
Шупашкара ракета вӗҫсе килсен ВНИИР завод ҫеҫ мар, ҫурт-йӗр тата тӗрлӗ инфраструктура сиенленнӗ. Аса илтерер:
Шар курнӑ пурлӑх пирки пӗлтерме хулара хӗрӳ лини ӗҫлеме тытӑнни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унӑн номерӗ 23-50-76.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ пурлӑха хак паракан комисси кӗҫех ӗҫе пуҫӑнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти пилӗк ача амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хыснари ҫур миллион тенке вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта вӑл Социаллӑ фонда документсем тӑратса патшалӑх субсидине илнӗ: 500 пин тенкӗ. Ку укҫана ӑна «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн округра ҫурт тума уйӑрса панӑ. Вӑл вара унпа тӗллевлӗ усӑ курман, хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ.
Следстви пынӑ вӑхӑтра хӗрарӑмӑн йӗрке хуралне килсе хӑйӗн ятне паллӑ тумалла тесе йышӑннӑ.

Ҫынсене ишӗлекен ҫуртра усранӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Сӗнтӗрвӑрринчи ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсене урӑх ҫӗре вӑрах вӑхӑт куҫарманран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ хулара ун пек икӗ ҫурт иккен.
Хулари К. Иванов тата Бондарев урамӗнчи ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансем эпир маларах асӑннӑ управлени пуҫлӑхӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Бондарев урамӗнчине 2018 ҫултах ишӗлекеннисен шутне кӗртнӗ, К. Иванов урамӗнчине — 2020 ҫулта. Анчах унта пурӑнакансене ҫавӑнтан куҫарма васкаман.
Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта 400 миллион тенкӗпе пӳрт сутаҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра ун пеккисене коттедж теме юратаҫҫӗ-ха. Акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ҫав сӑмах пӗр ҫемье пурӑнмалли пӳрте пӗлтерет. Анчах пирӗн ҫӗршывра ку сӑмахпа усӑ курса калани пӳрт чаплине, сумлине пӗлтерет.
400 миллион тенкӗпе сутма палӑртнӑ ҫурт, чӑн та, чаплӑ темелле пуль. Тепӗр тесен, кама епле пӳртре пурӑнма хӑтлӑ ӗнтӗ: тепӗр ҫынна пӗр хутли те килӗшет. Юрӗ, Шупашкарти патнех таврӑнар-ха. Ку ҫурт 4 хутлӑ иккен. Вӑл 1200 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать, унӑн ҫӗр лаптӑкӗ — 40 сотка.
Хаклӑ ҫурт «Волжский-2» микрорайонти Пукрав урамӗнче вырнаҫнӑ. Пӳрте 2010 ҫулта кирпӗчрен туса лартнӑ. Шалта мунча е сауна, бассейн пур иккен. Гараж та пур.
Ку ҫуртӑн пӗр тӑваткал метрӗ вӑтамран 333 пин тенке кайса ларать.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем паян ир енне ҫутӑсӑр тата шывсӑр тӑрса юлнӑ. Шыв, ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, асӑннӑ поселокӑн Совет урамӗн вӗҫӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенче ҫук.
«Пирӗн ҫуртра ялан ҫапла», — тесе ҫынсем ҫуртсене чатӗсенче кӑмӑрланма пуҫланӑ ҫеҫ, вырӑнти яваплӑ тӳре-шара пысӑк вольтлӑ лини ҫинче инкек пулнине пӗлтернӗ.
Инкек Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр, Алькеш тата Кӑнтӑр микрорайонӗсене пырса тивнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра светофорсем те ӗҫлемеҫҫӗ.

Шупашкар сарӑлса та пысӑкланса пырать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ микрорайонсем тата ҫурт-йӗр комплексӗсем йӗркеленеҫҫӗ.
Халӗ ун пек комплекса Ҫӗнтерӳ паркӗ патӗнче ҫӗклесе лартма палӑртнӑ. Унта нумай хутлӑ темиҫе ҫурт купалама шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен ҫӳллӗшӗ 9 хутран пуҫласа 24 хут таран пулӗ.
Ҫӗнтӗрӳ паркӗ патӗнчи Хӗвелтухӑҫ тӑвайккинче тума палӑртнӑ ҫӳрт-йӗр комплексӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва халӑха пухса сӳтсе явасшӑн иккен. Хула ҫыннисем асӑннӑ вырӑнта ун пек ҫуртсем кирлипе кирлӗ марри, вӗсем килӗшӳллипе килӗшӳлли марри пирки унта пӗлтерме пултарӗҫ. Анчах ҫынсем каланине строительсемпе яваплӑ тӳре-шара итлессипе итлемесси, хӑлхана чикессипе чикмесси вара, ахӑртнех, урӑх калаҫу-тӑр...

Канашри ишӗлсе пыракан ҫуртра пурӑнакансем Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсен ҫурчӗ Автовокзал урамӗнче вырнаҫнӑ иккен. Ҫав ҫурта 2018 ҫултах ишӗлекен ҫурт тесе йышӑннӑ. Анчах унта пурӑнакансен ыйтӑвӗ паян кун та татӑлман, вӗсен пурӑнма начар ҫуртра тӗпленсе пурӑнма тивет.
Александр Полтинин хӑйӗн патне йышӑнӑва пынӑ Канаш ҫыннисее тӗплӗн итленӗ, вӗсем илсе пынӑ хутсене тарӑннӑн тишкернӗ, унтан Канашри пайӑн тӗпчевҫисене ку ыйтупа пуҫиле ӗс пуҫарма хушнӑ.
Тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫармалла. Ӗҫ вырӑнӗнчи ҫынсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫламанран ҫынсем правине пӑссан шӑпах ҫав статьяпа явап тыттараҫҫӗ.

Шупашкарти Алькешра чикансем хӑйсем тӗллӗн ҫурт-йӗр хӑпартса лартнӑран ҫавсене хула ертӳҫисем сӳтме йышӑннӑ. Кун пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: асӑннӑ микрорайонта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин, Шалти ӗҫсен министерствин, Росгвардин, военкоматӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ.
Алькешри ҫӑв вырӑнта ҫынсем хӑйсем тӗллӗн хӑпартса лартнӑ 23 хуралтӑна сӳтнӗ. Асӑннӑ ҫурт-йӗр хула строительствин нормисемпе килӗшсе тӑмасть иккен, ҫавӑнпа муниципалитетӑн ҫӗрне саккуна пӑсса хӑпартса лартнӑ объектсенчен тасатма йышӑннӑ.
Анчах хула ертӳҫисем ҫынсене хӗрхеннӗ, вӗсене 70 миллион тенкӗ субсиди уйӑрса панӑ, хӑшӗсене вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑна куҫса кайма сӗннӗ.

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурта йӗркеллӗ тытса тӑман. Унӑн ҫивиттийӗнчен шыв кайса пурӑннӑ, нӳхрепе вара шыв тулнӑ.
Пӑтӑрмах пирки ҫав ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхне Александр Полтинина пӗлтернӗ. Вӑл Пӑртас ялӗнчи Шкул тӑкӑрлакӗнчи 6-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ҫурт никӗсӗ йӑтӑнса та анма, инженери коммуникацийӗсем юрӑхсӑра тухма пултараҫҫӗ тесе пӑшӑрханнӑ.
Ҫурта йӗркеллӗ тытса тӑманран Александр Полтинин ӗҫтешӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарма хушнӑ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан сусӑр хӗрарӑма газсӑр, канализацисӗр общежитире пӳлӗм панӑ. Ку ҫуртӑн туалечӗ те урамра иккен. Кун пирки хӗрарӑм Раҫҫӗйӗн Следстви комитечен информаци центрне шӑнкӑраласа пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх. Туктамӑш ялӗнчи унӑн уйрӑм ҫуртне ишӗлет тесе йышӑннӑ. Ку вӑл 2012 ҫулта пулнӑ. 2017 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Чутайӗнчи Ҫӗнӗ урамри общежитире пӳлӗм уйӑрса панӑ. Пӳлӗмре газ та, канализаци те ҫук, туалет урамра вырнаҫнӑ.
Хӗрарӑм сусӑр, апла пулсан ӑна пурӑнмалли хӑтлӑ ҫуртпа черетсӗрех тивӗҫтермелле. Вырӑнти суд та кун пек йышӑну кӑларнӑ. Апла пулин те вырӑнти тӳре-шара хӗрарӑма пулӑшма васкамаҫҫӗ иккен. Сусӑра аякри пӗр ялта хваттер сӗннӗ-мӗн-ха, анчах унта йӗркеллӗ инфраструктура ҫук иккен.
Халӗ ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тӗпчӗҫ.
