ПУШ | 17 |
Ӗлӗк-авалхи вӑхӑтра пирӗн чӑваш халӑхӗн ӗҫ-хӗлпе тата ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ йӑла-йӗркесем чылай пулнӑ. Вӗсен хушшинче — ҫӑварни. Ҫак уяв йӑлисене аса илсе тата малалла тӑсас тӗллевпе Хырхӗрри ӳнер ҫурчӗпе тӗп шкулӗн ӗҫченӗсем ҫӑварни ирттерчӗҫ. Культура ҫурчӗ умне халӑх чылаях пуҫтарӑнчӗ. Уява тӑван ен культурине вӗрентекен Г.А.Белкова уҫрӗ, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне А.Н.Воробьева сӑмах пачӗ. Анатолий Николаевич пуҫтарӑннисене салам сӑмахӗ каласа уява тулли кӑмӑлпа ирттерме сунчӗ. Сцена ҫине Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен ачасем тухса сӑвӑсем каларӗҫ. Унтан ӳнер ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ушкӑнӗ ҫӑварни юррисене илемлӗн шӑрантарчӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасемпе ял ҫыннисем хӗл кӗлетки тавра ҫаврӑнса ташласа савӑнчӗҫ.
Уявра тӗрлӗрен спорт вӑййисем те пулчӗҫ. Вӗсене Вениамин Васильевич Белков спорт ветеранӗ ӗлӗкхи вӑйӑсемпе ҫыхӑнтарса выляттарчӗ, ӑна физкультура вӗрентекенӗ А.В. Гаврилов пулӑшса пычӗ. Чӑн малтан хӗрачасемпе хӗрарӑмсем атӑ-пушмак, арҫын ачасемпе арҫынсем урана калуш тӑхӑнса аяккарах ывӑтас енӗпе тупӑшрӗҫ.
ПУШ | 16 |
Пушӑн 15-мӗш кунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче вӗренекенсем шкулта Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Уява кӗҫӗн тата вӑтам классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.
Ачасем ятарласа ҫак кун валли икерчӗсем пӗҫернӗ, мӗншӗн тесен ҫӑварни уявӗ ӗлӗкренех тутлӑ икерчӗ ҫинипе, катаччи чупнипе, тӗрлӗрен вӑйӑсем вылянипе ачасен асӗнче юлнӑ. Ҫӑварни карчӑккине те ӑсталанӑ вӑййа йӗркелекенсем.
Уява йӑлтах чӑваш халӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттерсе яма тӑрӑшрӗҫ Туҫа ачисем. Ҫӑварни юррине шӑрантарчӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ, катаччине те чупрӗҫ, юлашкинчен Ҫӑварни карчӑккине ҫунтарчӗҫ. Ҫулталӑк хушшинче пухӑннӑ тасамарлӑха, «2» паллӑсене Ҫӑварни карчӑкки пӗрле илсе кайтӑр тесе ачасем кӑвайт сӳнсе пӗтичченех тӑрмашрӗҫ. Ҫапла пултӑрччӗ те вӗт!
Сурхурипе Мӑнкун хушшинче Ҫӑварни уявне пӗр эрне тӑршшӗпех паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӑварни уявӗнче ҫамрӑксем сивӗ хӗле хӑвӑртрах хӑваласа, ирттерсе ярас, ӑшӑ ҫуркуннене кӗтсе илес тесе лаша ҫуни ҫине ларса хӗвеле май ярӑнса ҫӳренӗ. Паллах, вӑйҫӑсем те юнашарах пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗ каласа ҫамрӑксене Ҫӑварни юрри юрлаттарнӑ, савӑнтарнӑ. Ача-пӑча сӑрт-ту ҫинчен ҫунашкапа ярӑннӑ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗш кунӗччен ҫӑварни эрни тӑсӑлӗ. Ҫак уява Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш номерлӗ гимназинче те савӑнӑҫлӑ ирттерчӗҫ. Тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем пулса иртрӗҫ. Уява шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗсем пухӑнчӗҫ. Малтанах сӑвӑсем каласа, Ҫӑварни юррисем юрласа Хӗле ӑсатрӗҫ. Мӗн чухлӗ илемлӗ юрӑ шӑранмарӗ-ши Ҫӑварни ҫинчен? Ҫӑварни тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑнмасӑр мӗнле ирттӗр-ха? Пӗчӗкреххисем хаваспах тӑвайккине ҫунашка сӗтӗрсе чупрӗҫ. Пӗрне пӗри ярӑнтарчӗҫ. Эх, кайрӗ вара ача-пӑча сасси урам тӑрӑх…
Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш шкулӗнче пуҫламӑш классенче вӗрентекенсен районти методика пӗрлешӗвӗн ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Ф.Н. Тихонова ертсе пычӗ.
Г.В. Степанова вырӑс чӗлхипе 3-мӗш класра уҫӑ урок пачӗ. Унӑн вӗренекенӗсем А.С.Пушкин юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ сценка лартса пачӗҫ. А.И.Самохвалова пӗрремӗш класра чӑваш чӗлхипе урок кӑтартрӗ. Ҫавӑн пекех «Эпӗ Раҫҫей гражданинӗ» класс тулашӗнчи калаҫу ирттерчӗ. А.Е.Иванова, Н.И.Силина та ӗҫтешӗсене хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ.
Йӑлкӑш вӗрентекенӗсем уроксенче ҫӗнӗ технологипе усӑ курчӗҫ. Компьютерпа пӗлсе ӗҫленине кӑтартрӗҫ.
«Сывӑ пурнӑҫ йӗрки инкекрен сыхлать», — ҫак темӑпа паян Тӑвай районӗнчи Кушкӑ шкулӗнче пӗлӳ пухакан 11 класрисемпе класс сехечӗ иртрӗ. Ҫын пурнӑҫӗ вӑл мӗнле йӗркепе пурӑннинчен нумай килет. Эрех-сӑрапа иртӗнни, пирус туртни, наркотиксемпе туслашни мӗн патне илсе ҫитерни пирки ачасемпе тӗрлӗ калаҫусем, класс сехечӗсем, конкурссем чылай иртеҫҫӗ. Хальхинче вара СПИД ҫинчен калаҫрӗҫ Портнова А.И. класс ертӳҫипе ачасем. Ачасем ҫак ыйту пирки хӑйсен шухӑшӗсене каларӗҫ, тавлашрӗҫ те.
СПИД чирӗ питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлса пыни, хальлӗхе чиртен сывалмалли мелсем ҫукки пӗтӗм тӗнче умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Сыхӑ пулар, киревсӗр япаларан аякка пӑрӑнар. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнсан инкекӗ те айккине тарӗ.
Ҫӑварни — савӑнӑҫлӑ уяв, хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илни. Ӑна ҫурхи кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра паллӑ тунӑ. Ӗлӗк ҫӑварни кӗҫнерникун пуҫланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Пӗрремӗш эрни — Аслӑ Ҫӑварни, иккӗмӗшӗ — Кӗҫӗн Ҫӑварни. Христианлӑх сарӑлнӑ май чӑвашсен уявӗ вырӑссеннипе пӗрлешнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗренекенӗсем пушӑн 7-мӗшӗнче Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Урамра кунӗпех ҫил-тӑман алхасрӗ пулин те, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗсем шкул картишне пуҫтарӑнчӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява шкулти воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ А.М.Максимовӑпа аслӑ вожатӑй Н.И.Шибаева йӗркелесе пычӗҫ.
Кашни класс ачисем сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ. Ачасем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кукӑль-пӳремеч, ҫуллӑ ҫатма икерчӗ хатӗрленӗ, вӗсен тутлӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклать. Кунтах сӑмаварсенче чей пӑсланать. Ачасем савӑнсах пӗр-пӗрне кӑна мар, хӑнасене те хӑналаҫҫӗ.
Уяв питӗ хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ. Малтанах ачасем Ҫӑварни юррисем юрласа савӑнтарчӗҫ.
Ку эрнере пӗтӗм тӗнче Хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑвӗ. Чаплӑ кун. Ҫавӑнпах ӗнтӗ ӑна уявлама темиҫе эрне маларах хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Уяв умӗнхи кунсенче вара мероприятисен шучӗ уйрӑмах нумай.
Ак Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче те «Супермама» (чӑв. Суперанне) шоу-программа ирттерчӗҫ. Ӑмӑртӑва 2, 4, 7 класра вӗренекенсен амӑшӗсем хутшӑнчӗҫ.
Чи малтанах хӑйсен маттурлӑхне шкулта ачисен кӑтартмалла пулчӗ — вӗсем хӑйӗн амӑшӗ ыттисенчен лайӑхраххи пирки ӗнентермелле каласа пачӗҫ. Малалла вара амӑшӗсем тупӑшрӗҫ — ӑмӑрту йӗркелевҫисем вӗсем валли тӗрлӗрен конкурссем хатӗрленӗ иккен: «Ума палата» (чӑв. «Ӑс-тӑн ҫӳпҫи»), «Угадай мелодию» (чӑв. «Ку кӗвве пӗлетӗн-и?»), «Устами младенца» (чӑв. «Пепке сӑмахӗпе»), «Мысли на расстоянии» (чӑв. «Инҫетри шухӑшсем») тата ыттисем. Килтен туса килмелли пай та пурччӗ — апат пӗҫерсе килесси.
Хутшӑнакансем тупӑшура балсем пухса пычӗҫ. Тӳресен йышӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗн ветерансен канашӗн председателӗ Максимова Т.В., Лапсар ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Козякова Л.Г., Лапсар ял тӑрӑхӗн ИКЦ директорӗ Афанасьева И.
Шупашкар хулинчи 37-мӗш шкулти вӗрентекенсем ачасене чӑвашла калаҫма, вулама вӗрентессисӗр пуҫне, уроксенче чӑваш халахӗн йӑли-йеркипе тӗплӗн паллаштараҫҫӗ. Ку йӑла-йӗркесене вӗсем сӑмахпа каласа кӑна мар, сцена ҫинче выляса параҫҫӗ.
Нумай пулмасть шкулти вӗрентекенсен фольклор ушкӑнӗ ӗлӗк салтака асатнӑ чух ирттернӗ йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ. Ку кӑтартура шкул ачисем те хутшанчӗҫ. Куракансем таваллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илни пурне те хавхалантарчӗ. Купас сасси, ташӑ-юрӑ, салтака каякансен хурлӑхлӑ юрри пурне те тыткӑнларӗ.
Спектакль хыҫҫӑн куракансен куҫӗсенчен куҫҫӳль юхни вара, ҫак ӗҫ чӑн та тухӑҫлӑ, кирлӗ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.
Ҫитес кунсенче, пушӑн 4-мӗшпе 5-мӗшӗсенче, Аслӑ Сӑвӑҫӑмӑрӑн 105 ҫулне халалласа Митта уявне ирттерме пулӑртнӑ. Йӗркелекенсем: Митта Ваҫлейӗн Хунти, Чӑваш наци конгресӗ, Патӑрьел район администрацийӗ, Патӑрьел районӗнчи «Авангард (Паянхи сас)» хаҫат редакцийӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Аслӑ Арапуҫри Митта ячӗллӗ шкулсем.
Уяв программинче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26 ҫурт умӗнче вырнаҫнӑ асӑну хӑми умне чечекпе пуҫ тайни, Митта Ваҫлейӗн палӑкӗ умӗнче чечекпе пуҫни тайни, шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерни пулӗ. Шупашкарта чечексем пушӑн 4-мӗшӗнче 10 сехетре хурӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарти палӑк умне — 11 сехетре. Уяв программине ҫавӑн пекех Патӑрьелти район администрацийӗнчи тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет), «Ҫӑкӑр» музейпе паллашнине (пушӑн 5-мӗшӗ, 10 сехет ҫурӑ), Аслӑ Арапуҫ ҫӑви ҫинче Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине чечексем хунине (пушӑн 5-мӗшӗ, 13 сехет), Аслӑ Арапуҫӗнчи шкулти тӗлпулӑва (пушӑн 5-мӗшӗ, 14 сехет) кӗртнӗ.
Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ — пирӗн ҫӗршыври чи паллӑ уявсенчен пӗри. Ҫак уяв ячӗпе кашни организаци тӗрлӗрен мероприятисем йӗркелет. Шкулсенче те ҫак ятпа тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пулса иртет. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче, сӑмахран, харӑсах икӗ пысӑк конкурс иртрӗ. Кӗҫнерникун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, 5-6 классенче вӗренекен ачасем «Шкулти Улӑп» тупӑшӑва хутшӑнчӗҫ. Рома Емельянов, Иван Шиков, Андрей Пожеданов тата Женя Евграфов малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, чун киленӗвӗ (хобби) ҫинчен каласа пачӗҫ. Унтан пӗр-пӗринпе ӑмӑртса вӑй виҫрӗҫ, тӗрлӗрен ыйтусем ҫине хурав пачӗҫ. Хӑйсене пулӑшса пыракан пӗр класра вӗренекен ачасемпе кашниех пӗр ташӑ ташласа пачӗ. Арҫын ача пулсан та, хӗрачасен ҫӳҫӗсене илемлӗ тураса капӑрлатса пама та пултарчӗҫ вӗсем. Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн малти вырӑна саккӑрмӗш класра вӗренекен Женя Евграфов тухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫни паллӑ пулчӗ. Ҫак ятпа ӑна юлташӗсем алӑ ҫупса саламларӗҫ, уншӑн хӗпӗртерӗҫ. Конкурса шкулти аслӑ вожатӑй В.Лепешкина тата культура ҫурчӗн ертӳҫи Т.Бормотина хатӗрлесе-ертсе пычӗҫ.
Эрнекун уроксем хыҫҫӑн вӗрентекенсемпе шкул ачисем, тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем спортзала васкарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |