Чӑваш Енре ыран вӑйлӑ ҫил алхасас хӑрушлӑх пур. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Вӑл вара республикӑн Гидрометцентрӗ хыпарланине систерет.
Гидрометцентра ӗненсен, ыран пирӗн тӑрӑхра ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле. Аслати авӑтасси пирки те асӑрхаттараҫҫӗ.
Ҫанталӑк япӑхса кайсан вӑйлӑ ҫилпе электролини тата ҫыхӑну линийӗсем татӑлас хӑрушлӑх пулӗ. Вӑйсӑр ларакан конструкцисем персе анма пултарӗҫ. Транспорт ҫӳрессине те витӗм кӳрес хӑрушлӑх пур.
Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче ҫынсене хӑрушӑ вырӑнсен ҫывӑхӗнче тӑма сӗнмеҫҫӗ. Тӳнме пултаракан япаласемпе юнашар автомашинӑсене лартмалла мар. Шыв вӑйлӑ хумханнӑ чух кимӗ таврашӗпе ишме тӑхтамалла.
Кунашкал шӑрӑх ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 2010 ҫулта пулнӑ. Республикӑра темиҫе кун ӗнтӗ 30 градус шӑрӑх тӑрать. Ку нормӑран 10-11 градус нумайрах.
Ҫӗмӗрт чечек ҫурсан сивӗ килет теҫҫӗ. Кӑҫал вара ҫак йывӑҫ чечек ларсан та шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Анчах синоптиксем кӗҫех сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ.
Ыран шӑрӑх пулӗ-ха, хӗвел ҫинче 40 градус таранах ҫитӗ. Юнкун сывлӑш температури 26-28 градуса ҫитӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк сивӗтӗ: 17-22 градус. Шӑматкун та хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ, урамра 13-18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 3-8 градус. Вырсарникун ҫӗрле тӑм ӳкме пултарать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ӑшӑтӗ.
Пӗрисем Хӗрлӗ кӗнекери ҫӗлене сутасшӑн пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче хыпарланӑ. Унта ҫӗлен хакне, сутуҫӑсен телефонӗсене кӑтартнӑ. Сайта кирек кам та кӗрсе пӑхма пултарнӑ.
Хӗрлӗ кӗнекери ҫӳхе хӳреллӗ полоза сутакансен пӗлтерӗвне Патӑрьел район прокуратури асӑрханӑ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн сайта ӗҫлеттермелле мар тума ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
Полоз, сӑмах май, кӑнтӑрта пурӑнать. Вӑл наркӑмӑшсӑр ҫӑткӑн ҫӗлен шутланать. Ӑна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Ҫавӑнти чӗрчунсен списокӗнче ӑна 219-мӗш номерпе шута илнӗ. Хӗрлӗ кӗнекери чӗрчунсене сутнӑшӑн Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗпе явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Пӳкасси ялӗнчен инҫе мар вырӑнта ӗнер пушар тухнӑ.
Кун пирки Галина Миллина ятлӑ ҫын «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ.
Хӗрлӗ автан алхаснине автор «Вятка» автомобиль ҫулӗпе иртсе пынӑ чухне, Мӑн Пӳкасси ялӗ тӗлӗнчерехре, асӑрханӑ. Ним пулман пек малалла вирхӗнмен — пушарпа кӗрешекенсене систернӗ.
Лешсем, пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрах кӗттермен — вырӑна васкавлӑн ҫитнӗ.
Ҫулӑма асӑрханисем те инкек вырӑнне вссканӑ. Галина Миллина ҫырнӑ тӑрӑх, ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ-мӗн. Ҫавӑ ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫсем айӗнчех алхаснине кура вӑрман хыпса илме пултарнӑ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушар машини ҫулӑма сӳнтернӗ.
Малтанах синоптиксем ҫу уйӑхӗ сивӗ килессе пӗлтерчӗҫ. Анчах хӑвӑрах куратӑр: урамра ҫуллахи шӑрӑх хуҫаланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе сивӗтмест-ха.
Ыран кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче сывлӑш температури 23-28 градус таранах ӑшӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче тата шӑрӑхрах пулӗ: сулхӑнра термометр 30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Чӑн-чӑн ҫулла!
Хальлӗхе шӑрӑх ҫанталӑк хӑҫанччен тӑрассине хыпарламан. Ахӑртнех, Уйӑх тулнӑ кун, 19-мӗшӗнче, ҫанталӑк улшӑнӗ.
Юлашки кунсенче ҫанталӑк аван тӑчӗ. Ҫавна май хутса ӑшӑтмалли сезона вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах хваттерте сывлӑш уҫӑрах пулать тесе савӑнма иртерех-ха. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑнкуна ҫанталӑк сивӗтет.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тинех тахҫантанпах кӗтнӗ ҫумӑр ҫӑвӗ: 1 тӑваткал метр лаптӑк ҫине 5-10 литр шыв лекӗ. Ыран ҫанталӑк хӗвеллӗ тӑрӗ, улшӑнмӗ: сывлӑш температури 18-23 градус пулӗ. Ҫурҫӗр енчи районсенче кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫил вӑйланать, каҫхине аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.
Вырсарникун кӑнтӑрлаччен ҫумӑр вӑйланӗ, сивӗтӗ. Ҫил самай вӑйлӑ вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Ҫӗрле ҫӗр шӑнма та пултарать. Тунтикун вара каллех типӗ ҫанталӑк килӗ, ҫил чарӑнӗ. Ҫапах ҫанталӑк питех ӑшӑ тӑмӗ: 10 градусран иртмӗ. Ҫӗрлесерен вара шӑнтӗ.
Ну ака уйӑхӗ хӑйӗн ӑшшипе савӑнтарчӗ! Ҫу уйӑхӗ вара пире мӗнпе тӗлӗнтерӗ?
Синоптиксем ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каҫхине сивӗтессине, юр ҫума пултарассине пӗлтереҫҫӗ. Уйӑх тӑршшӗпех ҫанталӑк улшӑнса тӑрӗ, пӗтӗмӗшле илсен – климат норминчен сивӗрех пулӗ.
Ҫу уйӑхӗнче тӑватӑ хутчен сивӗтет: ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн, уйӑх варринче тата 25-мӗшӗсенче. Каҫхине ҫӗр ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗчченех шӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тата варринче юр ҫума пултарӗ.
Паллах, уйӑх хӑйӗн ӑшшипе те савӑнтарӗ. 6, 12 тата 20-мӗшӗсенче чи ӑшӑ кунсем пулӗҫ ахӑртнех. Апла-и, капла-и – кӑҫал ҫуллахи ҫанталӑк ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн пата ҫитӗ. Ҫак кунран республикӑра антициклон хуҫаланӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре кураксене шутлӗҫ. Ку ӗҫе республикӑра пурӑнакансене те хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Акцие Чӑваш наци музейӗ Раҫҫейри кайӑксене сыхлакан пӗрлӗхпе пӗрле ирттерет.
Акцие кирек кам та хутшӑнаять. Кун валли анкета тултармалла. Кайран ӑна электронлӑ адреспа, пӗринпе, ямалла: chnm8@cap.ru, yakovlev_volodya@mail.ru.
Палӑртмалла: акцие Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Кураксене кашни 20 ҫулта шутланӑ. Юлашкинчен «Эткер» 1999 ҫулта шута илнӗ. Ҫакӑ паллӑ: 1979 ҫултан пуҫласа 1999 ҫулччен кураксен йышӗ 178 пинрен 73 пин мӑшӑр таран чакнӑ.
Йӑршу юханшывне Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчен каяш шывӗ лекнишӗн айӑплине тупнӑ. Ҫав ҫын ятне асӑнман-ха. Анчах вӑл унта ӗҫленӗскер пулни паллӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ тӑракан вырӑншӑн 2018 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче яваплӑ пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд яваплӑ специалист хранилищӗн бетон карти шанчӑксӑр пулнине пӗлсе тӑрсах нимӗн те туман тесе палӑртнӑ. 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тислӗк шывӗ юхса тухса Йӑршӑва лекнӗ. Унта пулӑ вилсе пӗтнӗ. Тӑкака 2 миллион та 200 пин тенкӗ тесе хакланӑ.
Шупашкар районӗнчи суд хапрӑк ӗҫченне 300 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче юр ҫуса лартни савӑнтармарӗ-и? Ан кулянӑр, ака уйӑхӗнче ҫанталӑк самай лайӑхланасса шантараҫҫӗ синоптиксем.
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех ҫанталӑк лайӑх енне улшӑнӗ. Кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ, сывлӑш температури кӑнтӑрла 5-10 градус тӑрӗ. Акан 5-18-мӗшӗсенче юр та, ҫумӑр та ҫумӗ. Акан 8-мӗшӗнчен пуҫласа термометр 15 градус ӑшӑ таранах ҫитме пуҫлӗ, каҫсерен шӑнтмӗ. Акан 12-мӗшӗ тӗлне юр ирӗлсе пӗтмелле, пӑр каймалла.
Уйӑх варринче кӑштах сивӗтӗ. Уйӑх тулсан, акан 19-мӗшӗ хыҫҫӑн, ҫумӑр ҫукалӗ, аслати авӑтма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 15-20 градус таранах ӑшӑнӗ.
Уйӑх вӗҫӗнче каллех кӑштах сивӗтӗ. Синоптиксем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗ сивӗ килме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |