
Красноармейскинчи ишӗлекен общежитисенче пурӑнакансем ҫӑхавпа Мускава ҫитнӗ. Вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе РФ Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Бастрыкин йышӑннӑ.
Видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ йышӑну вӑхӑтӗнче Красноармейскинчи хастар хӗрарӑмсем хӑйсем пурӑнакан общежитисене никам та тытса тӑмасть, ҫуртсем вара ишӗлсе пыраҫҫӗ тесе евитленӗ.
Александр Бастыркин РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫине Александр Политинина лару-тӑрӑва тӗрӗслеме хушнӑ. Тӗп аппарат вара ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмессине шантарнӑ.

Шупашкар районӗнчи Ленин район судне нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезда тимӗрпе пӳлсе хуни пирки тавӑҫ ҫитерекен пулнӑ. Хваттерпе юнашар лапама икӗ ҫын пӳлсе лартнӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ лапам ҫуртра пурӑнакансен пӗрлехи харпӑрлӑхӗ шутланать.
Те суда тавӑҫ ҫитсе выртнине пӗлнӗрен, хваттерсен хуҫисем подъездри лаптӑка тимӗрпе пӳлсе хунине хӑйсен кӑмӑлӗпех сӳтнӗ, ҫапла вара судра ку ыйтӑва пӑхса тухма тивмен.

Правительство паян газшӑн, ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли тарифсене маларах хӑпартма йышӑннӑ. Хаксене кӑҫал та ӳстернӗччӗ. Тепӗр хутчен вӗсене 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хӑпартмалла пулнӑ та, РФ Правительстви ку утӑма ҫичӗ уйӑх маларах тума йышӑннӑ.
Хаксен ӳсӗмӗн чи пысӑк виҫи 9% ытла пулмӗ, — тесе шантарнӑ Минэкономаталану пресс-службинче.
Кун хыҫҫӑн хаксене 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна ӳстересси пирки шантараҫҫӗ. Апла пулин те халӑхӑн 7 уйӑх хушши ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ытти коммуналлӑ тӑкакшӑн малтан планланинчен ытларах укҫа кӑларса хума тивӗ. Ҫак утӑма тума, имӗш, коммуналлӑ хуҫалӑх кӑлтӑксӑр ӗҫлемешкӗн, пахалӑха упраса хӑвармашкӑн тума тивет.
Ведомство лӑплантарнӑ тӑрӑх социаллӑ тӳлевсене те хӑпартӗҫ, вӗсен виҫине ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ чухне коммуналлӑ тӳлев ӳснине шута илӗҫ.
Ҫӗнӗ хаксене кашни субъект хӑй палӑртӗ.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсама хваттер хуҫисенчен пухакан хак килес ҫул хӑпарӗ.
Ҫавна республикӑра паян алӑ пуснӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ.
Лифтсӑр хваттерсенче пурӑнакансен 2023 ҫулта пӗр тӑваткал метршӑн 7 тенкӗ те 38 пус тенкӗ тӳлеме тивӗ, лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансен – 8 тенкӗ.
Лифтсӑр ҫуртсенче пурӑнакансем кӑҫал пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлеҫҫӗ, лифтлисенче пурӑнакансем – 7 тенкӗ те 51 пус.

Чӑваш Енри нумай хваттрелӗ ҫуртсенче ҫутӑ счётчикӗсене ылмаштарасси малалла пырать. Ҫавӑн пек тума 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче йышӑннӑ 522-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ хистет.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи электросчётчиксене кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫне ылмаштарса пӗтермелле.
Республикӑри мӗнпур районпа хулара уйрӑм ҫынсене 5 пин счётчик лартса памалла, кунсӑр пуҫне тата нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи ҫутӑ тӑкакне шутлакан 850 ытла приборпа трансформатор токне виҫекен 600 комплект вырнаҫтарӗҫ.
Ӗҫшӗн хваттер хуҫисен укҫа тӳлемелле мар. Ҫӗнӗ йышши счётчиксем ҫутӑ мӗн чухлӗ ҫуннине хӑйсемех кирлӗ ҫӗре ҫитерӗҫ.

Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пӳрт ҫуннӑ. Инкек пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ май сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.
Пушар посёлокри Кутузов урамӗнче алхаснӑ. Хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, инкекре пӳрт тата мунча ҫунса кайнӑ. Арҫын мунча хутнӑ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ. Арҫын хӑй чӗрех тӑрса юлнӑ.
Инкеке сӳтсе явакансем хушшинче пушарпа кӗрешекенсене ятлакансем те, вӗсене хӳтӗлекенсем те пур. Хӑшӗсен шучӗпе пушар сӳнтерме вырӑна сахал машина пырса ҫитнӗ.

Чулхула облаҫӗнчи Сосновское поселокра хӗрӗ амӑшне сарая пурӑнма хӑваласа янӑ. Кун пирки кӳршӗ тӑрӑхра тухакан «Кстати…» телепрограмма каласа панӑ.
Татьяна Кузьминична чи малтанах аслӑ хӗрӗпе тата кӗрӳшӗпе пӗрле Макасово ялта пурӑннӑ. Анчах та хӗрӗн ҫемьипе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн унӑн Сосновски поселока куҫма тивнӗ. Кунта унӑн хваттер пулнӑ, хваттерте кӗҫӗн хӗрӗ пурӑннӑ. Поселока куҫса килнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн хӗрӗ аппӑшӗ хваттер пайне ан кӗрейтӗр тесе амӑшне пурлӑха хӑйӗн ҫине ҫырма ыйтнӑ. Амӑшӗ хваттере кӗҫӗн хӗрне парнеленӗ хыҫҫӑн хӗрӗ ӑна хваттере кӗртми пулнӑ. 69 ҫула ҫитнӗ хӗрарӑм суд урлӑ ӑна хваттере яма ирӗк ыйтнӑ, анчах ӗҫ ӑнман. Суд шучӗпе Татьяна Кузминичнӑн Макасово ялӗнче пурлӑх пур, прописка тӑрӑх вӑл унта тӑрать.
Хальхи вӑхӑтра карчӑк Сосновски поселокра вырнаҫнӑ сарайра пурӑнать. Кӗҫӗн хӗрӗ ултавпа туртса илнӗ хваттерӗн чӳречисем шӑп та лӑп сарай енне тухаҫҫӗ. Татьяна Кузминична урай ҫинчех ҫывӑрать, йӗри-тавра йӗкехӳресем чупаҫҫӗ. Унӑн малтан апат-ҫимӗҫ упрамашкӑн холодильник те пулнӑ, анчах хӗрӗ электричество пралукне татнӑ хыҫҫӑн вӑл ӗҫлемест.
Репортаж тухнӑ вӑхӑтра аслӑ хӗрӗ кӑнтӑрта каннӑ, кӗҫӗн хӗрӗ упӑшкипе пӗрле журналистсемпе калаҫасшӑн пулман.

Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар алхасма тытӑннӑ.
Вут-ҫулӑм Ленинла комсомол урамӗнчи 62-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене инкек пирки 7 сехет те 10 минутра пӗлтернӗ. Пушар ҫиччӗмӗш хутра вырнаҫнӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте тухнӑ.
9 хутлӑ ҫуртри подъездран 25 ҫынна эвакуациленӗ. Пушара 7 сехет те 49 минут тӗлне сӳнтернӗ.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.

Чӑваш Енри коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем асӑннӑ отрасль объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен, ӗҫе 59,9 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ.
Ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ енчен Йӗпреҫ (29,0%), Сӗнтӗрвӑрри (31,4%), Ҫӗмӗрле (32,5%) тата Ҫӗрпӳ (34,6%) районӗсем юлса пыраҫҫӗ.
Коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ, Тӑвай районӗсем тата Улатӑр хули малта. Вӗсенче палӑртнӑ ӗҫ калӑпӑшӗн 70 процентне пурнӑҫланӑ.

Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем хӑйсен тӑрӑхӗнче вӑрман вырӑнӗнче ҫурт-йӗр комплексӗ хӑпартса лартассине хирӗҫ иккен. Ҫав вӑхӑтрах республика Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ комплекс валли 1 миллиарда яхӑн тенкӗ инфраструктура кредичӗ пама йышӑну кӑларнӑ.
«Дубрава-парк» ҫурт-йӗр комплексне вӑрман вырӑнӗнче хӑпартмалла-мӗн. Унта нумай хваттерлӗ 19 ҫурт пулмалла-мӗн. Вӗсенчен 15-шне 10 хутран пуҫласа 21 хутлӑ тӑвасшӑн иккен.
10 миллион ытла тенкӗ тӑракан проект хальлӗхе хатӗр мар-мӗн-ха. Эскиз вара пур. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр комплексӗ Миттов бульварӗ, Фруктовӑй, Тополинӑй урамсем тата Сугутка юханшывӗ хушшинче пулӗ.
