсенче никам та пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсенче газ та, ҫутӑ та пулман.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Ӗнер Шупашкарта тата тепӗр ача инкеке лекнӗ. 2016 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ача Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртри 5-мӗш хутран персе анма тӑнӑ. Ача пулӑшма чӗннине Вениамин Егоров ятлӑ ҫын илтнӗ. Турра шӗкӗр, вӑл инкек ҫывӑхӗнче пулнӑ.
«Йӑлтах темиҫе ҫеккунтра пулса иртрӗ. Эпӗ чӳрече патне чупса пынӑ чухне арҫын ача пиллӗкмӗш хутӑн карнизӗнчен ҫакӑнса тӑратчӗ. Эпӗ аялтан алӑпа тытрӑм, вӑл ман алӑ ҫине, унтан курӑк ҫине персе анчӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын журналистсене. Вениамин Егоров ҫийӗнчех 112 номерпе шӑнкӑравласа янӑ.
Халӗ арҫын ачан сывлӑхӗ аптӑрасах каймасть. Ӑна реанимаци уйрӑмӗнчен ахаль палатӑна куҫарнӑ.

Ҫуркунне ҫитсен типӗ курӑка ҫунтарнипе те пушар тухать. Рязань облаҫӗнчи Марьино ялӗнче, ав, темиҫе ҫурт ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑла иртсен типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкек ял пуҫӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм усӑ курман хуралтӑна ҫеҫ сиенленӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ автоцистернӑпа пырса ҫитнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче тӑватӑ ҫурт тата сарай ҫуннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ. Вутра кӗлленнӗ ҫуртсемпе хуралтӑ йывӑҫран купаланӑскер пулнӑ. Вут-ҫулӑм уй енчен сарӑлса пынӑ.
Иртсе кайнӑ талӑкра типӗ курӑк ҫуннине ултӑ тӗслӗх шута илнӗ. Куславкка районӗнче — иккӗ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — пӗрер.

Канашри нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти ҫуртсене те тӗрӗслӗҫ.
Асӑннӑ ҫуртра 2019 тата 2020 ҫулсенче юсав ирттернӗ, ҫивиттие те юсанӑ. Ҫав ҫивитти пӗр сехет ҫурӑра кӗлленнӗ. Виҫӗм ҫул унта инженери сечӗсене улӑштарнӑ, пӗлтӗр — ҫивиттие.
Юсав организацийӗ ҫутӑ пӑралукне епле ылмаштарнине, ҫивиттие вут-кӑвартан асӑрхамалли ӗҫе мӗнлерех пурнӑҫланине, епле материалпа усӑ курнине, технологие пӑхӑннине специалистсем ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ.
Канашри ҫав ҫурта тӗплӗн юсанӑ компани асӑннӑ хулари тата тепӗр 7 ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, Тӑвайӗнче — 1 ҫуртра.

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Канаш хулинчи Разин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра тухнӑ пушар ҫивиттие сиенленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм тӑватӑ подъездлӑ пилӗк хутлӑ ҫуртра ирхи 3 сехет те 30 минут тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Килсӗр-ҫуртсӑр юлнисене вӑхӑтлӑх вырӑн тупса панӑ. Вырӑнти хыснаран ҫемьесене 10-шар пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Халӗ вара вӗсене республика хыснинчен те пулӑшӗҫ. Ҫав тӗллевпе Чӑваш Ен резерв фондӗнчен 3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Пушар хыҫҫӑн «Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предпиятийӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ организаци ӗҫченӗсем ҫурта тивӗҫлипе тытса тӑман тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Шупашкарти Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчи территорире нумай хутлӑ виҫӗ ҫур тума ӗмӗтленеҫҫӗ. Анчах ку сӗнӗве хула строительствин канашӗн ларӑвӗнче тӗрлӗрен йышӑннӑ. Хӑш-пӗр архитектор сӗнӗве архитектурӑри ҫӗнӗлӗх тесе ырласа мухтанӑ, теписем 100 метра яхӑн ҫӳллӗш ҫуртсене Атӑл хӗрринче туса лартни вырӑнсӑр та килӗшӳсӗр тесе хурланӑ.
Проект авторӗ, Мускаври «Атриум» архитектура мастерскойӗн гендиректорӗ Антон Надточий хӑйсен сӗнӗвне мухтанӑ май республика Элтеперӗ Олег Николаев архитектурӑра наци компоненчӗпе усӑ курма сӗннине палӑртса хӑварнӑ, пирӗн ҫуртсенче те тухьяри тимӗр укҫа евӗр япаласем пулӗҫ тесе ӗнентернӗ.
