Персона
![]() stihi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Раиса Сарпи поэт 70 ҫул тултарать. Вӑл 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи чӑваш уйрӑмне пӗтернӗ. Ачаранпах сӑвӑсем шӑрҫалама ачаранах пуҫланӑскер пӗчӗккисем валли те, аслисем валли те ҫырать. Раиса Сарпи — Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тата Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен VIII-мӗш фестивалӗн лауреачӗ. Вӑл — Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |