Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Вырӑс Улхашӗнчи пушара сӳнтернӗ самант Ҫуркунне ҫитсен типӗ курӑка ҫунтарнипе те пушар тухать. Рязань облаҫӗнчи Марьино ялӗнче, ав, темиҫе ҫурт ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑла иртсен типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкек ял пуҫӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм усӑ курман хуралтӑна ҫеҫ сиенленӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ автоцистернӑпа пырса ҫитнӗ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче тӑватӑ ҫурт тата сарай ҫуннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ. Вутра кӗлленнӗ ҫуртсемпе хуралтӑ йывӑҫран купаланӑскер пулнӑ. Вут-ҫулӑм уй енчен сарӑлса пынӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра типӗ курӑк ҫуннине ултӑ тӗслӗх шута илнӗ. Куславкка районӗнче — иккӗ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — пӗрер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |