Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗ сарӑласран йышӑнакан мерӑсем сунарҫӑсене те пырса тивнӗ. Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурхи сунарпа ҫыхӑннӑ мӗнпур мероприятие чарса лартма йышӑннӑ. Ҫавӑн пек хушӑва республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Воробьев пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Коронавирус инфекцийӗ сарӑласран йышӑннӑ мерӑсене пӑхӑннӑ май сунара ҫӳреме ирӗк парассине чарса лартнӑ.
Ҫапла вара ҫурӑм хыҫне пӑшал ҫакса вӑрманпа хире каяймӑн.
Чӑваш Енри тата ҫӗршыври паллӑ орнитолог, Александр Яковлев, ҫитмӗл те ҫичӗ кайӑкпа паллаштарассине пӗлтерет. Заповедник тытӑмне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле вӑл «365 заповедных птиц» (чӑв. Заповедникри 365 кайӑк) ҫулталӑк марафонӗ ирттернӗччӗ.
Хальхине хастар орнитолог Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. 3–4 уйӑх йӗркелесе пыма шантарнӑ вӑл ҫак ӗҫе. Вӑл вӑхӑтра 77 кайӑкпа паллаштарӗ. «77 телейлӗ число», – тет орнитолог.
«77кайӑк (77 птиц) – «Ҫитмӗл те ҫичӗ кайӑк» марафонти пӗрремӗш кайӑк – тӑрна. Кашни кайӑкпах икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла – паллаштарма шантарнӑ.
«Тӑрна — Чӑвашри чи пысӑк кайӑксенчен пӗри. Юр ирӗлсе пӗтсен мӑшӑр шурлӑхлӑ вырӑнта йӑва ҫавӑрать, икӗ ҫӑмарта хураҫҫӗ. Чӗпсем тухсан шурлӑхра, ҫаран синче тӗрлӗ тымар-курӑк, вӑрӑ, ҫырла, шапа-пулӑ тупса ҫиеҫҫӗ. Хӗл каҫнӑ вырӑнсенчен тӑван тавралӑха ака уйӑхӗнче таврӑнаҫҫӗ. Йӑва ҫавӑрса чӗпсене ӳстерсе ҫунат ҫине тӑратнӑ хыҫҫӑн вӑрманти шурлӑхсенче пысӑк ушкӑнсене пуҫтарӑнаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче Сӑр тӑрӑхӗнче 1000-1500-е яхӑн тӑрна пулать. Вӗсем унта ҫывӑрма пуҫтӑранаҫҫӗ, апатланма вара тул ҫутӑлсанах Чулхула ҫӗрӗсем ҫинчи уйсене вӗҫсе каяҫҫӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗ ӑшӑ та типӗ килӗ. Сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулмалла. Кунашкалли 1975 ҫулта пулнӑ, кӑҫал та ун пек ҫанталӑк килес шанчӑк пур.
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑштах сивӗтсе илӗ, йӗпе юр ҫума пултарӗ. Анчах хальлхинчи пек юр ҫуса лартмӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫлениччен татах сивӗтме пултарӗ.
10-мӗш хыҫҫӑн ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк хуҫаланӗ. Тӑпра та типме пултарӗ. Ака уйӑхӗнче ҫуллахи пек ӑшӑ пулас шанчӑк та пур – виҫҫӗмӗш декадӑра сывлӑш температури 20-25 градус таран ӑшӑнӗ.
Анчах ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Ку шӑтса тухнӑ курӑка, ӳсен-тӑрана сиенлетме пултарӗ
Паян каҫхине Чӑваш Ене циклон килет, юр ҫӑвать. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтерет.
Ытлах куянса ан ӳкӗр – хӗл пулмасть. Юр ҫунӑ хыҫҫӑнах ҫанталӑк ӑшӑтса ярӗ. Ыран ир енне 10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарать, ҫулсем пӑрлак пулӗҫ. Сывлӑш температури 0-5 градус пулӗ.
Сивӗ нумайлӑха килмӗ. Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ. Ӑшӑ пулнӑ май юр та ирӗлӗ. Эрнекунччен ирӗлсе пӗтмелле. Пушӑн 26-мӗшӗнчен хӗвеллӗ кунсем пуҫланӗҫ. Кӑнтӑрла термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ку кӑтарту – ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи пек.
Синоптиксем ҫитес кунсенче Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланасса пӗлтереҫҫӗ. Ҫанталӑк сивӗтӗ тата юр вӗҫтерӗ. Ҫил ҫеккунтра 20-25 метр таран вӗрӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, шӑматкун, ҫумӑрсӑр-юрсӑр ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш температури 3-8 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Вырсарникун вара каллех ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, хушӑран юр ӳкӗ. Ҫӗрле вара ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫӗр ҫине юр ҫуса лартӗ. Ҫанталӑк сивӗтӗ: 2-7 градус сивӗ тӑрӗ. Ҫавна май ҫулсенче шуҫлак пулӗ – асӑрханӑр.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех хӗвел пӑхӗ, кӑнтӑрла 3-5 градус пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкунран пуҫласа эрнекунччен ҫумӑр ҫукалӗ.
Ҫанталӑк ака уйӑхӗнчи пекех тӑрать. Анчах синоптиксем водительсене хӗллехи шинӑсене халех улӑштарма сӗнмеҫҫӗ. Республикӑра сивӗ тата юрлӑ ҫанталӑк тата пулӗ-ха.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, пуш уйӑхӗн виҫҫӗмӗш декадинче сивӗ ҫанталӑк ҫитӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енре юр вӑйлӑ ҫӑвӗ. Пӗр талӑкра Шупашкарта 36 миллиметр юр ҫуса лартмалла.
Ҫав кунсенче сывлӑш температури 2-7 градус таран сивӗнӗ. Пушӑн виҫҫӗмӗш декадинче 30 сантиметр ҫӳллӗш кӗртсем пулӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне Николай Плотникова паян кӗреҫепе тата пуртӑпа кӳрши тапӑннӑ. Хайхи тӗп редакторӑн телефонӗ шар курнӑ, тата унӑн урине ыраттарнӑ.
Сӑлтавӗ вара — ҫурхи шыв.
Ҫав ҫурхи шывшӑнах Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӑн ҫак ӑнман кӳршӗ майлӑ пулса ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те район администрацийӗ те унӑн ӗмӗр-ӗмӗр усӑ курнӑ пахчине туртса илесшӗн. Туртса илсе ӗнтӗ ҫурхи шыва юхтарасшӑн.
«Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пирки» саккун тӑрӑх (2018 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче кӗртнӗ улшӑну хыҫҫӑн) ялти ҫурхи шыв юхӑмне йӗркелесси вырӑнти ял тӑрӑх администрацийӗн тивӗҫӗ пулса тӑрать. Анчах та Лапсар ял тӑрӑхӗн тӳри-шарисен шучӗпе Лапсар ялӗнчи Комсомольски урамӗнче ку ӗҫе Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников тата унӑн кил-йышӗ тумалла иккен.
Нарӑс уйӑхӗ нормӑран ӑшӑрах тӑчӗ. Нивушлӗ пуш уйӑхӗнче сивӗ пулӗ? Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ те рекорд лартӗ.
Пуш уйӑхӗнче ҫумӑр-юр ытлах ҫумӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк савӑнтарӗ, 3-5 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах пӗрремӗш декада вӗҫленнӗ тӗле ҫӗрлесерен 8-13 градус сивӗтӗ.
Уйӑх варринче хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Уйӑх вӗҫӗнче тата вӑйлӑрах ӑшӑтӗ. Ун чухне термометр 11-16 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ку кӑтарту ака уйӑхӗнчи пекех. Кун пек ӑшӑ 1983 ҫулта пулнӑ (+13,5).
Ҫӗркаҫ пирӗн республикӑра юр ҫурӗ-ха. Ҫапла ҫанталӑк кунпах иртсе каймӗ. Ытларикун юр 10 сантиметр хулӑнӑш тултарӗ. Ун чухне пирӗн тӑрӑха Юлия кӑнтӑр циклонӗ килсе кӗрӗ. Ӑшӑ тинӗс патӗнчен нӳрӗк нумай илсе килекенскер пирӗн патра юр самай тултарӗ. Синоптиксем кун пекки хӗл каҫипе те пулман тесе калаҫҫӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче вӑйлӑ юр кӗҫӗрех ҫума пуҫлӗ. Ыран ирпе ытти района та ҫитӗ. Кунӗпех юр ҫуса тӑрӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран Шупашкарта нӳрӗк 13 мм таран ӳкӗ. Ку вӑл ҫур уйӑх норми пулӗ.
Юр самай ҫунине кура ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх пысӑк. Уйрӑмах — М7 федераци трасси ҫинче. Йӗпе юр ҫутӑ пӑралукӗсем ҫине ҫыпӑҫса ларма пултарӗ.
Юнкун циклон Урал енне кайӗ. Чӑваш Ене кӑнтӑр енчен антициклон килӗ. Хӗвел те тухӗ. Анчах кӗҫнерникун йӗпе юр ҫӑвӗ, эрнекун — ҫумӑр. Сывлӑш температури 2-7 градус ӑшӑ пулӗ, Шупашкарта — 5 градус таран ӑшӑ тӑрӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «#Разделяй» (чӑв. Уйӑр) экоологи проекчӗ пуҫарнӑ. Унта чи малтисенчен пӗрисен йышӗнче ют ҫӗршыври студентсем хутшӑнма тытӑннӑ.
Проекта пурнӑҫа кӗртсе Чӑваш патшалӑх университетӗнче хутпа пластик уйрӑм пухма картон бокссем вырнаҫтарнӑ. Аслӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, корпуссенчи бокссем ҫине тӗплӗ инструкцисем ҫырса пичетленӗ. «Экологи питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тесе каланӑ, тӗслӗхрен, Чӑваш патшалӑх университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Мухаммедали Собиров.
Ҫывӑх вӑхӑтра нимеҫӗсем аслӑ шкулти кашни академи ушкӑнӗпе тӗл пулса йӑлари хытӑ каяша уйрӑм пуҫтармалли ҫинчен ӑнлантарса парасшӑн. Студентсене ҫеҫ мар, преподавательсене те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |