Ухсай Яккӑвӗн юбилейне Чӑваш Енри Карач ялӗнче те паллӑ тунӑ. Кун пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатра ӗнер хыпарланӑ.
Чӑн та, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «унӑн юбилейне поэт ҫут тӗнчене килнӗ Слакпуҫ ялӗнче тата республикӑри тӗрлӗ ял-хуласенче ҫеҫ мар, Чӑваш Енри Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче те анлӑн уявланӑ». Кун пирки поэтӑн аслӑ хӗрӗ, Шупашкар хулинче пурӑнакан Ольга Яковлевна, пӗлтернӗ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: Карач – Ухсай Яккӑвӗн мӑшӑрӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Мария Ухсайӑн, тӑван ялӗ. Ухсай Яккӑвӗ хӑйӗн нумай хайлавне ҫав ялта ҫырнӑ, ҫав шутра «Тутимӗр» трагедипе «Кӗлпук мучи» поэмӑна та.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, филологи наукисен кандидачӗ, Леонид Петров чӗлхеҫӗ калашле «тусем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ кӑйкӑр-чӑваш» Игорь Петров 60 ҫул тултарнӑ.
Игорь Георгиевич — Пушкӑртстан чӑвашӗ. Этнограф, истори наукисен кандидачӗ. Маларах асӑннӑ ӑсчах Фейсбукри хӑйӗн странцинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Петров «тӑван халӑхӑмӑр шӑпипе пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки ҫинчен куллен шухӑшламасӑр (хӑш чухне чӗрине ыраттарса та пулӗ!) пурӑнма та» пултараймасть. Вӑл 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра — 2 монографи, авторӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш АССР халӑх артистки Галина Мадеева (06.01.1922 –24.01.2010) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Галина Тимофеевна Шупашкар районӗнчи Шупашкарҫин ялӗнче (хальхи вӑхӑтра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин) ялӗнче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта пулас артисткӑн ҫемйи Шупашкара куҫса кайнӑ. Вӑтам шкула пиллӗк паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ хӗр артист пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпах вӑл чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса вӗреннӗ. Тӑрӑшни сая кайман. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСри актёр факультетне, Чӑваш студине, вӗренме кӗнӗ. Чи лайӑх студентсен шутӗнче пулнӑ, О.Л. Книппер-Чехова тата Сталин стипендийӗсене тивӗҫнӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Галина Мадеева 36 ҫул (1947-1983 ҫулсенче) ӗҫленӗ.
Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче истори ӑслӑлӑхсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, «Хыпар» издательство ҫуртне чылай ҫул ертсе пынӑ Алексей Леонтьев 65 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Чӑваш Республикинчи Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче, Раҫҫейӗн социаллӑ политика институтӗнче вӗреннӗ.
Алексей Петрович — 60 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Ҫав шутра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен историйӗпе этнографине тӗпченӗ Николай Никольский пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне, вӑл «Хыпар» хаҫат кун-ҫулӗнче епле йӗр хӑварнине тӗпченине уйрӑммӑн асӑнса хӑврма пулать.
«КУРАКАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕС ПУЛАТЬ!» Ҫапла кӑшкӑру палли лартсах ят панӑ Леонид Агаков писатель, театровед 1959-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ спектакльсене пахаласа ҫырнӑ хӑй статйине. Леонид Яковлевич Агаков писатель, 1935-мӗш ҫулта Мускаври патшалӑх театр институтӗнчи театроведени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер, Чӑваш театрӗн спектаклӗсем пирки статьясем ҫырсах тӑнӑ, тӗрӗс тата вӑхӑтра критиклеме тӑрӑшнӑ, кирлӗ чух театр коллективне хавхалантарма та пултарнӑ. Вӑл вӑхӑтра пирӗн республикӑра Наукӑпа тӗпчев институтӗнче театроведени уйрӑмӗ уҫӑлайман-ха. Вӑл уйрӑм каярах, 1966-мӗш ҫулта тин кун ҫути курса майӗпен аталанма пуҫлать. Ҫавна кура та чылай писатель, поэт чӑваш театрӗн сцени ҫине тухакан спектакльсем ҫинчен, театр проблемисемпе ун аталанӑвӗ ҫинчен ҫырас миссине хӑй ҫине илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра Чӑваш театрӗ чӑвашсемшӗн ТӖП ТЕАТР шутланнӑ. «Чӑваш театрӗ аталанса пырсан, ӑна кура ытти театрсен аталанӑвӗпе шайӗ те ҫӳлелле ҫӗкленсе пырӗ», — ҫапла шутланӑ ҫыравҫӑсем.
Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш птшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникӗ, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн пайташӗ Лариса Комиссарова юбилейне уявлать. Ку хыпара театр ӗҫченӗсн пӗрлешӗвӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Лариса Анатольевна 50 ҫул тултарнӑ.
Юбиляра союз ертӳҫи Сергей Павлов ҫавра ҫула пурнӑҫӑн ҫӗнӗ страници евӗр йышӑнма суннӑ. Тата, паллах, ытти ӑшӑ сӑмахпа саламланӑ. Тепӗр 50 ҫул такӑр ҫулпа хавасланса ирттерме, пурнӑҫра мӗнпур ыррине сунса каланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ.
Тутарпа ҫыхӑннӑ, ҫав халӑха тӗпчекен ӑслӑлӑха (татароведение) тутарла татар белеме теҫҫӗ, пирӗн те хамӑр халӑхӑмӑра тӗпчекен ӑслӑлӑха (чувашоведение) чӑваш ӑслӑлӑхӗ тени вырӑнлӑ пулмалла. Иртнӗ ӗмӗрти репрессисем пуҫланиччен чӑваш халӑхне шӑпах ҫав пур енлӗ (комплекслӑ) мелпе тӗпченӗ те ӗнтӗ. Тӗрлӗ халӑхсене пур енлӗ тӗпчес туртӑм Раҫҫей ӑслӑлӑхӗнче XVIII ӗмӗртех вӑй илет, Спиридон Михайлов (Янтуш) ҫырнӑ тапхӑрта та ҫав мел тӗпрех тӑнӑ-ха. Ҫавна пулах чӑвашсен малтанхи тӗпчевҫисем универсал пулнипе палӑрнӑ: Василий Сбоев, Николай Золотницкий, Николай Ашмарин, Гурий Комиссаров (Вантер) тата ыт. те. Пурте вӗсем пуҫӗсене пӗр ыйту хуравне шыраса ватнӑ: мӗнлескер вӑл «чӑваш» ятпа ҫӳрекен халӑх? «Мӗнлескер» тени чи малтан чӗлхе пӗрпеклӗхӗпе хӑй евӗрлӗхне шырама хистенӗ, историре пулнӑ е чӗрӗ халӑхсен сӑмахӗ-калаҫӑвӗпе танлаштарма хавхалантарнӑ. Ҫапла вара, чӑваш ӑслӑлӑхӗнчи чи хисеплӗ вырӑна чӗлхе пӗлӗвӗ йышӑннӑ. Ҫак пулӑм этнос ӑнӗн чи пӗлтерӗшлӗ никӗсӗ чӗлхе пулнипе те ҫыхӑннӑ-тӑр.
Спиридон Михайлов (Янтуш) та хӑйӗн ӑнлантарӑвӗсене чӑваш сӑмахӗсен тулашри (сасӑ янӑравӗ) е шалти (пӗлтерӗшӗ) кӳлеписемпе ҫыхма тӑрӑшать, кунта ӑна тӗрӗс ҫулне-йӗрне тупма ун чухнехи филологи пӗлӗвӗн шайӗ пӗчӗк пулни чӑрмантарать.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн опера труппин заведующийӗ Константин Ефремов 60 ҫул тултарнӑ.
Константин Вениаминович — Чӑваш Енре ҫулсерен иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсӗн лауреачӗ.
Пулас артист Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи вокал уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан унӑн пултарулӑхне тӳрех асӑрханӑ. Ҫамрӑк вокалистсен Ф.М. Лукин ячӗллӗ республикӑри конкурсӗнче вӑл лауреат ятне тивӗҫнӗ. 1994 ҫулта Константин Ефремов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче опера артистӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи маэстрӑн юбилей концерчӗ иртӗ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ, фортепиано ӑсти Юрий Трепов кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ.
Юрий Иванович Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен тата унти аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Ставрополь крайӗнчи Пятигорскра ҫуралнӑскер 1980-1995 ҫулсенче Чӑваш паташлӑх филармонийӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ҫамрӑксене музыка тӗнчине илсе кӗрет. Профессор.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай эпӗ ҫырнӑ «Куҫна уҫ, артист» статья вӗҫне хӑварнӑ комментарие вуларӑм та, ӑна – ӗҫтӗшӗме – тав сӑмахӗ каласшӑн. Йывӑр лару-тӑрура сана – айӑпсӑр айӑпланнӑ ҫынна – пӗр-икӗ сӑмах каласа хавхалантарни питӗ кирлӗ. Шел те, тӗрӗссине калакан этем хальхи вӑхӑтра сахал. Пирӗн нумай ҫыравҫӑн, артистӑн, режиссерӑн, художникӑн, наука сотрудникӗн, журналистӑн тата ыттисен пӗр хӑюлӑх та, гражданла позици те ҫук. Эпӗ ҫакна асӑрханӑ: кам пуҫлӑх умӗнче йӑпӑл-йӑпӑл калаҫать, кам ӑна сутӑнать, кам ӑна пуҫ таять, кам ӑна мухтать – ҫавӑ питӗ лайӑх пурӑнать. Пуҫлӑхсен киревсӗр ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен, тӗрӗсмарлӑхӗ ҫинчен, ултавӗ ҫинчен манӑн мар, журналистсен ҫырмалла, анчах вӗсем тахҫантанпах шыв сыпнӑ пек пурӑнаҫҫӗ. Кухньӑра «пӑшӑл-пӑшӑл» пӑтти пӗҫернисӗр пуҫне, мухтав юрри юрланисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тумастпӑр, чӑн пулнине каламастпӑр, пичетре ҫырмастпӑр, ҫаплах хамӑрӑн ачаш ӳт-пӳ тӑрӑх саламат чупасран, карьера пӗтсе ларасран шӑши пек тӑр-тӑр чӗтресе ларатпӑр, тен, ҫавӑнпах мана Чӑваш халӑх поэчӗн хӑюллӑ сӑмахӗ чӑннипех те савӑнтарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |