МЧС каллех асӑрхаттарать: Чӑваш Енре аслатиллӗ ҫумӑр ҫума, ҫил алхасма пултарать. Ведомствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче пӑсӑлӗ.
Ҫил ҫеккунтра 22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Чӑваш Ен гидрометцентрӗ вырӑнӑн-вырӑнӑн аслати авӑтма, пӑр ҫума пултарасси пирки пӗлтерет.
Ҫил вӑйлӑ вӗрнӗрен электричество, ҫыхӑну линийӗсем татӑлма, ҫирӗп мар конструкцисем ӳкме, кивӗ пӳрт тӑррисем сиенленме, транспорт япӑх ҫӳреме пултарӗ.
Ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ тӗк 01 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Кӗсье телефонӗнчен 112 номерпе шӑнкӑрав ямалла.
Чӑваш Енре аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарасси пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пӑр пахча ҫимӗҫе, тыр-пула шар кӑтартнӑ.
Елчӗк районӗнче ав тӑкака шутлаҫҫӗ. Уйрӑмах Яманчӳрел ялӗ шар курнӑ. Унта вӑйлӑ ҫумӑр ҫулсене юхтарса кайнӑ, ҫил йывӑҫсене йӑвантарнӑ. Путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Вӑл пахча ҫимӗҫе кӑна мар, тыр-пулӑн пӗр пайне те сиенлетнӗ.
«Яманчӳрел» агрофирмӑн уйӗсенче 350 гектара яхӑн тухӑҫ пӗтнӗ: пӑрҫа, тырӑ сиенленнӗ. Шел те, вӗсене страхламан пулнӑ.
Пӑр ҫунӑ вырӑнсенче тыр-пул тек ҫитӗнеймӗ. Ӑна сенажа хывасси ҫеҫ юлать. Кун пирки район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ.
Ӗнер ҫулталӑкри чи ӑшӑ кун пулнӑ. Шупашкарта термометр 30 градус кӑтартнӑ, Патӑрьел тӑрӑхӗнче вара сывлӑш 32 градус таран ӑшӑннӑ. Сывлӑш нӳрӗк пулнӑран тата шӑрӑх пек туйӑннӑ.
Ҫитес кунсенче те шӑрӑх тӑрӗ. Анчах вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Юрать-ха, ҫил вӑйлӑ пулмӗ. Ҫумӑр ҫусан та термометр 30 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Кӗҫнерникунпа эрнекун та хӗвел пӑхӗ, ҫил ҫӳрҫӗр енчен вӗрнӗрен, сывлӑш нӳрӗклӗхӗ пӗчӗкленнӗрен шӑрӑх чакӗ. Шӑматкун ҫумӑр ҫумӗ, вырсарникун вара каллех аслатиллӗ ҫамӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарӗ. Сывлӑш температури ҫавах 35 градус таран хӑпарӗ.
Ан пӑшӑрханӑр: ҫил нумаях алхасмӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑна шӑрӑх ҫанталӑк, чӑн-чӑн ҫулла, килӗ. Чӑваш Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр пӗр кун ҫумӑр ҫукалӗ, унтан термометр кӑтартӑвӗ ҫӳлерех хӑпарӗ.
Паян ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил хушӑран ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Кӑнтӑрла 13 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫӗрле – 9-14, кӑнтӑрла 23-28 градус ӑшӑ пулӗ.
Шӑматкун ҫумӑр ҫумӗ, сывлӑш температури 27-32 градус пулӗ, ҫӗрле 12-17 градус. Республика кунӗнче те шӑрах ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрла 28-33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле вара – 14-19 градус.
Паян каллех ҫил вӑйланнӑ, Шупашкарта самай алхаснӑ. Вӑл хӑш-пӗр япалана илсе ывӑтнӑ, йывӑҫсене тӳнтернӗ. «Про Город» хаҫат сайтӗнче ҫынсем Шупашкарта вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑнхи сӑнӳкерчӗксене вырнаҫтарнӑ.
«Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ патӗнче йывӑҫ хуҫӑлса аннӑ. Граждан урамӗнчи 62\1 тата 64-мӗш ҫуртсен ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап контейнерне вӗҫтернӗ. Кадыков урамӗнчи 24-мӗш ҫурт патӗнче те йывӑҫ тӳнсе аннӑ. Вӑл хӗрарӑма кӑштах лекнӗ, унӑн ҫулне пӳлнӗ.
Ытти чухне МЧС япӑх ҫанталӑк пулассине систерсе телефон ҫине СМС-ҫыру яраканччӗ. Чылайӑшӗн паян кунашкал СМС килмен. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫил вӑйланиччен темиҫе минут маларах кун пирки пӗлтернӗ-ха.
«Батарейка килсе пар та ҫутҫанталӑка упра!» - ҫакнашал ятпа ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви акци ирттерет.
Ведомство усӑ курнӑ батарейкӑсене пуҫтармашкӑн ятарлӑ контейнер лартнӑ. Ӑна Шупашкарта Ленинград урамӗнче 33-мӗш ҫуртра 1-мӗш хутра вырнаҫтарнӑ. Батарейкӑсене ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен килсе пама пулать.
Усӑ курнӑ батарейкӑсене «Экологи» НПО» тулли мар яваплӑ обществӑра экологи стандарчӗсене тата хӑрушлӑх мерисене тӗпе хурса тӗп тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: тухса пенӗ пӗр батарейка 20 тӑваткал ҫӗр лаптӑкне, 300 литр шыва тасамарлатма пултарать.
Ыран ИӖМ каллех асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, юнкун, республикӑра хӑрушлӑх «сарӑ» шая хӑпарӗ.
Синоптиксем ҫанталӑк пӑсӑласса пӗлтереҫҫӗ. Ыран ҫил кассӑн-кассӑн ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет. Хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.
Ҫил вӑйланнине пула транспорт япӑх ҫӳреме пултарать, электропередачӑсен линийӗсем тата ҫыхӑну татӑлас, кивӗ ҫуртсен тӑррисем ишӗлсе анас хӑрушлӑх пур.
ИӖМ ҫил вӑйланнӑ вӑхӑтра электропралуксенчен, реклама щичӗсенчен, ҫӳллӗ строительство техникинчен айккинче тӑма сӗнет, вӗсен ҫывӑхне автомобиле лартмалла марри пирки асӑрхаттарть.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫав кунах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе Улатӑра оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ.
Ятарлӑ комисси вӑйлӑ ҫил кӳнӗ тӑкака шутланӑ. Уйрӑмах нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт шар курнӑ. Малтанах комисси «Стрелка» микрорайонти 37-мӗш ҫурт умӗнче чарӑннӑ. Унта тӑкак 370 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ҫил ҫурт тӑррин 300 тӑваткал метрне сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем ӑна юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ материал витеҫҫӗ.
Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт та самай сиенленнӗ. Ӑна 10 ҫул каялла кӑна хӑпартнӑ. Тӑрӑран нимӗн те юлманпа пӗрех. Хальлӗхе хваттерсене ҫумӑр анасран витнӗ-ха, тӗп ӗҫе специалистсем ыран пуҫӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсемпе экологи министрӗн ҫумне кама лартасси паллӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнине хыпарланӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, министр ҫумӗ пулма икӗ ҫын ӗмӗтленни палӑрать: Николай Косулин тата Николай Судаков. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ҫумӗ Юрий Васильев ертсе пыракан комисси Николай Косулиншӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Николай Судакова та сирсе яман — ӑна министерствӑн кадр резервне кӗртме сӗннӗ. Конкурса хутшӑннӑ икӗ кандидат та асӑннӑ ведомствӑра, тӗрлӗ пай пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшать.
Аса илтерер, кӑҫалхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче министр ҫумне Владимир Кузюкова ӗҫрен кӑларнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» тетел ун чух пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак должноҫе 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен йышӑннӑ Владимир Кузюков министерствӑри ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗртен-пӗр специалист пулнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ҫуркуннен юлашки кунӗнче, республикӑра юр ҫунӑ. Вӑл нумай вӑхӑт ҫуман-ха, ҫапах ҫынсем сӑн, видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ.
Шупашкарта тӗллӗн-тӗллӗн юр ӳкнӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта пӑр та ҫунӑ. Синоптиксем ҫитес вӑхӑтра та юр ҫума пултарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче ҫӗр 2-5 градус таран шӑнӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче республикӑра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Асар-писер ҫанталӑк икӗ ҫынна шар кӑтартнӑ, вӗсем суранланнӑ. Ҫил шкул, ҫурт тӑррисене сӳнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |