Ӗнер пирӗн республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртнӗ, вӑйлӑ ҫил тухса кайнӑ хыҫҫӑн 11 районти 33 ял ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫутҫанталӑка пула 2763 ҫуртра ҫутӑ сӳнсе ларнӑ.
Пӑрачкав салинче, тӗслӗхрен, Сад урамӗнче йывӑҫ ӳксе ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ, Яшин урамӗнче трансформатор подстанцине аҫа ҫапнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти 12 урам ҫутӑсӑр юлнӑ.
Паянхи, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи, ир тӗлне Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи 14 ялта ҫутӑ пулман. Вӗсенчи 1244 ҫуртра ҫынсем электричествӑсӑр лараҫҫӗ. Ҫутӑ парассине кӑнтӑрла тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче те аслатиллӗ ҫумӑр, вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑн республикӑри хӑш-пӗр вырӑнта ҫутӑ сӳнсе ларнӑччӗ. Ун чухне 17 пин ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.