Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Пӑрачкаври учительсен семинарийӗ пулнӑ ҫурта сутса ярӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.09.2026 10:30 | 52 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ДОМ.РФ Пӑрачкаври учительсен семинарийӗ пулнӑ ҫурта сутса яма хатӗрленет. Асӑннӑ ҫурт федераци пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланать. Ӑна сутса ямалли процедурӑна кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта ирттересшӗн.

Мезонина шута илсен икӗ хутлӑ ҫурт калӑпӑшӗ — 1125 тӑваткал метр лаптӑ, вӑл 947 тӑваткал метр лаптӑк ҫӗр йышӑнать. Ҫурта вырӑс классицизмӗн стилӗпе туса лартнӑ.

Историлле палӑк тӗрлӗ инвестици преокчӗ валли илӗртӳллӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Унта хӑна ҫурчӗ, суту-илӳпе офис центрӗ е креативлӑ вӗренӳ уҫлӑхӗ йӗркелеме пулать.

Ҫурта 1780 ҫулта П.И. Салтыков граф туса лартнӑ. Кайран вӑл унӑн тӑванне куҫнӑ. 1833 ҫулта вӑл ҫуртра Пушкин чарӑнса тӑнӑ текен сӑмах та ҫӳрет. 1861 ҫулта ҫурт император картишне куҫнӑ. Илья Ульянов ҫине тӑнипе 1872 ҫулта унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи учитель семинарийӗсенчен пӗрне уҫнӑ. Унта учительсене 1951 ҫулчченех вӗрентсе кӑларнӑ.

#ҫурт-йӗр, #Пӑрачкав, #суту-илӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем