Тутарстанра пӗчӗк карапсен патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем Чӑваш Енри катер Атӑл тӑрӑх юхса пынине асӑрхаса тӑраҫҫӗ.
Асӑннӑ хатӗр хӗлле шӑнса ларнӑ та халӗ пӑр ирӗлнӗ май шывпа юхса кайнӑ. Пӑр вӑйлӑ юхнӑан ун патне пырса кӗме хальлӗхе май ҫук.
«Ярославец» катерта ҫынсем пулман. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кушник ялӗ ҫывӑхӗнчи причалта ларнӑ.
Халӗ катер Тутарстанри Зеленодольск хули тӗлне пырса ҫитнӗ. Вӑл унти Атӑл улӑ сарнӑ чукун ҫул кӗперӗ тӗлӗнче.
Катер ҫыран хӗрне пырса чарӑнсан ӑна хуҫи пырса илсе килӗ.