Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Лидия Красован (Назарован) юбилей каҫӗ иртӗ. Вӑл 70 ҫул тултарнине уявлӗ.
Лидия Фёдоровна – Чӑваш Республикин халӑх артистки. Вӑл 1951 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра что ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Юбилей каҫӗнче куракансене «Юрату пурах иккен» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ камит кӑтартӗҫ. Юбиляр унта Татьяна ролӗнче вылянӑ. Пьеса авторӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров, режиссёрӗ – Дмитрий Петров. юбилей каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртӗ.
Зоя Ярдыкова артистра, режиссёрта, педагогра ӗҫленӗ. Вӑл — РСФСР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа паян, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 100 ҫул ҫитет. Муркаш районӗнчи Шаптакра кун ҫути курнӑскер — Чӑваш актерӗсен ГИТИСра пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш студийӗн йышӗнче. Чӑваш драма театрӗнче спектакльсенче вылянӑ вӑхӑтрах режиссурӑна хӑнӑхнӑ.
Сумлӑ ҫынна асра тытса театрта «Телейлӗ ҫул пултӑр» театризациленӗ концерт хатӗрлӗҫ. Унта Зоя Димитриевнӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсен аса илӗвӗсем те пулӗҫ.
Пултаруллӑ ҫынна сума сӑвакансене пурне те юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова паян юбилейне паллӑ тӑвать.
Светлана Николаевна — культурӑпа ӳнер институтӗнче актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ. Вӑл 1985 ҫулта Куйбышеври культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑкскере направленипе Шупашкарти Агрегат савучӗн клубне ӗҫлеме янӑ. Светлана Краснова «Танц-клуб Модерн» хореографи коллективӗ йӗркеленӗ. Кайран вӑл ушкӑн халӑх коллективӗ ята тивӗҫнӗ. Тӗрлӗ ҫулта коллектив Мускава, Хусана, Магнитогорска, Нурлата тата ытти хулана конкурссемпе концертсене ҫӳренӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи хӑш-пӗр спектакль валли ташӑ лартнӑ.
2012 ҫултанпа Светлана Краснова хореографсене вӗрентет.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 60 ҫул тултарнӑ.
Пулас артист 1961 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйӗн пурнӑҫне чӑваш театрӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Николай Сергеевӑн юбилей каҫне ирттерӗҫ. Уяв 18 сехетре пуҫланӗ.
Юбилей каҫӗн программинче – тӑванӗсен, ӗҫтешӗсен, ентешӗсен саламӗсем. А. Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юратӑва ҫул парӑр» спектакль пӑхса та савӑнма май килӗ. Унта юбиляр Граф сӑнарне вылять.
Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе ҫавра ҫул ҫитнӗрен уявлас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Кӑҫал таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ икӗ дата палӑртать. Пӗрремӗшӗнчен, ку — вырӑнти тавралӑха тӗпчекенсен пӗрлӗхне никӗсленӗренпе 100 ҫул ҫитни, иккӗмӗшӗнчен — «Чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ» Чӑваш Республикин обществӑлла пӗрлӗхӗ 30 ҫул тултарни.
Оргкомитет ларӑвӗнче Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккисене тунине ҫутатса паракан кӗнекесен куравне йӗркелеме палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех паллӑ кун тӗлне чи лайӑх таврапӗлӳ кӗнекисен йышне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакна палӑртмалла: таврапӗлӳҫӗсем ҫулсерен вун-вун ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлеҫҫӗ, ҫавӑнпа тулли курава йӗркелеме йывӑр пулӗ.
Ҫавӑн пекех оргнкомитет ҫулленхи пуху вӑхӑтӗнче тухса каламалли докладсен списокне хатӗрлерӗ. Кунта ҫамрӑксене таврапӗлӗве явӑҫтармалли майсене сӳтсе явни те, Википедире таврапӗлӗве аталантарасси те, тӗпчевре Яндекс.Тӑлмачпа усӑ курасси те. Тӑхтавсенче чӑваш хореографийӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа пама йышӑннӑ, ҫавӑн пекех фольклор коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Юбилейсене пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ ҫуллен ирттерекен пухӑвӗнче паллӑ тӑвӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ.
Наци ӳнерӗн мероприятийӗ тӑватӑ сумлӑ спектакльтен тӑрӗ. Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Григорий Хирбюн «Нарспи» оперипе уҫӑлӗ. Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперине лартӗҫ, 6-мӗшӗнче — Андрей Галкинӑн «Хуркайӑк ҫулӗ» балетне. Сӑмах май каласан, вӑл балета Чӑваш Енӗн искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Енри композиторсен союзӗсен пайташӗ Андрей Галкин ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ Юрий Виноградов педагог, филологи наукисен кандидачӗ, доцент 75 ҫул тултарнине халалласа «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнин ӑслӑлӑх никӗсӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ.
ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ ӑслӑлӑх канашлӑвне Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен наука ӗҫченӗсем, аслӑ тата ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан преподавательсем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫтешӗсем, тутар, пушкӑрт, ирҫе чӗлхи вӗрентекенсем, учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институт преподавателӗсемпе методисчӗсем, студентсем хастар хутшӑннӑ.
Конференцие Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев уҫнӑ, вӑл ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре Ю.М. Виноградовӑн тӳпи пӗлтерӗшлӗ пулнине пысӑк хак панӑ, Юрий Михайлович вӗрентекенсен вӗрентекенӗ пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ Ирина Степанова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн филологи енӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Алевтина Долгова, Чӑваш наци конгресӗн вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров ӑшшӑн саламланӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин Любовь Федорован пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ артистка кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ.
Сцена ӑстине саламлама Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов, ЧНК хастарӗ Владимир Тяпкин, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем юбиляра ӑшшӑн саламланӑ.
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев союз грамотипе чысланӑ.
Пултарулӑх каҫне Игорь Муренкон пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакль малалла тӑснӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чун хӗлхемӗ – халӑха!» курав уҫӑлӗ. Ӑна Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Раиса Васильевна 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ.
Поэт, прозаик, драматург, тӑлмач. Хайлавӗсене Раиса Сарпи чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Вӑл — 50 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, чӑваш театрӗсенче лартнӑ 10 пьеса авторӗ. Унӑн хайлавӗсем шкул программине, литература хрестоматийӗсене кӗнӗ. Сӑввисене тӗнчери чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче, Пукане театрӗнче литература пайӗн заведующийӗнче, хӗрарӑмсен «Пике» журналӗн редакторӗнче, «Путене» ача-пӑча журналӗн редакторӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра преподаватель пулнӑ.
Раиса Сарпи – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Чӑваш журналистики пуҫланса кайнӑранпа кӑҫал 115 ҫул ҫитрӗ. ҫак дата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» пуҫласа пичетленнипе ҫыхӑннӑ. Вӑл паян, 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Хусанта кун ҫути курнӑ.
2021 ҫулта сакӑр пичет кӑларӑмӗ 90 ҫулхи юбилейне уявлӗ: «Тантӑш» ача-пӑча хаҫачӗ, «Тӑван Атӑл» журнал, Патӑрьел районӗнчи «Авангард», Канаш районӗнчи «Канаш», Куславкка районӗнчи «Ялав», Вӑрмар районӗнчи «Хӗрлӗ ялав», Парачкав районӗнчи «Порецкие вести», Комсомольски районӗнчи «Каҫал ен» хаҫатсем. «Хресчен сасси» 30 ҫулхине уявлӗ.
Радио калаҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитет, Чӑваш Енри телекурава йӗркеленӗренпе — 60 ҫул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |