Раиса Сарпи (Раиса Васильевна Бородкина-Яковлева) 1951 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмне пĕтернĕ. Сăвăсем çырма ачаранах пуçланă. Пĕчĕккисем валли те, аслисем валли те çырать. 20 кĕнеке авторĕ.
Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тата Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Нежип Фазыл ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен VIII-мĕш фестивалĕн лауреачĕ. Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен эстрада юррисен «Кĕмĕл Сасă» III фестиваль-конкурсăн «Чи лайăх поэт» ятне илме тивĕç пулнă (2002 ç).
Раиса Сарпи — Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Борлен «Сувар» редакторĕ пулнă Сорокинпа...
Виççĕри ачана «хĕр пĕрчи» темеççĕ пуль
пӳрт сутнă кун тени пурччĕ таçта
►►► ✅ Where can I get my gift? Here? htt...
►►► ✅ Where can I pick up my prize? Here...
Питĕ лайăх çырнă,чуна пырса ответь...
Хочу поделиться замечательными курсами з...
Вĕçлемĕш ик йĕрки асăма килсех тăратччĕ ...
Вячеслав! "Шурё юрлё" (Белым снегом) юрр...
Тавах паттёр Борлена мухтанёшён...