Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Республикӑра: Газ кӗртес ыйтупа регионти штаб туса хунӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 02.08.2021 19:49 | 166 хут пӑхнӑ
Республикӑра
senatinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ
senatinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре газ кӗртес ыйтупа ӗҫлекен регионти штаб туса хума йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ӗҫлӗ хутра 2021-2025 ҫулсенче Чӑваш Енри уйрӑм ҫын ҫурчӗсене газ кӗртесси пирки пырать. Ун пек йышӑнӑва маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ. Федераци саккунӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен вӑя кӗчӗ.

Пирӗн республикӑра ҫитес вӑхӑтра 63 пин ытла ҫуртра кӑвак ҫулӑм ҫунма тытӑнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Газ пӑрӑхне ҫурт вырнаҫнӑ ҫӗр патне ҫитернӗшӗн кил хуҫисен тӑкакланма тивмӗ, киле кӗртнӗшӗн кӑна тӳлеттерӗҫ.

Заявкӑсене «Газпром газораспределение Чебоксары» обществӑн филиалӗсемпе газ участокӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче тата МФЦсенче йышӑнмалла тӑвас ыйтӑва та татса парасшӑн.

#газификаци, #хушусем, #ҫурт-йӗр, #пулӑшусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

11 ветеран хваттер илӗ
2020, 10, 14
«Вӑрҫӑ ачисене» пулӑшасшӑн
2020, 11, 25
Канаш хулинчи ҫынсене укҫа парӗҫ
2021, 04, 05
Ҫурт-йӗр туянакансем валли — ҫӑмӑллӑхлӑ тепӗр программа
2021, 06, 01
Килсӗр-ҫуртсӑр арҫына мӑнастире ӑсатнӑ
2021, 06, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org