Персона
![]() litkarta.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Геннадий Максимов ҫыравҫӑ 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрнарти совхоз-техникумра, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Комсомольски район хаҫачӗн ял хуҫалӑх пайӗн заведующийӗ, Чӑваш телевиденийӗн ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсен заведующийӗ, «Хресчен сасси» хаҫачӗн тӗп редактор ҫумӗ, «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ, 1994 ҫултанпа — «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ. Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ. Геннадий Максимовӑн пӗрремӗш кӗнеки «Сталин грамоти» ятпа кун ҫути курнӑ. 2010, 2011 ҫулсенче «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» тата «Танец в ночи» кӗнекисем Чӑваш Енри чи нумай вуланисен шутне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |