Ыран, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Борис Чиндыков ҫыравҫӑна, драматурга, тӑлмача литература тӗпелне йыхравланӑ.
Ҫыравҫӑ ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче 60 ҫул тултарчӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Палтай ялӗнче ҫуралнӑ. 1984 ҫулта Мускаври А.М. Горький ячӗпе хисепленекен литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл калем ӑсти ҫеҫ мар, хаҫат-журнал редакторӗнче те ӗҫленӗ. 1990 ҫулта, тӗслӗхрен, «Аван-и» хаҫат кӑларма тытӑннӑ. 1994-1997 ҫулсенче «ЛИК Чувашии» журнал редакторӗ пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ чух пичет кӑларӑмне содержани тата дизайн енчен палӑрмаллах ҫӗнетме ӗлкӗрнӗ.
Борис Чиндыковпа йӗркелекен литература тӗпелне вулавӑшӑн YouTube каналӗнче https://www.youtube.com/watch?v=Gb1nw1hTpwU&feature=youtu.be пӑхма май килӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.
Справки по телефону: (8-352) 23-02.17, доб. 145.
Ӗнер, ҫурла уйӑхн 27-мӗшӗнче Питӗр хулинче Раҫсей наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче «Были мы, и есть, и будем!» (чӑв. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!) курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул тата чӑвашсен Ленинградри ентешлӗхне пуҫарнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курава Чӑваш Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗпе (ертӳҫи — Валериан Гаврилов) пӗр шухӑшлӑн йӗркеленӗ. Курав авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Курава уҫма Чӑваш Енри тӳре-шара та: культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн директорӗ Светлана Старикова — кайнӑ. Унсӑр пуҫне чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Зорин ҫула тухнӑ. Питӗрти чӑваш культурин обществин ертӳҫи Владимир Живов та пулнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, РСФСР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Владимир Мазанов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Пулас художник 1920 ҫулта Дон ҫинчи Ростов хулинче ҫуралнӑ, Горький (хальхи — Чулхула) хулинчи ӳнер училищинче вӗреннӗ. Асӑннӑ хулара пӗр вӑхӑт оперӑпа балет театрӗнче художник-декоратор пулса тӑрӑшнӑ. Кайран Шупашкарти театрсенче художникра ӗҫленӗ.
1966 ҫулта ӑна Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн тӗп художникӗ пулма шаннӑ. 1970-1982 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӗп художникра театрта тимленӗ. Вӑл ҫӗршыври тата республикӑри тӗрлӗ курава хастар хутшӑннӑ.
2004 ҫулхи Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ Олимпиада Иванова паян 50 ҫул тултарнӑ. Асӑннӑ ӑмӑртура вӑл 20 километра утассипе палӑрнӑ. Тӗнче чемпионки ята икӗ хутчен тивӗҫнӗ, унсӑр пуҫне тӗнче рекордсменки пулнӑ. Халӗ Олимпиада Иванова — Хӑвӑрт утассипе Чӑваш Ен командин аслӑ тренерӗ.
Олимпиада Иванова 1970 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарта Ардалион Игнатьев ячӗллӗ спорт шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче физвоспитани факультетӗнче вӗреннӗ.
Нумай ҫул хушши чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе наукине аталантарас енӗпе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май Писательсен пӗрлӗхӗн пайташне, поэт-чӗлхеҫӗне, ӑсчаха, филологи наукисен кандидатне Петр Яковлевич Яковлева (Петӗр Яккусене) Нестер Янкас ячӗллӗ культура, искусство тата литература пӗрлӗхӗн наградӑсем парас енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ (председателӗ — Чӑваш этнокультурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ В.М. Михайлов) «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медальпе чыслама йышӑннӑ. Саламлатпӑр!
Паян Петӗр Яккусен сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ 70 ҫул тултарать. Вӑл 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Кандидат диссертацине Ӗпхӳ хулинче хӳтӗленӗ, доцент ятне – Мускавра.
«Ҫынна тиркесе, айӑпласа вӑхӑта ирттерместӗп, элексемпе интересленместӗп. «Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ», – тенӗ Библире. Ҫавна шута илсе пурӑнатӑп», – тенӗ вӑл 2014 ҫулта «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналистне Елена Атамановӑпа калаҫнӑ чухне.
«...Мана ҫынпа та ҫӑмӑл мар та,
Пӗччен тата йывӑртарах.
Те юмахри пек пурӑнатӑп,
Те мӗскӗн эп ҫак ҫӗр ҫинче», – ҫырнӑ вӑл «Эп юмахри пек пурӑнатӑп...» сӑввинче. Е тата ҫак йӗркесем мӗне тӑраҫҫӗ:
«Эй, тем те куртӑм, тем те мантӑм –
Чӗре варне вырнаҫнӑ пуль:
Ҫав кил. Ҫав пӳрт. Ҫав пилӗк кантӑк.
Кӑштах саралнӑ шурӑ тюль.
Ҫунат сарма самант ҫитет те –
Инҫе ҫул-йӗр тухать ума.
Каймашкӑн йӳнӗ те билечӗ, –
Пит хаклӑ, хаклӑ таврӑнма...»
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта стела уҫӑлмалла тесе Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унӑн эскиз проектне Шупашкарти хула тӑвакан канаш пӑхса тухмаллаччӗ. Обелиск 11 метр ҫӳллӗшӗ гранит юпа пулмаллаччӗ. Ун ҫине Чӑваш Республикин бронза гербне, ҫӳле икӗ метр тӑршшӗ икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк вырнаҫтарма шухӑшланӑччӗ. Стелӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 13,85 метр пулмаллаччӗ. Стелӑна Республика лапамӗнче, унчченхи Правительство ҫурчӗ енче вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ.
Паян эпир стелӑна ырламаннине пӗлтӗмӗр. Архитекторсем шухӑшланӑ тӑрӑх, стела ытла ҫӳллӗ, ӑна Республика лапамӗнче вырнаҫтарни килӗшӳллӗ мар, ун тӑррине икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк вырнаҫтарассине те хурланӑ.
Степан Лашман (Авксентьев) прозаик, драматург, куҫаруҫӑ ҫуралнӑранпа паян, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 125 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл 1895 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Патирек ялӗнче ҫуралнӑ. 1986 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ. Степан Лашман Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче тата унти строительство земство шкулӗнче вӗреннӗ. Чӗмпӗртр ҫутӗҫ комиссиариатӗнче инструктор, «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫат редакторӗ, Шупашкарти «Канаш» хаҫат, «Тӑван Атӑл» журналсенче тӑрӑшнӑ, ТАСС корреспонденчӗ пулнӑ. Чӑваш радиовне йӗркелекенӗсенчен пӗри. Учитель пулса та ӗҫленӗ вӑл. Сӑвӑсем, пьесӑсем, калавсем ҫырнӑ. Унӑн 15 ытла кӗнеке пичетленнӗ.
Чӑваш пӗрремӗш хаҫатне, «Хыпара», кун ҫути кӑтартнӑранпа 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 115 ҫул ҫитет. Ӑна чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ, сумлӑ ӑсчах, Николай Никольский Хусан хулинче кӑларма тытӑннӑ. Паллӑ кун умӗн «Хыпар» издательство ҫурчӗ «Аудиохаҫат» сасӑ проекчӗ пуҫарнӑ.
Наци медиахолдингӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ҫӗнӗ проектне самана таппин юхӑмне шута илсе хатӗрленӗ. Хальхи саманара вӑхӑт нихҫанхинчен хаклӑ. Юратнӑ хаҫатсемпе тӗплӗн паллашма ӗлкӗреймесен те тӗнче тетелне ватти-вӗтти таран кӗрет.
Наци медиахолдингӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсенче пичетленнӗ чи лайӑх материалсене суйласа илсе аудиоверси формата куҫарма палӑртать.
Ҫурла уйӑхӗ сумлӑ ҫынсен юбилейӗсемпе пуян. Вӗсем хушшинче халӗ пурӑнаканнисем те, пирӗнтен уйрӑлнисем те пур. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова писательсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче аса илтернӗ.
Сӑмахран, Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, драматург тата куҫаруҫӑ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Геннадий Дегтярёв чӗлхеҫӗ ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнӑ. Геннадий Атрашкин ҫыравҫӑ ҫурлан 9-мӗшӗнче 60 ҫул, Александр Ильин сӑвӑҫ ҫурлан 16-мӗшӗнче 75 ҫул, Левтина Марье ҫыравҫӑ ҫурлан 22-мӗшӗнче 75 ҫул, Петӗр Яккусен сӑвӑҫ тата чӗлхеҫӗ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 70 ҫул тултарӗҫ.
Степан Лашман чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑранпа ыран, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 125 ҫул ҫитӗ. Василий Андреев (01.08.1960-05.05.2002) чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑранпа ҫурлан 1-мӗшӗнче 60 ҫул пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |