Ҫурт-йӗр
![]() fishki.net сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫемье асӑннӑ тӑрӑхра вӑрманта пурӑнать. Василий ятлӑ арҫын унта пурӑнма тытӑнни ултӑ ҫул ытла иккен. Малтан ҫемье хваттер тара илсе пурӑннӑ, кайран, аренда хакланса кайсан, вӑрмана тухса утнӑ. Унта арҫын ал айӗнчи хатӗр-хӗтӗртен (пӗренепе полиэтиленран) пӗчӗк хуралтӑ туса лартнӑ. Василий ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл та, унӑн арӑмӗ те ӗҫлеҫҫӗ. Вӑрманти хуралтӑра хӗл каҫма уйрӑмах йывӑр иккен. Хӗлле ҫемье газ баллонӗпе ӑшӑнать. Ҫутӑ валли мӑшӑр генераторпа усӑ курать. Апатланма ҫурма фабрикат туянаҫҫӗ: пельмен, хутаҫри яшка, котлет. Шыв ӑсма тата ҫӑвӑнма юханшыв хӗрне анаҫҫӗ. Вӑл ҫуртран 1 километрта вырнаҫнӑ. Чӑваш Енрен мӗншӗн тухса кайнӑ тесе кӑсӑклансан Василий: «Унта нимӗнле ӗҫ те ҫук. Пачах та», — тесе хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |