НАР | 19 |
Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Патӑрьелти 1-мӗш шкулта районти «Айхи вулавӗсем» конкурса хатӗрленсе сӑвӑсен илемлӗ вулав ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Конкурс 3 номинаципе пулчӗ:
• «Г. Айхи сӑввисем чӑвашла».
• « Г. Айхи сӑввисем вырӑсла».
• Ачасен калӑпланӑ сӑввисем.
Конкурса пурӗ 19 ача хапӑл туса хутшӑнчӗ. 1-мӗш номинацире Солдатова Елизавета (3а кл., Гаврилова А.Н.), Артамонова Екатерина (4а кл., Каллина О.А.), Наумова Милана (6в кл., Путякова Н.А.), Юсупова Адиля (6в кл., Путякова Н.А.), Лампасова Анастасия (8а кл., Бабаева Е.М.) тата Каргина Наташа (9 кл., Федорова В.М.) ҫӗнтерчӗҫ.
Г. Айхи сӑввисене вырӑсла каласа ҫӗнтерӳҫӗ ятне Салихова Дания (6в кл., Путякова Н.А) йышӑнчӗ.
Хӑй ҫырнӑ сӑввипе илемлӗ каласа Гаврилов Данил (7а кл., Путякова Н.А.) савӑнтарчӗ. Унӑн хӑйне евӗр сӑвви итлекенсене тыткӑнларӗ.
Нарӑсӑн вун пиллӗкӗмӗшӗ пирӗн ҫӗршывра паллӑ кун. Шӑп ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла ҫак хӗллехи кун пирӗн Совет Ҫарӗсем кӳршӗллӗ Афган ҫӗрӗнчен таврӑннӑ. Унта вӗсем вунӑ ҫула яхӑн — 1979 ҫулхи раштавӑн ҫирӗм пиллӗкӗмӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн вунпиллӗкӗмӗшӗччен — хӑйсен интернационалла тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Нумай нуша тӳснӗ, нумай юн тӑкнӑ ҫак вӑрҫӑра ҫамрӑк совет салтакӗсем. Каҫал тӑрӑхӗнчен Афганистана хӗсмете кайнӑ яшсенчен те тӑваттӑшӗ ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хунӑ. Вӗсем: Элпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Вазых Тазетдинов, Тӑманлӑ Выҫли яшӗ Виктор Тумаков, Хирти Явӑш ачи Игорь Гаврилов, Йӳҫ Шӑхалӗнчи Сергей Шмелев.
Ҫак савӑнӑҫлӑ та, ҫавӑнпа пӗрлех хурлӑхлӑ куна асӑнса Хырхӗрри тӗп шкулӗнче асӑну кунӗ иртрӗ. Маларах истори учителӗ Г.Белкова ертсе пынипе ачасем ялти афган вӑрҫин ветеранӗсем ҫинчен ыйтса пӗлсе тӗпчерӗҫ. Ҫывӑх ҫыннисемпе калаҫса сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарчӗҫ те стенд хатӗрлерӗҫ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Чатукасси тӗп вӑтам шкулӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхи тата литератури вӗрентекенсен черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ларӑвӑн тӗп теми «паянхи шкулта ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентесси» пулчӗ.
Чи малтанах ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Р.И.Яковлева уҫӑ урок кӑтартрӗ. Унӑн теми: «Туслӑха тусан ан пустӑр» (Надежда Григорьева ҫырнӑ «Тӗтреллӗ ҫумӑр витӗр» калав тӑрӑх [«Тӑван Атӑл», 2003, 9 №] ирттернӗ дискусси).
Итлекенсем урок ӑнӑҫлӑ пулнине, вӗрентекен паянхи ҫӗнӗ технологисемпе аван усӑ курнине палӑртрӗҫ. Уйрӑмах информаципе коммуникативлӑ технологипе тата ачасен вӗренӳри пӗлӳлӗхне, хӑй тӗллӗнлӗхне аталантаракан педагогика меслечӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртмалла. Ачасен пӗлӳ шайӗ те начар марри сисӗнчӗ.
Уҫӑ урок хыҫҫӑн вӗрентекенсем шкулпа юнашар вырнаҫнӑ культурӑпа кану центрне, вырӑнти музее ҫул тытрӗҫ. Чӑвашсен паллӑ композиторӗ Ф.М.Лукин 100 ҫул ҫитнине халалланӑ музей экспозицине ҫитсе курчӗҫ. Н.Н.Лукина музейҫӗ район ентешӗн пултарулӑхӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартрӗ, «Ф.
Канмалли кунсенче Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче, Раҫҫейри ытти ялсемпе хуласенчи пекех, «Йӗлтӗр йӗрӗ — 2013» чупу иртрӗ. Унта хутшӑнма хаваспах шкул ачисем ҫеҫ мар, вӗрентекенсем те хаваспах килӗшрӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑтра чупӑва хутшӑнма хапӑл тӑвакансем Кӗтне юханшывӗ хӗррине пуҫтарӑнчӗҫ. Алексей Викторович Гаврилов вӑй-хал культурин учителӗ пурне те пӗлсе йӗркелесе пычӗ. Шкулта ӗҫлеме тытӑнни нумай та вӑхӑт иртмерӗ пулин те, ун сӑмахне пурте вырӑна хурса итлесе-туса пычӗҫ. Чӑн малтанах старта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем тухрӗҫ. Ун хыҫҫӑнах ӑмӑртӑва пиллӗкӗмӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекен арҫын ачасем тухрӗҫ, хыҫҫӑнах — ҫак ушкӑнти хӗрачасем. Каярахпа — вӗрентекенсемпе ӳнер ӗҫченӗсем те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ӳкрӗҫ.
Хӗрачасем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Диана Ятманова тивӗҫрӗ, арҫыначасем хушшинче — ҫак класрах вӗренекен Максим Белков. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарчӗҫ, ытти хутшӑнакансене — сертификатсем.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ял тӑрӑхӗнче «Кайӑксене хӗлле тӑрантар» ятлӑ мероприяти иртрӗ. Уйрӑмах Апакассинче вӗренекен ачасем тӑрӑшрӗҫ — 1–4, 5, 7 классенчи шкул ачисем 30 ытла сырӑш ӑсталарӗҫ. Кам мӗнле пӗлет — ҫавнашкал хатӗрленӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ сырӑшсем нумаййине кура вӗсене урама ҫакиччен ятарлӑ курав та ирттерчӗҫ.
Паллах, чаплӑ ҫитеркӗчсене тӑвас ӗҫе ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ — ҫавна май шкулта вӗрентекенсемпе ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем ачасене ӗҫе вӗрентнӗшӗн, ҫутҫанталӑка упрама хӑнӑхтарнӑшӑн ашшӗ-амӑшӗсене пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Курав хыҫҫӑн сырӑшсене шкул лаптӑкӗнче ҫакса тухрӗҫ. Вӗҫен кайӑксем валли апатне те хурса пама манмарӗҫ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалта 1897 ҫулта чиркӳпе прихут шкулне уҫнӑ. Малтанах унӑн хӑйӗн ҫурчӗ пулман. Вӗренес текенсем Хыҫалтикасри Степан Григорьевич Малеев ҫуртне ҫӳренӗ. 1907 ҫулта вара шкулӑн пӗрремӗш ҫуртне ҫӗклесе лартнӑ. Унта 1-4 класс ачисене вӗрентнӗ. Вӗренекенсене хваттерпе те тивӗҫтернӗ. Ӑс пухас текенсем вара сахал пулман. Иртнӗ ҫул Кивӗ Чукалти шкул уҫӑлнӑранпа — 115 ҫул, уйрӑм ҫуртне уҫнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫакна халалласа ялта пурӑнакан предприниматель, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин районти уйрӑмӗн Политканашӗн членӗ Людмила Павловна Карзанова, хӑйӗн укҫи-тенкипе Асӑну хӑми туса хатӗрленӗ. Ӑна раштавӑн 29-мӗшӗнче Совет урамӗнчи шкул ҫурчӗ ҫине хаваслӑ лару-тӑрура ҫакнӑ. Митинга пухӑннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Чамеев, ялти ветерансен Канашӗн председателӗ Александр Чурбанов, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Антон Малеев саламласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Мария Жамкова хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарнӑ.
Людмила Карзанована ырӑ ӗҫӗшӗн пӗтӗм ял-йыш тав турӗ.
«Тантӑш» хаҫат ҫумӗнче Ҫамрӑк журналистсен шкулӗ ӗҫлеме пуҫлать, пӗрремӗш пухӑвӗ нарӑсӑн 7-мӗшӗнче иртӗ. Калем ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансене хаҫат редакцийӗнче кӗтеҫҫӗ.
Ҫамрӑк журналистсен шкулӗнче паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, ҫыру ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Шкул ачисем кунта калаҫу ирттерме, тӗрленчӗксем ҫырма, репортажсем тума вӗренӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗсем: 56-15-30, +7-987-737-60-90, +7-937-011-60-50.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫитнӗрен шкул ачисем хальхи вӑхӑтра килте канаҫҫӗ. Ҫапах та вӗренме ҫӳремеҫҫӗ пулин те вӗсем тунсӑхласа лармаҫҫӗ. Ав, Сӗнтӗрвӑрри шкулӗн 6–9-мӗш класӗсенче пӗлӳ пухакансем кӑрлачӑн 2–4-мӗшӗсенче чӑрӑш тавра ташланӑ. Ахаль мар тата — ҫитес ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ май ҫӗнӗ урам ташшисене вӗреннӗ иккен.
«Зажигай!» (чӑв. «Ҫунтар!») ушкӑна шкул директорӗн ҫумӗ Яковлева М.В. йӗркеленӗ. Ачасем кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче раойнта ирттерме палӑртнӑ ҫамрӑксем хушшинчи ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленеҫҫӗ — паллашу ташши вӗренеҫҫӗ, видоероликрине та ташлама хӑнӑхаҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗ районти ватӑ шкулсенчен пӗри. Ӑна 1840 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче хута янӑ. Паллах, 172 ҫулхи ӗмӗрӗнче Тури Туҫа шкулӗнчен темиҫе ҫӗр ҫын пӗлӳ илсе тухнӑ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ.
Ҫак шкултан вӗренсе тухса кайнисемпе пӗрлех паянхи кун шкулта вӗренекенсемпе ӗҫлекенсем вара кашни ҫулах унӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак кун шкулта самоуправлени кунӗ иртет. Шкулти вӗрентекенсен вырӑнне ачасем йышӑнаҫҫӗ, уроксем параҫҫӗ. Кӑҫал вара ҫак куна урӑхларах ирттерме йышӑнчӗҫ. Шкул ачисемпе пӗрлех уроксене унччен ҫак шкулта ӗҫленӗ ветеран учительсем те ирттерчӗҫ.
Уроксем хыҫҫӑн пӗрлехи (виҫӗ ӑру: хальхи вӗрентекенсем, ачасем, ветеран учительсем) педсовет иртрӗ. Ачасемпе ветерансем ирттернӗ уроксем шкул ачисен кӑмӑлне кайрӗҫ. Малашне те ҫак йӗркене йӑлана кӗртме сӗнчӗҫ.
РАШ | 10 |
Раштавӑн вуннӑмӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсем — Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем, «Тантӑш» хаҫат редакторӗ В.Д.Николаев, Светлана Садал тата Марина Кумячева ҫамрӑк журналистсем, Владислав Московцев, Лариса Федорова студентсем ачасемпе кӑсӑклӑ тӗлпулу ирттерчӗҫ.
Чи малтанах хисеплӗ хӑнасем Курнавӑш шкулӗпе паллашрӗҫ, кунти музее кӗрсе курчӗҫ. Унтан чӑваш чӗлхипе литература кабинетӗнче пулчӗҫ. Сӑмах май каласан, Елена Петровна Чекушкина та, Марина Кумячева та ҫак шкулта вӗреннӗ. Елена Петровна 9-10 классенче вӗреннине аса илсе хӑй ларнӑ парта хушшинче асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗ.
Е.П.Чекушкина, И.В.Сафронова, Е.Р.Якимова доцентсем шкул ачисене чӑваш филологипе культура факультечӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Малашне унта вӗренме каяс текенсене усӑллӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Тӗлпулӑва Л.Федорова студентка илемлӗ юрӑпа чӗртрӗ, В.Московцев «Хӑравҫӑ мулкач» юптарӑва ӑста вуларӗ.
Республикӑри шкулсене тухса ҫӳресе шкул пурнӑҫӗпе паллашас тӗллевпе «Тантӑш» хаҫатӑн ӗҫченӗсем те кунта хаваспах килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |